Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чул ҫыран хӗрринче (Митта Ваҫлейӗ)


Чул ҫыран хӗрринче пӗчӗк пӳрт,
Юр тултарнӑ мӑрйийӗ таран...
Мӑнакка, хӑвӑртрах уҫса кӳрт,
Ҫитсе ӳкрӗм паян эп аран.

Ураран ӳкерен шартлама
Кун каҫа муталарӗ пире.
Ни ӗҫпе, ни вутпа ӑшӑнма,
Тумтирри тумтир мар-ҫке ҫире!..

Чӗрт, аппа, вучахна... Ҫак яшка...
Салтӑнам... Ӑшӑнма эп ларам...
Малашне те пулсан ҫакнашкал —
Тӗнчере пурӑнни те харам...

Куллен-кун хӑшкӑла-хӑшкӑла
Хырӑмшӑн хырӑмпа шӑвӑнан.
Ҫынлӑхран кӑларан мӑшкӑла
Хӑҫанччен тӳсмелле-ши, тӑван?..

Ҫун, вучах! Ӗнтӗркенӗ вӑй-хал,
Тепӗр хут йӑл илсе амалан.
Курасси, тен, нумай,
Пурнасси, тен, сахал...
Мӗн пулать, мӗн килет —
Тапалан!..

Митта Ваҫлейӗ


 
Категорисем: Митта Ваҫлейӗ

Тулли верси :: Статья каҫми