Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чечек (М. Удалов, XXVI пай)


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Салхуллӑ кун Ишутӑн пулчӗ,
Ҫӳрерӗ кашкӑр пек урса.
Пулса иртни асра ун юлчӗ —
Тӑрать суран пек палӑрса.
Вӑл ҫех те мар, ах, намӑс, намӑс
Ӑна барон, тус умӗнче.
«Суеҫтерет ҫирӗпленмен ӑс.
Эп халӗ мӑшкӑл айӗнче.
Ас ҫук так чӑнлӑха кураймӑн,
Ҫук, ниепле те уйӑраймӑн
Чӑн ыррине эс усалран...
Вӗҫерӗнет телей алран».

Ишут шутларӗ те ӑнкарчӗ,
Тин курчӗ пурнӑҫ тумхахне,
Вӑл тимлӗх юхӑмне хӑй чарчӗ,
Пӗлмесӗр улшӑну хакне.
Ытла пӑтраннӑ пӗтӗмпех
Ӑшра халь унӑн: намӑс, эрлӗк —
Тӑрать пит йӳҫӗ тӗтӗм пек.
Вӑл явӑнать усал, тискеррӗн...
Тапранчӗҫ чӗрере хаяррӑн
Курайманни те ҫилленни.
Куҫ умӗнче карма ҫӑваррӑн
Тӑрать тин ҫеҫ йыш кӗрлени.

«Ман тусӑм, — тет барон, — лӑплан,
Ан шухӑшла, ан асаплан.
Паян хам пурнӑҫа турттартӑм,
Хама ют куҫпала пӑхтартӑм:
Пӗри — барон, тепри — улпут.
Чысра пурнатпӗр ҫав ӑнпа.
Анчах эпир, пӗл, сӑрӑ хурт, —
Кам хисеплетӗр? Ҫавӑнпа
Кунсем пырсан та пирӗн ыррӑн,
Пӗл, ирттеретпӗр ҫех черет.
Анлантӑм хам, мӗнле халь вырӑн
Эп йышӑнатӑп тӗнчере.

Пӑлхавлӑ вӑхӑт; патшана
Хӑратмӗ Пугачев сӑлтавсӑр.
Эп вӑл пӗтессине шанап,
Анчах бокал ҫӗклемӗн тавсӑр,
Пулсан та, калӑпӑр, мужик.
Хӑш чух эп хамран хам ыйтатӑп:
«Ӑҫтан вӑй-хал вӑл тупнӑ-ши?»
Шутлаҫҫӗ улпутсем: «Вӑл катӑк».
Вӑл, ак, кӑтартӗ «катӑкне».
Вӑл тӑвӑл пек — тытса чараймӗҫ.
Ҫитсессӗн тӑвӑл, пуҫтараймӗҫ
Хӑйсен ӳт-тирӗн татӑкне.

Пӗл — иксӗмӗр те улталаннӑ,
Пӗлмесӗр чӑн-чӑн пурнӑҫа.
Шӑпи те пирӗншӗн таланлӑ —
Ансаттине ҫех курнӑ ҫав.
Ӳсес тек, теҫҫӗ, кирлӗ пиҫӗм,
Вара пулать-тӗр ӑс та тим.
Пӗлетӗн ху: ҫиҫсессӗн ҫиҫӗм,
Кӗтсех тӑр, кӗрлӗ аслати.
Мӗн тес, эс кам тесе ыйтсассӑн
Хӗвеллӗ кунсенчи хевте,
Каҫ тӗттӗмпе йӑлтах тулсассӑн,
Чӑл-чӑл ҫеҫ ҫиҫекен шевле.

Чечек вӑл — ҫиҫӗм; вӑл чӗртсе,
Вӑл ҫунтарса яма пултарӗ
Е чӗрене хӗм тивертсе
Ҫын пурнӑҫне тимпе тултарӗ.
Вӑл — ҫын! Эп ун умне халь хатӗр
Выртма палас пек сарӑлса.
Кам чӗрине, ӑсне пӑлхатӗ,
Ӑна кам пӑхмӗ савӑнса?
Пурах-мӗн Турӑ. Ҫук, тухмастчӗ
Ҫӗн уйӑх унсӑр пӗлӗте,
Вӑл пулмасассӑн ҫуралмастчӗ
Турӑ сӑнарлӑ ҫак этем».

Ишут тӑрать пӗр шарламасӑр, —
Ним тӗкӗнмест пек халь ӑна, —
Пӗр сӑмахне те ӑнланмасӑр,
Итлет, итлет вал барона.
Пуҫне ҫурать ыйту: «Ӑҫта
Тӳрре кӑларакан сӑлтав;
Тен, тус сӑмахӗ те вӑлта?
Ӑна калаймӗ юмӑҫ та...»
Сӳсленнӗ чунӗ халь Ишутӑн,
Ах, туйӑнать-мӗн: чул айнех
Вырттарчӗҫ пек; халь лекрӗ кутӑн,
Ҫапма пӗлмен пушши, хӑйнех.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Тулли верси :: Статья каҫми