Ялкӑшать хӗвелӗмӗр ҫӳлте,
Пӗлӗт тӑрӑ, пӗлӗт те янравлӑ.
Ах, мӗн чухлӗ юрӑ уй-хирте.
Ҫурхи кун хаваслӑ, ӗҫӗ шавлӑ.
Катара шавлать пӗр агрегат —
Пӗрре мар иккен халь, темиҫе.
Машинсен кӗрлевӗ йыхӑрать:—
Йышлӑн тухӑр пурсӑр та ӗҫе.
Кӗр калчи хунавлӑн ешерет,
Тумӗ ун куҫа пит илӗртӳллӗ.
Калчана бригада сӳрелет, —
Тырӑ пултӑр сӗрӗшсе те ҫӳлӗ.
Аната анатпӑр, ҫырмана,
Ҫурхи шыв кӗрлет пӗр тикӗс саслӑн.
Янратать куккукӗ вӑрмана...
Чечеклен ҫӗршыв, юрла хаваслӑн!
1953