Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Шухӑшсем (Ю. Ковалёв)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ҫунса пӗтнӗ кӑвайта
Урӑх эс чӗртеймӗн.
Иртсе кайнӑ вӑхӑта
Тавӑрса килеймӗн.

Ӗлӗкхи туйӑмсене
Ҫаплах вӑратаймӑн.
Пӗр сивӗтнӗ пикене
Текех юратаймӑн.

Пуҫӑмри шухӑшсене
Ҫынсене калаймӑн.
Йӑнӑш тунӑ ӗҫсене
Юсаса хураймӑн.

Пӑспа витӗннӗ ҫӳҫне
Халӗ хуратаймӑн.
Вараланнӑ чунсене
Ҫуса тасатаймӑн.

Ыран кун мӗн пуласне
Паянах пӗлеймӗн.
Ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлне
Эс пӗлсе ҫитеймӗн.

Пурӑнатпӑр-ха тесе
Ҫынсене калатпӑр.
Кун иртет, киле килсе
Киленсе ларатпӑр.

Ҫавӑн пекех

Юрий Ковалёвӑн ытти сӑввисене кунта тупма пултаратӑр.



Тулли верси :: Статья каҫми