Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Хурапха

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Хурапха
Хурапха, Хурӑньяль, Караньяль ҫыннисем малтан кунта пурӑнман, Атӑл леш енчен килнӗ (Ҫармӑссен Чурачӑкӗнчен). Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра ку ялсем таврари ытти ялсенчен сахалрах ҫӗр тытса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пӗрре кӗркунне Атӑл леш енне хӑйсенчен юлнӑ пыла илме кайнӑ теҫҫӗ. Вӗсем Атӑл урлӑ каялла каҫнӑ чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тапраннӑ. Чее ҫармӑссем куҫса каякансен пылне тытса илес тесе суллисене ҫавӑрса ӳкерсе путарнӑ. Ҫав чӑвашсенчен пӗр арҫын ача кӑна ҫӑлӑнса юлнӑ теҫҫӗ. Вӑл маларах асӑннӑ ялсене пуҫарса яраканӗ-Итяк-шутланать.
М.Федоровӑн « Известия по Казанской епархии» (1876 ҫ.). ӗҫӗнчен илнӗ. Г.Ф. Юмарт куҫарнӑ.



Тулли верси :: Статья каҫми