Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чӑваш чӗлхинче миҫе падеж


Эпир шкулта вӗреннӗ чухне пире чӑваш чӗлхинче ят, камӑнлӑх, пару, тӑву, пӗрлелӗх, вырӑн, туху падежӗсем пур тетчӗҫ. Каярахпа пару тата тӑву падежӗсене пӗрлештерчӗҫ, асаннӑ список ҫумне ҫуклӑх тата пирке текеннисене хушса хучӗҫ. Ҫапла вара йыш ҫиччерен саккӑра ҫитрӗ. Акӑ ҫуклӑх падежӗ текеннине илерха. Ят сӑмах ҫумне -сӑр, -сӗр аффиксем хушӑнсан пулаканнине ҫапла калаҫҫӗ. Лашасӑр, ӗнесӗр, ӗҫсӗр. ...Анчах та чимӗр-ха! Ара, сӑмахсем -лӑ, -лӗ, -ллӑ, -ллӗ аффиксене те йышӑнаҫҫӗ-ҫке: лашаллӑ, ӗнеллӗ, ӗҫлӗ .. Малтанхи тӗслӗхсенче "минуслӑ", иккӗмӗшӗнче "плюслӑ" лару-тӑру сӑнарланать. Ку вӑл - пӗр медалӗн икӗ енӗ. Тӗлӗнтермӗш кунта акӑ мӗнре: -сӑр, -сӗр аффиксем падеж тӑваканнисем шутланаҫҫӗ-тӗк, леш теприсем вара сӑмаха улӑштараканнисем "кӑна" иккен. Ман шутпа, ҫакнашкал тӗлӗнтермӗшре тепӗр чӑваш падежӗ "пытаннӑ", ӑна пурлӑх е харпӑрлӑх падежӗ теме пулать. /Иккӗмӗш вариант ӑнӑҫлӑрах, мӗншӗн тесен "пурлӑх" сӑмах "богатство", "добро", "имущество" пӗлтерӗшпе те ҫӳрет/.

Акӑ тата аффиксен тепӗр ӗречӗ: -ла, ле, -лла, -лле. Сӑнаса пӑхни ҫакна ҫирӗплетет: кусем те падеж тӑваканнисемех! Ҫакна танлаштару падежӗ тейӗпӗр. Унӑн ыйтӑвӗсем: камла? мӗнле? камсемпе? мӗнсемпе?

Кунсӑр пуҫне ман куҫа тата хӑлхана тепӗр падеж та "тӑрӑнать". Сӑмах -чен, -ччен аффиксем пирки пырать: паянччен, Атӑлччен, вуннӑччен, кушакчен, пӳртсемччен. Ыйтӑвӗсем: камччен? мӗнччен? камсемччен? мӗнсемччен? Кӑна эпир хальлӗхе чикӗ падежӗ тейӗпӗр.

Ҫапла вара чӑваш падежӗсен йышӗ вун пӗре ҫитрӗ. Калас пулать, агглютинативлӑ чӗлхе пулнӑ май, чӑваш чӗлхинчи ят сӑмахсем ҫумне ҫыпҫӑнма пултаракан аффиксен йышӗ самаях пысӑк. Чӑн та, вӗсенчен кашнинех "падежӑн" теме ҫук. Кунта ҫирӗп критерисем кирлӗ. Паллах, тӗпри, варринчи ыйту ҫакӑн пек: мӗн вӑл падеж?

Калӑпӑр, аффикс кашни ят сӑмах ҫумнех "ҫыпӑҫасшӑн мар" пулсан, ӑна "падежӑн" теме "иртерех" пуль. Акӑ эпир аннев, аттев, Ирав, Сашшав тетпӗр-ха. Куратпӑр ӗнтӗ, кунта -в аффикс пур, анчах та вӑл ӑ, ӗ тата хупӑ сасӑсемпе пӗтекен сӑмахсен ҫумне хушӑнмасть. Танлаштарӑр: аппав, пиччев, йӑмӑк -/?/, шӑллӑм -/?/. Ку "чӗнӳ падежён универсаллӑхӗ ҫук. Ҫавӑнпа ӑна, ӑнлава, кавычкӑсемпе хупма тиврӗ те.

Эстон чӗлхинче - 15, Дагестанри табасарансен чӗлхинче 52 падеж теҫҫӗ. Ман шутпа, чӑваш чӗлхинчи падежсен йышӗ 10-ран кая мар.

Асӑннӑ ыйту татӑлсах пӗтменни хамӑр лару-тӑрӑва тутарсен чӗлхе пӗлӗвӗпе танлаштарсан та аванах курӑнать. Тутар чӗлхинче айӑплав /вырӑсла "винительный" теҫҫӗ/ падежӗ пур. Чӑвашӑн вӑл ҫук. Ҫав вӑхӑтрах тутарсем пӗрлелӗх, пирке падежӗсемсӗр пурӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен ку тӗлӗшпе сингармонизм саккунне пӑхӑнман татӑксем /пӗлен, ӗччен/ пур. Чи кӑсӑкли, шухӑшлаттараканни вара ҫакӑ: тутар чӗлхеҫисем хӑйсен чӗлхинче паянхи кун та ҫуклӑх падежне палӑртмаҫҫӗ: -сыз, -сез аффиксем /чӑваш чӗлхинчи -сӑр, -сӗр аффиксен ТУЛЛИ аналогӗсем!/ паллӑ ячӗ тӑваканнисен йышӗнче тӑраҫҫӗ. "Падежлӑх" шайнех хӑпарса ҫитеймен теҫҫӗ-ши? Тӳррипе каласан, ҫулерех палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, пирӗн чӗлхеҫӗсем те нумая пулмасть ҫеҫ-ха ҫуклӑх падежне саккунлӑ вырӑн пачӗҫ. Анчах та "А" терӗн-тӗк, малалла "А" тесе те каламах тивет: ҫуклӑх падежне "саккуна" кӗртрӗн пулсан, "пурлӑх" /харпӑрлӑх"/ падежне те манса ан хӑвар! Ара, вӗсем йӗкӗреш пекех-ҫке-ха!

Чӗлхеҫӗсем мана суйма памӗҫ: хар-пӑр чӗлхери падежсен йышӗ аналитикӑлӑх, синтетикӑлӑх текен пулӑмсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Калӑпӑр, акӑлчан, француз чӗлхисенче аналитикӑлӑх малта тӑрать. Ҫавӑнпа та французсен падежсем пачах ҫук, акӑлчансем икӗ падежпа ҫырлахаҫҫӗ /вӗсенчен пӗри - сайра усӑ кураканскер тата!/.

Чӑваш чӗлхи - синтетикӑлла чӗлхе. "Синтез" тума пулӑшаканнисем - падеж аффиксӗсем.

Пӑхса тухнӑ ыйту - теори сӗмӗллӗскер. Анчах та вӑл пирӗн кулленхи пурнӑҫа та вирлӗн пырса тивет. Ҫавӑнпа та ун пирки хаҫат вулаканӗсене ҫырса пӗлтересех терӗм. Кӑсӑкланакансем тупӑнаҫҫех!

Элли ИЛЛЕ,"Хыпар", 203 №, 2005, юпа, 18



Тулли верси :: Статья каҫми