Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Хӗр аки


Чӑваш культуринче, халӑх йӑли-йӗркинче чун илмӗш аваллӑх ахрӑмӗ — хӗр аки. Реконструкцисенче ӑна тӗнче пӗтсе килнине те чарма пултаракан тертлӗ-тарлӑ, инкеклӗ-синкеклӗ йӑла ӗҫ-халӗ пекех кӑтартаҫҫӗ. Хӗр акин синкерлӗхне палӑртма сухапуҫ кӳлнӗ пикесене трактортан кая мар ҫӗр сухалаттараҫҫӗ. Чӑннипе ку йӑла аплах хӗн-хурлӑ пулман, унӑн драматизмне хӑрушлатма кирлех мар. Манмалла мар: мешехесенче яланах ушкӑн кӑмӑллӑхӗ сисӗнет, вӗсене ҫынсем хаваспах пурнӑҫланӑ. «Пӗтрӗмӗр иккен!» — тесе никам та хурах кӑшкӑрман. Ытарлӑ та кирлӗ чухлӗ хаваслӑ ирттернӗ йӑла-йӗркене несӗлсем.

Хӗр акин тепӗр евӗрлӗхӗ — курӑмлӑ амалӑх. Реконструкцисенче ӑна питӗ палӑртаҫҫӗ, эротика ҫемӗсене, астармӑш енӗсене ӳстерсе илемлетеҫҫӗ.

Халер, чума, тиф ерсен, выльӑх-чӗрлӗхе мур ҫапсан, усалтан тасалас тесе ял-йыш хӗр аки ирттернӗ, урӑхла каласан, тимӗр карта тытнӑ (ҫавӑнпа ҫак йӑлана «тимӗр карта тытни» тесе те калаҫҫӗ). Ӑнланмалла, малтанласа хӗр аки чир-чӗрпе те, выльӑх-чӗрлӗхпе те ҫыхӑнман, ҫӑва кӗрсен этеме тӑрантаракан ҫӗре вӑратма тата сыхлама ирттерекен мешехе пулнӑ вӑл. Калӑм каҫ тимӗр карта тытса пӑшал пенинче унӑн ахрӑмӗ паян кунччен сыхланса юлнӑ. Мункунпа кӑна мар, ҫанталӑк ытла типпе кайсан та ял-йыш хӗр акине тухнӑ. Мешехе никӗсӗнче — тимӗр хӑвачӗ, йӑран асамлӑхӗ тата Ама турӑ хӑватне пуҫ ҫапни. Кайран вара ҫак йӑлана этем тата выльӑх мурӗпе (эпидемипе) явӑҫтарнӑ.

Хӗр аки умӗн ачасем чӳклеме пӑттине пӗҫерме ял тӑрӑх кӗрпе пуҫтарнӑ. Йӑлана хутшӑнакансем ҫеҫ мар, ялӗпех мунча кӗрсе тухнӑ, таса тумтир (ҫӗнӗ кӗпе) тӑхӑннӑ. Акана тухакансен йышӗ вара чир-чӗр усаллӑхӗн— чен килнӗ: мур ытла та йывӑр пулсан — хӗрӗх-хӗрӗх пӗр хӗр упраҫ е ялти мӗнпур пике те кӳлӗнме пултарнӑ сухапуҫне. Ют ҫынсене яла кӗртме юраманран кашни кас вӗҫне хурал тӑратнӑ. Каҫ пуласпа хӗрсем ялӑн хӗвел тухӑҫ укӑлчи умне пуҫне тутӑр ҫыхмасӑр, шурӑ кӗпесем тӑхӑнса пуҫтарӑннӑ. Стариксем Ҫӳлти Турра кӗлӗ каланӑ, пуҫ ҫапнӑ.

Тӗттӗмленсен кӗлле вӗҫленӗ. Хӗрсем ҫивӗчӗсене салтса ҫӳҫне лӑстӑр янӑ, уринчи пушмакӗсене хывнӑ. Хӗрсем акана амаран — ҫаппа-ҫарамас — тухнӑ. Халӗ ҫак йӑлана «сӑпайлатса» ҫырса кӑтартаҫҫӗ: турта хушшинчи хӗр упраҫ ҫеҫ амаран кӳлӗннӗ теҫҫӗ, ыттисем кӗпе вӗҫҫӗн сухаланӑ пулать.

