Алёшкăн вилĕмсĕрлĕхĕ


Тупăкра пĕр хускалмасăр пĕчĕк Алёшка выртнă. Вăл темле ют çын пек никама та хăратман.

Çыран хĕррине чупса çитнĕ амăшĕ ăна тем пек чĕнсен те, кăшкăрсан та ача ура çине сиксе тăман. Алёша çуçĕ йĕпенсе тĕттĕмленнĕ, куçне вăл яланлăхах хупнă та халĕ никама та шиклентермест…

Часах масар çинче тепĕр тĕмеске çĕкленнĕ. Йывăр хуйхăпа пусăрăннă амăшĕ ăшра хӳхлесе килелле утнă. Таврара чăтмалла мар шăрăх тăнă. Пĕр евĕрлĕ кун хыççăн кун иртнĕ: выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, мăшăрне ĕçе ăсатмалла, унтан пахчана çум çумлама, кăпкалатма тата шăварма тухмалла…

Пĕррехинче Анна килте пĕчченех пулнă, вăл тавралăх тĕттĕмленсе килнине, çумăр пĕлĕчĕсем çывхарнине туйман та тейĕн. Çил ачисем калинккене силлеме пуçласан çеç урама типме çакнă кĕпе çинчен аса илнĕ, пуçтарма чупса тухнă. Урам варринче ачасем вылянă. Пĕрремĕш çумăр тумламĕсем ӳкме пуçласан пурте чăл-пар сапаланнă, пĕри вара хĕрарăм патне ыткăннă. Алёшка… Унăн ывăлĕ! Амăшĕ хăйĕн ачине тӳрех палласа илнĕ. Анчах тĕлĕнмелле — вăл пытарнă пиншакпа пулман, ун çинче путса вилнĕ чухнехи симĕс кĕпе. Анна Алёшкăна кĕтсе вырăнтан та хускалайман, вăл пĕр чарăнмасăр амăшĕ еннелле вирхĕннĕ. Çумăр витререн тăкнă пек çунă, ача çинчи кĕпе йĕп-йĕпе пулнă, вăл ӳт çумне çыпăçнă, çӳçĕ çыпăçса ларнă. Акă вăл Анна патнех чупса çитнĕ, хĕрарăм аллисене ывăлĕ енне тăснă, кĕпе-йĕм ун умĕнче выртнă, анчах вăл амăшĕн ытамне лекмен, куçран таçта çухалнă… Анна çаплах çумăр айĕнче тăнă.

Анна хăй мĕн курнине никама та каласа паман, вăл хăйĕнчен куласран хăранă. Тата кам ăна ĕнентĕр!?

Тепрехинче, çумăр çума тытăнсанах, Алёшка каллех Анна патне чупнă. Шывран, çумăртан тарса пӳрте пытанасшăн пулнă-ши? Амăшĕ ăна хирĕç кайнă, икĕ аллине ун еннелле тăснă — ăна хӳтĕлесшĕн пулнă. Анчах каллех унăн пĕчĕк ывăлĕ вырăнне çумăр кăна çунă…

Ывăлне темиçе хут та курнăран хĕрарăм масара кайнă. Çĕнĕ тĕмеске умне ларса ывăлĕпе калăçнă: «Алёша, мĕншĕн эсĕ мана çунтаратăн? Мĕншĕн путрăн эсĕ? Уруна шăнăр туртрă-и е ачасем выляса инкек куртăн? Мĕншĕн, ывăлăм, нимĕн те чĕнместĕн?..»

Хĕр арăмăн чунĕ çунса тухнă. Хĕвел ăшши те, кайăксем хаваслă юрă-кĕвĕ шăрантарни те Аннăн кăмăлне уçайман. Юлашкинчен вăл çак чĕмсĕрлĕхĕн тупсăмне тупнă тейĕн — ывăлĕ валли лавккаран пысăк та хитре трактор туяннă. Часах çав парнене вил тăпри çине кайса лартнă. Анчах трактор илсе лартни те ăна пулăшайман, ывăлĕ çав-çавах ун хыççăн чупнă, чупнă, амăшĕ ăна кăштах та пулин сĕртĕнесшĕн пулсанах куçран çухалнă, çумăр тумламĕ пулса тăнă.

Чĕрери суран ниепле те пирченмен. Пĕринче каллех çумăр ӳккелеме пуçланă çеç унăн хĕрĕ Марина алкум вĕçне чупса тухнă. Унтан амăшĕ хĕрĕн сассине илтнĕ:

— Анне, пирĕн Алёшка! Алёшка!

Анна хăраса чĕтреве ернĕ хĕрне ыталаса илнĕ, ăна ачашла-ачашла лăплантарнă. Ашшĕне Алёшăна курни пирки пĕр сăмах та шарламан. Анчах пĕррехинче вăл та ывăлне курнă пулмалла. Çакна Анна унăн чарăлса кайнă куçне курсан асăрханă. Пĕри те нимĕн те чĕнмен, мĕн курни çинчен те сăмах тапратман. Ашшĕн чунĕнче мĕн пулса иртнĕ-ши - калама çук. Тепĕр кунне вăл ирех çапла каланă:

— Пуçтарăнăр. Кунтан каятпăр.

Анна хирĕçлесе тăман. Часах кил–çурта сутса янă. Çул çине тухас умĕн кăна хĕр арăм çăвар уçнă:

— Петя, ачана епле пĕчченех хăварăпăр? Унăн вил тăприне кам пăхса–тирпейлесе тăрĕ? Петя!?

Арçын хирĕç чĕнмен, тăнă та пӳртрен тухса кайнă.

Çемье яланлăхах тăван ялтан тухса кайнă. Вĕсем пĕр пысăках мар хулара пурăнма тытăннă. Кунта кунĕн-çĕрĕн юр çунă. Тавралăх шап-шурă пуставпа витĕннĕ. Уйăх хыççăн уйăх иртнĕ пулин те вăл ирĕлме васкаман. Сивĕ кунсен вĕçĕ-хĕрри пулман. Çу та çитсе пынă — вăл çаплипех шурă, хулăн, йăлтăркка выртнă. Пурте ăшă çуллана кĕтнĕ. Пĕринче юр вырăнтан хускалнă, унта та кунта пĕчĕк шыв юххисем çул уçнă. Вырăн вырăнпа симĕс курăк курăннă. Таçтан çумăр пĕлĕчĕсем шуса килнĕ — çĕр çине çумăр тумламĕсем ӳкме пуçланă. Пĕрре, иккĕ, виççĕ… Анна кантăк умне пырса тăнă. Акă вăл чӳрече витĕрех хăйĕн ывăлĕ кил еннелле чупнине асăрханă. Çутă пуçлă, симĕс кĕпеллĕ Алёша картишне кĕнĕ, алкум вĕçне çитнĕ. Хĕрарăм крыльцаналла вирхĕннĕ, алăка уçса янă, ывăлне хăратас мар тесе тăп тăчĕ. Алёшка амăшĕ патне çитсе чарăнчĕ, пуçне çĕклерĕ, аллине ун еннелле тăсрĕ… Унтан кĕмĕл сывлăм тумламĕ пулса симĕс курăк çинче йăлтăртатрĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-22 23:50:47):

Ăста çырнă. Вĕçĕнче тем çитмест пек туйăнать. Анчах та ку пĕр пĕтĕм кăмăла кăшт кăна чакарать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2008-11-23 00:02:45):

Хăй ушкăнĕнче вырăна тивĕçлĕ хайлавсенчен пĕри. Шел, вырăнĕ виççĕ кăна.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: