Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Умсӑмах (СЛПЧЧС)


Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ

Ку пособие аслӑ шкулсенче, училищӗсемпе техникумсенче вӗренекенсене, чӑваш чӗлхипе литература учителӗсене, заочник студентсене пулӑшас тӗллевпе ҫырса хатӗрленӗ.

Пособи пуҫламӑшӗнче Чӑваш Республикин саккунӗсенчен — "Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен" тата "Вӗрентӳ ҫинчен" илнӗ уйрӑм статьясене, тӑван чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑскерсене, ҫырса панӑ. Ун хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхи пулнине, чӑваш чӗлхине тӗпчес ӗҫӗн кӗске историне кӑтартакан материалсене вырнаҫтарнӑ.

Кӗнекери тӗп материал лексикологи, фразеологи, лексикографи, фонетикӑпа орфоэпи, графикӑпа орфографи, сӑмах пулӑвӗ тата морфологи ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ. Кунта чӑваш чӗлхин сасӑ тытӑмне, тӗрлӗ пуплев пайӗсен йӗркине, пулӑвне, вӗҫленӳпе сӑпатлану формисене тата ытти тӗрлӗ уйрӑмлӑхсене таблицӑсемпе схемӑсем туса кӑтартнӑ. Вӗсен тӗллевӗ — тӑван чӗлхе тытӑмне, унӑн факчӗсене лайӑхрах ӑнланса илме, пӗлӗве тарӑнрах ҫирӗплетме пулӑшасси. Кирлӗ ҫӗрте методика асӑрхаттарӑвӗсем те панӑ.
Пособири таблицӑсемпе схемӑсем аслӑ шкулта ӗҫлекенсене лекцисемпе практика занятийӗсем ирттернӗ чух та усӑ курма юрӑхлӑ. Студентсене вӑл практика занятийӗсене хатӗрленнӗ тата тӗрӗслев ӗҫӗсене ҫырнӑ чух усӑ кӳрессе шанас килет. Ҫавӑн пекех кунти материал экзаменсемпе зачетсене хатӗрленме те пулӑшӗ.

Чӑваш чӗлхипе литература учителӗсене те (шкулта ӗҫлет-и вӑл, училищӗре-и, е пӗр-пӗр техникумра — пурпӗр) ҫак пособире урока хатӗрленнӗ чухне кирли пулма пултарать. Ҫавӑнпа пособи материалне справочник майлӑ хатӗрленӗ, тӗслӗхсем панӑ. Улшӑнакан пуплев пайӗсен вӗҫленӳпе сӑпатланури уйрӑмлӑхӗсене пурне те ҫырса кӑтартни тӗрлӗ сӑмахсене вӗҫлеме е сӑпатлама пулӑшать, сӑмахсен грамматика формисене орфографи тӗлӗшӗнчен тӗрӗс ҫырма вӗрентет.

Пособи вӗҫӗнче хушса пани пур. Унта фонетикӑпа графика, сӑмах тытӑмӗпе морфологи тишкерӗвӗн йӗркисене ҫырса кӑтартнӑ, вӗсене тӗслӗхсемпе ӑнлантарса панӑ.

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ


 
Категорисем: «Чӑваш чӗлхи» справочник

Тулли верси :: Статья каҫми