Ҫунсам, ҫунсам, ҫурта –
Кӳр хӑтлӑх кил-ҫурта.
Ҫунсам, ҫунсам, ҫурта –
Кӳр хӑтлӑх кил-ҫурта.
Ҫунсам, ҫунсам, ҫурта –
Кӳр хӑтлӑх кил-ҫурта.
Чӗртсемччӗ вӑй-хала,
Сирсемччӗ кахала.
Чӗртсемччӗ вӑй-хала,
Сирсемччӗ кахала.
Чӗртсемччӗ вӑй-хала,
Сирсемччӗ кахала.
Тасал умран, усал –
Ҫухал, ҫухал, ҫухал.
Тасал умран, усал –
Ҫухал, ҫухал, ҫухал.
Тасал умран, усал –
Ҫухал, ҫухал, ҫухал.
Ҫуртам, хӗвелленсем –
Ҫывхарччӑр тӗллевсем.
Ҫуртам, хӗвелленсем –
Ҫывхарччӑр тӗллевсем.
Ҫуртам, хӗвелленсем –
Ҫывхарччӑр тӗллевсем.
Ыр кӑмӑл, шӗл-кӑвар
Ман чунӑмра хӑвар.
Ыр кӑмӑл, шӗл-кӑвар
Ман чунӑмра хӑвар.
Ыр кӑмӑл, шӗл-кӑвар
Ман чунӑмра хӑвар.
Хӑватлӑрах янра.
Вӑй капланать шавах.
Тавах, тавах, тавах!
Вӑй капланать шавах.
Тавах, тавах, тавах!
Вӑй капланать шавах.
Тавах, тавах, тавах!