Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ура айӗнчи ҫӗлен


Кун вӑрӑмланнӑ май ҫанталӑкӗ те самаях ӑшӑтать, витере те выльӑх-чӗрлӗх хӗл сиввине туйма пӑрахать. Пӗр ирхине кил хуҫи арӑмӗ ӗнине сума витене кӗрет. Чиперех суса ларнӑ самантра — ӗнине тем пулнӑ ӗнтӗ — урипе тапать те витрери сӗте тӑкса ярать. Унччен те пулмасть — ура айӗнче темӗн чашкӑрса илет те питӗ хытӑ ыратса каять. Кӗҫех ҫутӑра хӑма тӑрӑх ҫӗлен шуса пыни курӑнать. Хӗрарӑм шари ҫухӑрса ярать. Хӑраса пӳрте чупса кӗрет, пӑтӑрмах пирки упӑшкине каласа кӑтартать. Мӑшӑрӗ хӑвӑрт кӑна тумланать те медсестра патне васкать. Хӗрарӑма вӑхӑтра медпулӑшу пани вилӗмрен хӑтарса хӑварать. Ҫӗленӗ наркӑмӑшлӑ пулнӑ иккен.
«Пирӗн витере наркӑмӑшлӑ ҫӗлен хӗл каҫать тесе шухӑшлама та пултарайман. Хӗл ыйхинчен вӑраннӑ ӗнтӗ вӑл. Пурнӑҫра пӗр кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухасси те ҫавӑнтах-ҫке. Усал-тӗселтен ӳлӗмрен Турӑ сыхлатӑрах», — тет ҫӗлен сӑхнинчен сипленнӗ хӗрарӑм.
Кӗтмен хӑрушӑ пӑтӑрмах ыттисемпе пулса иртнине кура (вӑрмана, кӑмпана, ҫырлана кайсан, вӗтлӗхсенче, мунчара...) ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи пулӑмсемпе ытарлӑн танлаштарма тытӑннӑ. Калӑпӑр, шӑпах туй пулас умӗн шанса пурӑннӑ тантӑшех, хура юнлӑскер, кӗвӗҫсе каччине ун пирки элеклесе парса пач сивӗтет, вӗсене пӗр-пӗринчен ӗмӗрлӗхех уйӑрать. Пурнӑҫра, питӗ шел, кун пекки те вӑрттӑн сутасси — пулкалать. Вырӑссен те малтан чунтан шанса пурӑннӑ ҫынна теприне хурлӑх кӑтартсан «змея подколодная» тесе каласси йӑлана кӗнӗ.


 
Категорисем: Мӗншӗн ҫапла калатпӑр

Тулли верси :: Статья каҫми