Тӑваттӑмӗш ҫул шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче иртекен литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Кӑҫал ҫак конкурс «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ятпа пулчӗ — хутшӑнакансен хӑйсен сӑвӑ-калавне шывпа ҫыхантарса хайлама тиврӗ. Хушма темӑна та суйланӑччӗ — Атӑлҫи Пӑлхарстан.
Тӗнче тетелӗнчи ҫак конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗччӗ.
Кӑҫал хутшӑнакансем пӗлтӗрхи пек йышлӑн пулмарӗҫ — 50 яхӑн хайлав ҫеҫ килчӗ.
Вырӑнсене ҫапла уйӑрма май килчӗ:
• **1-мӗш вырӑн**: Анна Данилова ҫырнӑ «Ҫутӑ кӳлӗ» сӑвӑ. Елчӗк районӗ, Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул (пӗлтӗр те вӑлах мала тухнӑччӗ).
• **2-мӗш вырӑн**: Александра Афанасьева ҫырнӑ «Асамлӑ ҫӑлкуҫ» сӑвӑ. Вӑл вара Элӗк районӗнчен, Вутлан шкулӗнчен.
• **3-мӗш вырӑн**: Даша Ильина ҫырнӑ «Атӑлҫи Аттил авланнӑ...» сӑвӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри шкулӗнчен.
• **1-мӗш вырӑн**: Надежда Козлова ҫырнӑ «Шыв пики» пьеса. Красноармейски шкулӗн вӗренекенӗ. Тӗппипе илсен, ку пайра мала тухакансем пурте ҫак шкултан пулчӗҫ тесен те йӑнӑш мар.
• **2-мӗш вырӑн**: Кристина Аркадьева ҫырнӑ «Виртуаллӑ экскурси» калав.
• **2-мӗш вырӑн**: Лидия Кузнецова ҫырнӑ «Ылхан кӳлли» калав.
• **3-мӗш вырӑн**: Владислав Савельевӑн «Чутах акула пулса тӑраттӑм» халапӗ. Ку ача вара Хӗрлӗ Чутай районӗнчен, Штанаш шкулӗнчен.
• **3-мӗш вырӑн**: Анастасия Харитонова ҫырнӑ «Ҫичӗ хӗр» калав.
• **3-мӗш вырӑн**: Елена Григорьева ҫырнӑ «Ҫӑлкуҫ хуҫи» калав. Вӑл та Красноармейски шкулӗнчен.
Ку ӳсӗмри ачасен хайлавӗсем ҫителӗксӗр пулнипе сӑввине те калавне те пӗрле ушкӑнласа хакларӑмӑр.
• **1-мӗш вырӑн**: Инесса Шашкина ҫырнӑ «Хура тинӗс вӑрттӑнлӑхӗ» калав. Вӑл Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ шкулӗнче вӗренет.
• **2-мӗш вырӑн**: Мария Ершова ҫырнӑ «Икӗ тӗнче хушшинчи туслӑх» калав. Ку ача Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар шкулӗнче пӗлӳ пухать.
• **2-мӗш вырӑн**: Дмитрий Макаров ҫырнӑ «Юратнӑ шывӑм — Пушанар» калав та 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ. Шупашкарти 49-мӗш шкулта вӗренет.
• **3-мӗш вырӑн**: Оксана Журавлёва ҫырнӑ «Кӳлӗре» калав. Красноармейскинчи шкулта пӗлӳ пухать.
• **3-мӗш вырӑн**: Дмитрий Макаровӑн «Туслӑ ҫемье» калавӗ. Вӑл та Красноармейскинчи шкулта пӗлӳ пухать.
• **3-мӗш вырӑн**: Кристина Шемякина хайланӑ «Юрату Паркӗ» калавӗ. Канаш районӗ, Янкӑлч шкулӗ.
Ку ӳсӗмрисене те пӗрлештерсе хакларӑмӑр.
• **1-мӗш вырӑн**: Анна Евдокимова ҫырнӑ «Юханшыв арҫурийӗ» калав. Элӗк районӗ, Мӑн Ямаш шкулӗ.
• **2-мӗш вырӑн**: Галина Дмитриева ҫырнӑ «Ҫырмасен асамлӑхӗнче» калав. Канаш районӗ, Вӑтакас Татмӑш шкулӗ.
• **3-мӗш вырӑн**: Екатерина Майкова ҫырнӑ «Арман пӗви» сӑвӑ. Елчӗк шкулӗн вӗренекенӗ.
• **1-мӗш вырӑн**: Алина Петровӑн «Асамлӑ каҫ» сӑвви. Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи шкулӗ.
• **2-мӗш вырӑн**: Светлана Никитинӑн «Суя ҫӑлпа чӑн ҫӑл» сӑвви. Патарьел районӗ, Пӑлапуҫ-Пашьел шкулӗ.
• **3-мӗш вырӑн**: Любовь Шашкина ҫырнӑ «Выла шывӗ хӗрринче» сӑвӑ. Элӗк районӗ, Мӑн Вылӑ шкулӗ.
• **1-мӗш вырӑн**: Зинаида Михайлова хайланӑ «Ҫӑмарта кӳлли» калавӗ. Красноармейски шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен.
• **2-мӗш вырӑн**: Антонина Михеева ҫырнӑ «Туйпике» пьеса. Елчӗк районӗ, Энтепе шкулӗ.
• **3-мӗш вырӑн**: Майя Никитинӑн «Шыв ҫинчи хӗр» калавӗ. Элӗк районӗнчи Шӗмшеш шкулӗ.
Вулакансем суйланӑ хайлав — Роксана Хромова ҫырнӑ **«Шыв туррине ирӗке кӑлартӑм»** калав.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пурте маттур! Вырӑнӗ кашнине лекмерӗ пулсан та эсир мухтава тивӗҫ!
Ҫӗнтурӳҫӗсем парнесӗр юлмӗҫ — 1-мӗш вырӑн йышӑнакансене 60х40 см пысӑкӑш карттин, иккӗмӗш вырӑна тухнисене 40х30 см пысӑкӑшши, ыттисене 30х20 пысӑкӑш рамкӑри сӑнӳкерчӗк лекӗ. Асӑнмаллӑх юлаҫҫех пулӗ тесе шутлатпӑр. Кашни хутшӑнакана унсӑр пуҫне ӗнентерӳ хучӗпе тивӗҫтерӗпӗр (сире электронлӑ вариант та ҫитет пулсан — amartu@chuvash.org адреспа ҫыру ярӑр).
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Андрей Трофимович, педагог, чӑваш шкулӗсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |