Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чӑваш чӗлхи (Туймӑрса)


Пулӑттӑм эпӗ ҫап-ҫутӑ хӗвел
Халӑх чунне.
Тертле чунне ӑшӑтма.
Пулӑттӑм эпӗ турӑ пек вӑйлӑ
Хам чӗлхене,
Тӑван чӗлхене упрама.
Шӑпчӑк юрри-
Саркайӑк юрри-
Юратнӑ чӗлхе,
Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв пек,
Ӑшӑ ҫил сасси пек-
Аннеҫӗм чӗлхи,
Чӑвашӑн чӗлхи.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Туймӑрсан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр



Тулли верси :: Статья каҫми