Хӗрсем-хӗрарӑмсем ҫӳҫне пуҫтарасси, тутӑр ҫыхасси тирпейлӗхпе кӑна ҫыхӑнман. Чӑнах та, ӗлӗк пӗчӗк пӳртре хӗсӗнкелесе пурӑннӑ чух хӗрарӑмсем пуҫне салатса ҫӳ-ренӗ тӗк ҫӳҫ пӗрчисем апат-ҫимӗҫре ҫеҫ мар тупӑнатчӗҫ. Ҫак япалан сакраллӑ енӗ те пур. Ҫӳҫе тӑкса ҫӳреме юраман — ҫӳҫ этем чунне уҫма пултаракан уҫӑ шутланнӑ. Хӗрарӑм ҫӳҫне салатсан вара тӗнче хӑвачӗсемшӗн, ырӑ-усалсемшӗн этем тӗнчине ҫул уҫӑлать тесе ӗненнӗ авалхисем. Енчен те хӗр упраҫ амаранланчӗ — ҫӳҫне сапаласа ҫаппа-ҫарамасланчӗ — пулсан, хӑватсемпе калаҫмалли ҫыхӑну каналӗ хатӗр шутланнӑ. Ҫакнашкал «телефонпа» калаҫнӑ авалхисем ыр-усалпа та хӑватпа. Хӗр акинче хӗрарӑм астарулӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑнать, вӑл ясара яма мар, ҫӗн тӗнчешӗн, малашлӑхшӑн кирлине ӑнланнине палӑртать.

Хӗр акине ар ҫынсене хутшӑнтарман пулсан та, йӑлан кӗтретлӗхне старик тытса пынӑ (темиҫе арҫын хӗрсене пулӑшакансем вырӑнне ҫӳрени те пулнӑ). Варринчи хӗрӗн — турта хушшине тӑрса хӑмӑт тӑхӑнаканӗн — ар-амалӑх хӑвачӗпе ҫунса тӑмалла пулнӑран ӑна ятарласа суйланӑ. «Илем конкурсӗнче» ҫемьере пӗччен ӳснӗ пике чи тивӗҫли шутланнӑ. Унашкалли тупӑнмасан турта хушшине сӑпайлӑхӗпе палӑрнӑ чипер тӑлӑх арӑма тӑратнӑ. Ытти хӗр упраҫ сухапуҫа туртаран тытман — вӗренсемпе сӗтӗрнӗ. Кашнин аллинче мунчаларан явнӑ пушӑ (е пилеш хулли) пулнӑ.

Хӗр акари пысӑк пӗлтерӗшлӗ тепӗр пике — сухапуҫ тытса пыраканӗ. Ун кӗлеткинче те ар-амалӑх вучӗ ҫунса тӑмалла пулнӑран — сухапуҫне те ҫемьери пӗччен хӗре е пиҫсе ҫитнӗ, сипетлӗ тӑлӑх арӑма тыттарнӑ. Хӑш ҫӗрте вара ҫак йӑлана аҫа-ама тытӑмпа килӗшӳллӗнех ирттернӗ — сухапуҫа ҫемьери пӗччен ывӑла панӑ е вӗрен тыттарса юнашар пыртарнӑ. Ялта урӑх ҫӗртен килнӗ хӑна-вӗрле, ют ҫын тавраш пулсан, вӗсене хире илсе тухнӑ та суха йӑранӗн тепӗр енне тӑратнӑ. Ют халӑх е тӗн этемӗсене вара ялтан хӑваласах кӑларнӑ, хӗрсем вӗсене пушӑпа аванах ҫаптарса хӑваласан та — чарман.

Асӑрхаттарнӑччӗ ӗнтӗ, реконструкторсем хӗр акине чиперккесем асфальт сухаланӑ пек асаплӑн-хӗнлӗн кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑн пурнӑҫра никам та ҫакнашкал асапланман, чикеленсе каясла мӗкӗрленсе-талпӑнса туртман: сухапуҫӑн тимӗр чӗрнипе йӗр кӑна хӑвармалла, пӳрне тарӑнӑш сухаламалла пулнӑ. Йӑла тӑрӑх, хӗр акине ял тавра пӗрре мар, виҫҫӗ ҫавӑрсан лайӑхрах шутланнӑ, ҫиччӗ тухни вара чи ҫирӗп тимӗр карта тытнине пӗлтернӗ. Сухапуҫне хӗвеле май туртнӑ, кашни ҫаврӑмра йӑрана тимӗр татки е йӗп хывса хӑварнӑ, сухапуҫ туртакансем: «Тимӗр карта тытатпӑр!» — тесе кӑшкӑрнӑ, пушшисемпе сулса чир-чӗре, усал сывлӑшсене хӑваланӑ. Тимӗрпе чӗрсе тунӑ йӑран урлӑ усалсемпе чир-чӗр каҫаймаҫҫӗ тесе шутланӑ.

Ял урамӗ тӗлне е ҫул хӗрне ҫитсен сухапуҫпе хӗрес чӗрсе хӑварнӑ. Ҫакӑ христианлӑхпа ҫыхӑнман: хӗрес — мӗн авалтан хӗвел палли. Хӗр аки ҫул е урам юпленӗвӗсене сыхчаласа хӑварнӑ — ҫакӑ ҫеҫ. Сухапуҫ туртакансем хыҫҫӑн хӗрсем, ҫамрӑк арӑмсем пынӑ, питлӗх-ҫатма шаккаса сывлӑша янратнӑ, куҫа курӑнман усала саламат-пушӑпа, хулӑпа хӗненӗ.

