Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Хумпуҫ Патӑръел

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Хумпуҫ Патӑръел

Монгол-тутарсем Атӑлпа Кама, Ҫарӑмсан таврашӗнче пурӑннӑ пӑлхарсемпе чӑвашсен патшалӑхне вӑрҫӑпа килсе кӗрсен чӑвашсем усан еннелле тата Сӗве шывӗн районе куҫса пырса вырнаҫнӑ. Чӑваш ялӗнчен пӗри Пӑла шывӗ ҫывӑхӗнче Паттӑр ятлӑ чӑваш лартнӑ ял – Паттӑряль пулнӑ. Анчах Сӗве шывӗ таврашне нумай халӑх пырса тулнӑ пирки тата чӑвашсем ҫурҫӗр еннерехри вӑрманлӑ вырӑнсене йышӑнма тӑрӑшнӑ пирки вӗсем вӗсем Ҫавал, Ункӑ, Шетмӗ Сурӑм, Выла, Сӑрӑ, Йӗршу, Шупашка еннелле тапнӑ. Пӑла шывӗ ҫинчи Паттӑрялӗнчен те куҫса кайнӑ. Ункӑ шывӗ хӗрне ял туса ларакан пулнӑ. Ҫав Паттӑр пысӑк кил-йышлӑ, таврара паллӑ чӑваш пулса тӑнӑ. Вӑл ывӑлӗсемпе ҫӗнӗ ялсем лартса, вӑрмансенчен хирсем туса Ункӑпа Кӑкар тата Шӑнар ҫырмисен таврашӗнче ҫӗр-шыв хуҫи пулса тӑнӑ. Кайран халӑх ӗрчесе кайсан Ункӑпа Ҫавал таврашӗнче ҫӗрпе вӑрман хӗсӗнсе ҫите пуҫланӑ. Ункӑ таврашӗнчи Паттӑряль чӑвашӗсем хыснаран урӑх вырӑнта запаслӑ ҫӗр тата вӑрман касса пама ыйтнӑ. Вара вӗсене запаслӑ ҫӗрпе вӑрман Кушлавӑш хыҫӗнче Йӗпреҫ ҫывӑхӗнче касса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ункӑ ҫинчи хӑш-пӗр чӑвашсем ҫӗнӗ ҫӗре куҫса ларнӑ, Хумпуҫ Патӑрьел ялӗ лартнӑ. Кайран ҫав ялран куҫса тухакансем тата тепӗр ял – Пӗчӗк Патӑрьел – туса лартнӑ. Ҫапах та Ункӑ таврашӗнчи Паттӑрьял чӑвашӗсем запаслӑ ҫӗрпе ҫителӗклӗ усӑ курайман : вӑл ҫӗрӗн пайне вӑрласа пӗтернӗ.

Комиссаров, 458-459с



Тулли верси :: Статья каҫми