«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.
Кашкӑрпа кашкӑр мар,
Упапа кашкӑр мар,
Ҫынпа ҫын ҫапӑҫаҫҫӗ,
Пӗр-пӗрне тапӑнаҫҫӗ.
Чӑвашсем ҫине кӗреҫҫӗ тӑшмансем,
Питӗ йышлӑн вӗсем.
Ҫапах чӑваш ялавӗ усӑнмасть,
Ҫапах Аттил элемӗ усӑнмасть.
Аттил пуринчен те малта,
Ҫӑлтӑр-хушка утпала.
— Малалла, шур парссем! —
Чӗнет вӑл юнташӗсене.
— Ан юлӑр хыҫа, кӑйкӑрсем! —
Чӗнет вӑл тамӑрӗсене.
— Тӑшмана ҫавӑрса илмелле! —
Хушать вӑл сӑр кашкӑрӗсене.
— Тӑшмана хыҫалтан ҫапмалла! —
Тет вӑл ӑмӑртсене.
Тӑшман ӗречӗсен хыҫӗнче кавал сасси янӑраса каять. Тӑшманӑн хура тумлӑ йӗкӗчӗсен хыҫӗнчен шап-шур урхамахпа Чупайрек сиктерсе тухать. Вӑл Аттила ыралта ҫапӑҫма чӗнет:
— Пӗтӗм халӑх юнне юхакан шыв пек юхтариччен, атя, Аттил, иксӗмӗр ҫапӑҫар та пӗтӗм ыйтӑва татар! — тет.
Чупайрек ҫапла питӗ хастар пулса ӑна хирӗҫ каллех ҫапӑҫни Аттила тӗлӗнтерет.
— Чупайрек, мӗн пулчӗ сана? — тет вӑл. — Эпир санпа килӗшӳ тунӑччӗ. Мӗншӗн каллех ҫапӑҫмалла-ха пирӗн? Эпӗ сана тыткӑнра тьгтмарӑм. Эпӗ сана ним сӑмахпа та кӳрентермерӗм...
Чупайрек тарӑхса хуравлать:
— Савнӑ хӗрӗме, пӗртен-пӗр хӗрӗме тыткӑнра усратӑн. Савнӑ хӗрӗме, пӗртен-пӗр хӗрӗме тыткӑнра асаплантаратӑн.
Аттил
Кримкилтене тыткӑнра усрамастӑп эпӗ.
Чун-чӗререн юрататӑп ӑна эпӗ.
Савнӑ арӑм тесе хам киле илсе кӗресшӗн ӑна,
Пӗтӗм эткере тытса тӑма паратӑп ӑна.
Чупайрек
Вӑйпа арам туни вӑл юратни мар,
Вӑйпа тытса тӑни те юратни мар...
Аттил
Чупайрек, юратса курман пуль эсӗ,
Чупайрек, юрату мӗнне пӗлместӗн эсӗ.
Чупайрек
Мӗн нумай калаҫатӑн, Аттил,
Атя, ырала тух часрах, Аттил!..
Аттил
Мӗншӗн ҫапӑҫмалла-ха пирӗн.
Ун вырӑнне пирӗн тӑванлашмалла!..
Атя ҫапӑсмастпӑр.
Ҫарсене чакарса каятпӑр.
Чупайрек
Ку питӗ лайӑх шухӑш, Аттил. Пӗтӗмпех тухса каятӑн-и пирӗн ҫӗртен-шывран. Пӗлетӗн-ҫке-ха, ку вӑл пирӗн ҫӗршыв. Эпир мар, чӑвашсем килсе кӗтӗр пирӗн ҫӗре-шыва. Эпир мар, эсир тытса илтӗр пирӗн чи маттур ҫынсене, пирӗн юратнӑ чи чипер хӗрсене. Тухса кайӑр пирӗн ҫӗртен-шывран! Ирӗке ярӑр пирӗн хӗрсене тата пирӗн ҫынсене!..
Аттил
Пӗтӗм ҫӗре-шыва ҫын мар, аслӑ турӑ Танкӑр тунӑ. Никам та уйӑрса паман вӑл ҫӗре-шыва. Кам ӑҫта пурӑнма пултарать, унта пурӑнмалла кашнийӗн.
Кам кама тытса усрассине те Танкӑр татса парать.
Чупайрек
Эппин, калаҫса татӑлма пулмасть. Атя, туртса кӑлар хӗҫне.
Аттил
Элек, элек тееҫҫӗ,
Элек хура тееҫҫӗ,
Чӑн та хура пулмалла,
Ытла тискер пулмалла.
Чупайрек
Элеклеместӗп эп сана,
Чӑннине ҫеҫ калатӑп эп сана.
Аттил
Ҫӗнме пулать элекҫе,
Ҫӗлесе питне кӗҫҫе.
Элеке ҫӗнтерме ҫук,
Унран тарса кайма ҫук.
Чупайрек
Тыт, Аттил, хӗҫне,
Ан ман ырала тухмаллине.
Аттил
Эппин хӗҫе тытмалла,
Тӑванпа ҫапӑҫмалла.
Чупайрек
Пӗрне-пӗри ҫӗнтерейместпӗр, Аттил. Атя, уйрӑлса каяр. Сана вӗлерни кирлӗ мар мана.
Аттил
Мана та сана вӗлерни кирлӗ мар. Атя, ҫарсене те чакарса каяр. Киле таврӑнар та туя хатӗрленме тытӑнар.
Хура пӗлӗтпеле шурӑ пӗлӗт
Никам чараймасла
Пӗр-пӗрин ҫине кӗретчӗҫ.
Халӗ вара,
Итлесе Килӗшӳ-турра,
Хура пӗлӗтпеле шурӑ пӗлӗт,
Пӗр-пӗрне юп курса
Тӗрлӗ ҫӗре кайса пӗтрӗҫ.
1. ... Кавал сасси янӑраса каять. Кавал — авалхи ҫар шӑхличӗ.
2. Вӑл Аттила ыралта ҫапӑҫма чӗнет. Ырал — икӗ ҫын пӗр-пӗринпе ҫапӑҫни. Ыралта ҫапӑҫнӑ чухне икӗ ҫынни те пӗтӗм тумтирне хывмалла, икӗ ҫынни те пӗр тӗрлӗ кӑралпа кӑна ҫапӑҫмалла. Елӗк-авал ҫапла икӗ ҫарпуҫӗ пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса пӗтӗм тавлашуллӑ ыйтӑва татни час-часах пулнӑ.
3. Пӗтӗм эткере тытса тӑма... Эткер — пӗтӗм пурлӑх, пӗр-пӗр ҫыннӑн хуҫалӑхӗ, мӗнпур пурри-ҫукки, вырӑсла — наследие.
4. Итлесе Килӗшӳ турра... Килӗшӳ пике-турӑ — ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те туслӑ пурӑнтарма тӑрӑшаканскер, урӑхла — мир турри.