Пӑшал чӑваш пурнӑҫне ҫитсен хӑш-пӗр тӑрӑхра хӗр акине ар ҫынсене те явӑҫтарма тытӑннӑ. Ар ҫын ушкӑнӗ чи хыҫалтан пынӑ, вӑхӑт-вӑхӑт пӑшал пенӗ — усал сехрине хӑпартнӑ.

Хӗр аки вӑхӑтӗнче ял халӑхӗ килте ларнӑ. Ялтан никам та ан тухтӑр-ан кӗтӗр тесе кас хуралӗ сых тӑнӑ. Урамра сулланса ҫӳрекене курсан хуралҫӑсем ӑна пушӑ-саламатпа ҫапсах килне хӑваланӑ. Енчен те хӗр аки хирте иртен-ҫӳрене тӗл пулсан, упраҫ-сыхчаш пикесем сухапуҫне пӑрахса ҫав ҫынна ярса илнӗ те йӑвалантарсах пушшисемпе хӗненӗ — шеллесе тӑман. Иртен-ҫӳрен ар ҫын пулсан — ӑна тата хытӑрах лекнӗ. Акана хутшӑннӑ пикесен пушши-хулли хӑватпа тулнӑ, чуншӑн та, ӳтшӗн те сиплӗ тесе ӗненнӗрен, хӑйсене ятарласа хӗнеттерекенсем те пулнӑ — ҫапла майпа тасалма пулать тесе ӗненнӗ. Ҫавнашкал «мазохистсем» ака тӑвакансем патне юри тухса чун каниччен патак ҫинӗ. Чӑнкайах мар, сӑпайлӑрах «экстремалсем» вара ака пӗтсен чӑпӑрккапа ислетме хӗрсене хӑйсемех ыйтнӑ.

Хӗрсем карта тытса пӗтерсен ял-йыш пӗрле пухӑннӑ, ваттисем Турра кӗлтунӑ, леш тӗнчерисене асӑннӑ, ырӑ хӑватсене чӗннӗ. Вара тепӗр асам-ӗҫе пуҫӑннӑ. Усала, чир-чӗре хӑратма-хӑвалама, чунпа тасалма, яла тата кил-ҫурта (сӑваплӑ вырӑна!) тасатма ҫӗнӗ вут чӗртнӗ. Вутӑна хӗвеллетсе — хӗреслетсе — хунӑ та патакпа сӑтӑрса-ҫавӑрса ҫулӑм тивертнӗ. Ҫӗнӗ вутпа хӗр аки пӑттине пӗҫерме кӑвайт чӗртнӗ, пуҫтарӑннисем чӳлмексене кӑвар хурса килӗсене илсе кайса ҫӗнӗ вучах тивертнӗ. Хӗр аки пӑтти пиҫсен Турра тав туса, ваттисене асӑнса пӑтӑпа сӑйланнӑ, Ҫӗр-Аннене — Ама турӑн тӗкӗрне — кӗлтунӑ.

Хӗр акине чӑваш мешехи ҫеҫ тенӗ сӗмпе кӑтартма тӑрӑшни сисӗнет: ытарлӑ та курӑмлӑ йӑла — Голливуд блокбастерӗ пекех. Улталанар мар, хӗр аки тӗнчипе сарӑлнӑ пулӑм. Ӑна чӑвашсенчен маларах ирттерме тытӑннӑ халӑхсем мӑй таран. Тимӗр йӑран чӗрсе тата вут чӗртсе хӑватсене вӑратасси, вӗсенчен пулӑшу ыйтса тасаласси, амалӑх асамӗпе усӑ курасси — сӗм авалхи йӑласенчен пӗри.

Чи кӑсӑкли — хӗр акине тухакансем халӗ те пурри. 2009 ҫулта тӗнчери массӑллӑ информаци хатӗрӗсем Индири Бихар штатӗнче ирттернӗ мешехене анлӑн ҫутатрӗҫ. Ҫав ҫул Индире муссон ҫумӑрӗсем ҫуманпа пӗрех, ҫӗр типсе ҫурӑлса кайнӑ. Хӗвел ансан качча кайман хӗрсем амаран — ҫаппа-ҫарамас — авалхи гимнсем юрласа Хӗр акине тухнӑ. «Ҫак мешехе ҫеҫ турӑсене кӑмӑлне ҫемҫетеет, вара вӗсем ҫумӑр ярса параҫҫӗ те тыр-пул ӑнса пулать», — ӑнлантарнӑ журналистсене хресченсем. «Турӑсем ҫумӑр ҫутарма тытӑнмасӑр Хӗр аки тума пӑрахмастпӑр!» — шантарнӑ вӗсем. Ҫапла вара, Индире ӗҫ-пуҫ Хӗр аки выльӑх-чӗрлӗх мурне хирӗҫ ирттернӗ мешехе ҫеҫ пулманнине ҫирӗплетет. Нумай та анлӑ тӗллевлӗ мешехе пулнӑ вӑл, христианлӑх вӑй илсен ун вырӑнне хӗреспе тухасси, молебен ирттересси йӑлана кӗнӗ.

Ускатум Кунцуй


 
Категорисем: Йӑла-йӗрке

Тулли верси :: Статья каҫми