Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Хӗсмет - Виталий Адюков


Ӑмӑрт кайӑк вӗҫет, ай, малалла,
Ҫунаттипе, ах, сулать вӑл каялла.
Ҫунаттипе, ах, сулать вӑл каялла.
Каяссӑмах килет ҫав тӑван ҫӗре -
Ирӗксӗрех тӑрас пулать ҫакӑнта.
Ирӗксӗрех тӑрас пулать ҫакӑнта.

Вӗҫ-вӗҫ кайӑк, вӗҫех, ӑмӑрт кайӑк
Чӑваш ҫӗрне, ай, пӗрех те ҫитиччен
Чӑваш ҫӗрне, ай, пӗрех те ҫитиччен
Эп халь кунта тӑратӑп, ай, службӑра
Атте-анне, ах, йӗрет ҫав килӗмре
Атте-анне, ах, йӗрет пуль ҫав килӗмре

Тӑван ялӑн урамӗ, аслӑ урам
Ик айккипе, ах, сар ҫеҫкӗ сарӑлать
Ик айккипе те, ӑх, сар ҫеҫкӗ сарӑлать
Хамӑр кассӑн хӗрӗсем, сарӑ хӗрсем
Манпа калаҫайманшӑн та макӑраҫ
Манпа калаҫайманшӑн та макӑраҫ

Тӑван килӗм чӗнет "Кил, кил!" тесе
Ах, тур ҫырлах та, ямаҫҫӗ ҫав киле
Ах, тур ҫырлах та, ямаҫҫӗ ҫав киле
Эпир вӑрҫӑ вӑрҫатпӑр, ай, ют ҫӗрте
Пӗтӗм тӑван кӗтет пуль ҫав ял ҫинче
Пӗтӗм тӑван кӗтет пуль ҫав ял ҫинче
??Пӑлляр кинна??, пӑх, тӑратпӑр службӑра
??Пӑлляр кинна??, пӑх, тӑратпӑр службӑра



Тулли верси :: Статья каҫми