Ӑсатӑр, тӑвансем,
Эсир ӑсатӑр
Хамӑр ҫӗртен-шывран,
Ай, тухиччен.
Хамӑр та ҫӗршывран
Тухнӑ ҫӗрте
Шӑнкӑртатса выртать
Ай, юханшыв.
Шӑнкӑртатса выртать,
Ай, сулхӑн шыв,
Выртса ӗҫрӗм, аннеҫӗм,
Эп куркасӑр.
Ӑшӑм та каннине
Пӗлнӗ пулсан,
Татах та ӗҫес-мӗн
Сулхӑн шывне.
Пуҫӑм ҫухаласса
Пӗлнӗ пулсан,
Татах калаҫас-мӗн
Тӑвансемпе.
Татах калаҫас-мӗн
Тӑвансемпе
Чӗлхе ҫинчи сӑмахсем
Ай, пӗтиччен.
Чӗлхи ҫинчи сӑмахсем
Ай, пӗтиччен,
Пуҫра пур хуйхӑ та,
Ай, сӳниччен.
Туймӑрсан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр