Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫуркунне (А. Васильев)


Сӑмаххисем

Ҫав тери хитре ҫурхи кунсем
Илемленеҫҫӗ хирсем, улӑхсем
Чечекленеҫҫӗ садсем, пахчасем
Телейлеҫҫӗ пула чӗрчунсем

Хушса юрламалли:
Ҫуркунне, ҫуркунне
Шӑрантараҫҫӗ кайӑксем юррисене
Ҫуркунне, ҫуркунне
Юратаҫҫӗ качӑсем хӗрӗсене

Ҫав тери кӗске ҫурхи каҫсем
Янӑраҫҫӗ хӗрсен юррисем
Илӗртеҫҫӗ юшсен сассисем
Саланаҫҫӗ ялти ҫӑмрӑксем

Хушса юрламалли:
Ҫуркунне, ҫуркунне
Шӑрантараҫҫӗ кайӑксем юррисене
Ҫуркунне, ҫуркунне
Юратаҫҫӗ качӑсем хӗрӗсене

Кӗскелсе пыраҫҫӗ ҫӗрӗсем
Тутлӑ ыйхӑра ялйышӑмсем
Шӑплӑха шыраҫҫӗ ҫамрӑксем
Вӑрттӑн ҫуралаҫҫӗ туйӑмсем

Хушса юрламалли:
Ҫуркунне, ҫуркунне
Шӑрантараҫҫӗ кайӑксем юррисене
Ҫуркунне, ҫуркунне
Юратаҫҫӗ качӑсем хӗрӗсене
Ҫуркунне, ҫуркунне
Шӑрантараҫҫӗ кайӑксем юррисене
Ҫуркунне, ҫуркунне
Юратаҫҫӗ качӑсем хӗрӗсене

MP3

...

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Александр Васильев



Тулли верси :: Статья каҫми