Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫулла (А. Казанов)


Пӑхсам, пӑхсам эс, вулаканӑм,
Самантлӑха чунпа та канӑн,
Тӑван тавралӑха сӑна:
Куратӑн-и, епле илемлӗх,
Чӗре таппи — черчеккӗ хӗлӗх -
Асамлӑх кӳтӗр-и сана!

Чӗнет, туртать, ем-ешӗл ырлӑх:
Уй-хир тавра — мӑнаҫлӑ хырлӑх,
ҫиҫет ҫӳлте кӑвак тӳпе...
Кашни кӗтес хӑй евӗр капӑр:
Ҫӑл куҫ кӗвви, тӳпемлӗх, тапӑр
Ҫыран пехетнӗ — кӗтӳпе...

Лаша курсан, чӗре хӗмхемлӗ
Нихҫан манми ӳкерчӗксемлӗ
Ачалӑх, ҫамрӑклӑх умра.
Мӗскер пытарӑн, ял сӑнарӗ
Ӑша ялан, ялан ҫунтарӗ —
Вӑл пысӑк чыслӑхра-сумра.

Тӑван кӗтесӗн ҫут пехилӗ
Ытарайми тӑри сассиллӗ,
Пиллерӗ хӑйӗн хӑватне.
Ӑна манмарӗ чун йыхравӗ,
Ҫаплах хӗрӳллӗ ун янравӗ:
Ҫӳлте тытас ял-йыш ятне!

...Ӑшпиллӗх чӗререн каймарӗ:
Мӗнле тивлет — тӗнче капмарӗ!
Ытамӗ ӑшшӑн ҫупӑрлать.
Ҫӑва аса илетипӗр тавлӑн,
Анчах утан ытла васкавлӑ,
Самант — иртет те ҫухалать...

Аркадий Казанов



Тулли верси :: Статья каҫми