Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Шавлама


ШавламаШавлама, — XVII ӗмӗр варринче пурӑннӑ ӗлӗкхи чӑваш юрӑҫи, сӑвӑҫи. Шавлама хальхи Чӑваш Енӗн кӑнтӑр тӑрӑхӗнче, Юхма текен пайӗнче, Арансайпик никӗсленӗ Юхма-Упи ялӗнче пурӑннӑ. Вӑл кӗрешӳҫӗ-юрӑҫӑ пулнӑ.

Шавлама ҫинчен чӑваш халӑх хушшинче питӗ нумай хайлав упранса юлнӑ. Ун юррисене тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ тӗпчевҫӗсем, краеведсем тата вӗрентекенсем ҫырса илнӗ.

Халӑхра каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Шавламана питлев юррисем-экиетсем юрланишӗн Шӑнкӑртан ҫӗрме пуянӗ Эптӗлмен йытӑсемпе тулаттарса вӗлернӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шавлама сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми