Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чӑваш ташши, юрри - кӗтрет (С. Асамат)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Чӑваш ташши, юрри - кӗтрет.
«Линка-линка» янӑрасан
Чупса тухса ташлас килет.
Алран кайми юрӑ юхсан
Мӑнаҫланса юрлас килет
Чӑваш ҫӗвви-тӗрри - кӗтрет.
Шурӑ пиртен, аркӑласа
Капӑр кӗпе тӑхӑнас килет,
Тӗрлӗ тӗспе сӗвемлесе
Тӗрӗлесе тӑхнас килет.
Енчӗк, масмак, сурпан ҫыхса
Ама, тевет, алка ҫакса
Чиперрӗн курӑнас килет.
Чӑваш кил-ҫурчӗ те кӗтрет.
Кӑкшӑм, ҫурхат ҫӳпҫе, чӳлмек,
Пештӗр арча, чӑм илӗртет.
Сӑра тултарнӑ алтӑрпа
Чӑваш хӑна кӗтсе илет,
Эрешлӗ тӗпеле лартса
Апачӗ-ҫимӗҫне сӗнет.
Тӗлӗнтерет кун-ҫул утти,
Ӑсталӑхпа илем ҫути.

Светлана Асамат



Тулли верси :: Статья каҫми