1. Ҫуркунне
Эх, аван-ҫке ҫуркунне!
Аслӑ вӑрман хӗрринче
Тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексем —
Хӗрлисем, кӑваккисем
Ҫитӗнеҫҫӗ ешерсе.
Ҫутӑ ҫырма леш енче,
Ешӗл тумлӑ вӗтлӗхре
Тӗрлӗ-тӗрлӗ кайӑксем —
Ҫунат ҫапса шӑпчӑксем,
Шӑратаҫҫӗ кӗвӗсем.
2. Ҫулла
Ҫутӑ хӗвел тӳпере
Йӑл кулать.
Пӗтӗм ҫутӑ тӗнчене
Ӑшӑтать.
Кӑтра ҫӑка чечекне
Кӑларать.
Чӑтлӑхра чӑпар куккук
Авӑтать.
Аслӑ уйра ешӗл хум
Вӑй вылять.
Чӗвӗл чӗкеҫ пӗлӗтре
Явӑнать.
Аслӑ уйра тинӗс пек
Сарӑ тулӑ хумханать;
Сарӑ тулӑ ҫийӗпе
Хӗвел шевли вылянать.
3. Кӗркунне
Вӑрмансем ҫаралаҫҫӗ,
Тахҫанах кайнӑ шӑпчӑк.
Курӑксем сарӑхаҫҫӗ,
Тек сикмест ӗнтӗ шӑрчӑк.
Кӗтӳсем те тухмаҫҫӗ,
Пуш-пушах анлӑ улӑх.
Выльӑхсем картара-ҫке, —
Утӑ-улӑмӗ тулӑх.
4. Хӗлле
Пит те паха хӗллехи кунсенче, —
Ярӑнмашкӑн яп-яка пӑр ҫинче.
Вӑрӑм-вӑрӑм тӑсӑлан каҫсенче
Авӑрлаҫҫӗ карчӑксем кӗнчеле.
Ҫывӑрса кайичченех ачасем
Яртараҫҫӗ вӗсене халлапсем.
1948