Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чӑваш Ҫӗпрел


Чӑваш Ҫӗпрел ялӗ тата ҫак вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсем мӗнле тата хӑҫан йӗркеленсе кайнине тӗпченӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ. Ватӑ ҫынсем каласа панине ӗненес пулсан, патша ҫарӗнче нумай ҫул хушши тӑнӑ виҫӗ пӗртӑван – Еливан, Ильмуха тата Кранка – Хусан ханствин вӑйпутӗнчен ҫӗнӗ ҫӗре вырнаҫса ларма тата унта пурӑнма ҫӗр лаптӑкӗ йышӑнма ирӗк илнӗ-мӗн. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем халӗ эпир пурӑнакан вырӑна Улатӑр енчен куҫса килнӗ пулать. Ку вӑл XVII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче (1620-1630 ҫҫ.) пулма пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтра чӑваш, тутар халӑхӗсем нумай йышпа ҫурҫӗр тата ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫ енчен кӑнтӑр енне куҫса килсе вырнаҫма тытӑннӑ.
Ватӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, ӗлӗк-авал Чӑнлӑ шывӗ пуҫланнӑ вырӑнсенче ик енӗпе те вӑрман кашласа ӳснӗ, шурлӑхлӑ-лачакаллӑ вырӑнсем нумай пулнӑ. Вӑрмансем Кивӗ Ҫӗпрелне ҫитичченех сарӑлса ларнӑ. Шурлӑхлӑ вырӑнта Ҫӗпрел ятлӑ ялсем (Чӑваш Ҫӗпрел, Кивӗ Ҫӗпрел) пулса кайнӑ пулмалла. Чӑнлӑ шывӗ тӑршшӗпех вӑрӑм хӑмӑшсем (вырӑнӗпе виҫӗ метра ҫитичченех) ӳссе ларнӑ тата ҫак шыв ҫывӑхӗнче тыр-пул акса ҫитӗнтерме юрӑхлӑ уй-хирсем пулнӑ теҫҫӗ. Шӑп ҫак вырӑнта, Чӑнлӑ шывӗ пуҫланса каякан тӗлте чарӑнса тӑраҫҫӗ те виҫӗ пӗртӑван – Еливан, Ильмуха тата Кранка. Кашни ҫемье валли пурӑнма ҫуртсем лартаҫҫӗ вӗсем . Пӗри шывӑн сылтӑм енне, тепри сулахай енне пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ вырнаҫса лармалла пулнӑ.
Чӑваш Ҫӗпрел ялне чи малтанах Сӗнтӗк, Ильмуха тата Кранка куҫса килса килнӗ пулать. Теприсем каланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш ҫынсем икӗ пӗртӑван ыттисем тӑватӑ пӗртӑван пулнӑ теҫҫӗ. Ватӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫакнашкал шухӑшланӑ. Сӗнтӗк – тутар ҫынни, ячӗ те тутарӑнах. Ӑна тутарсем хӑйсен ялӗнчен темле сӑлтавпа хӑваласа кӑларса янӑ имӗш. Ҫавӑн пекех Тагирпе Сабире те ялӗсенчен хӑваласа кӑларса янӑ. Каярахпа ҫав ҫынсенчен йӑх пуҫланса каять. Сӗнтӗк тутартан Синюков хушаматлисем, Тагиртен Ахметовсем тухнӑ. Сабир вара шурлӑх-путлӑх вырӑнта, ялтан инҫех мар вӑрманта пурӑннӑ. Ӑна вӑрӑ-хурах пулнӑ пирки вӗлереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра та хирти вырӑнсене Шӗшкӗлӗх, Ҫӑкалӑх, Сивӗ уйӗ, Хурӑнвар тесе калаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫак вырӑнсенче ӗлӗк-авал вӑрман ӳссе ларнӑ.


Н.В.Матросов. Чӑваш Сӗпрел ӗлӗк-авал тата халӗ: историллӗ-этнографиллӗ очерк. Ҫӗрпӳ,200,12-14 с.



Тулли верси :: Статья каҫми