Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Хура тур лашине (Эмине)


Хура-тур лашине
Тытма пӗлес пулать,
Тытма пӗлес пулать анчах мар;
Тытма пӗлес пулать,
Кӳлме пӗлес пулать,
Унсӑрӑн ҫула ҫухатан.

Ыр тӑвансем патне
Кайма пӗлес пулать,
Кайма пӗлес пулать, анчах мар;
Кайма пӗлес пулать,
Килме пӗлес пулать,
Унсӑрӑн тӑван сивӗнет.

Хура-тур лашине
Пӑхма пӗлес пулать,
Пӑхма пӗлес пулать анчах мар;
Пӑхма пӗлес пулать,
Савма пӗлес пулать,
Унсӑрӑн утна ҫухатан...

Тӑван, ай, халӑха
Савма пӗлес пулать,
Савма пӗлес пулать анчах мар;
Савма пӗлес пулать,
Ыр ӗҫ тӑвас пулать,
Унсӑрӑн ятна ҫухатан.

Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать



Тулли верси :: Статья каҫми