Уйрăлу юрри


Çĕрĕпе кашларĕ ват йăмра.

Çĕрĕпе вылярăм вăйăра.

Ташласа тăранаймарăм,

Юрласа лăпланаймарăм,

Каймалла мана та пулчĕ-шим ара?

 

Шурă алшăлли ман мăй тавра.

Таврăнма телейĕм пултăрах.

Ыталарăр, çупăрларăр —

Мĕншĕн-ши çаплах юратрăр?

Çаврăнса пăхма пачах хушмарăрах.

 

Вĕçтерет çил сарăхнă çулçа,

Çывăртмасть ман ывăннă пуçа.

Сăнӳкерчĕкне пăхатăп,

Чуп тăватăп, çупăрлатăп.

Çунтарать кĕтмен куççуль сенкер куçа.

 

Çĕрĕпе кашларĕ ват йăмра.

Çĕрĕпе вылярăм вăйăра.

Ташласа тăранаймарăм,

Юрласа лăпланаймарам,

Каймалла мана та пулчĕ-шим ара?

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Унтри (2009-09-18 11:57:31):

Хама салтака ăсатнине аса илтĕм,куççуль тухрĕ.Юррăн тепĕр вариантне Вениаминран илтнĕччĕ, вăл Челнара пурăнать,çав юрра кĕрекере те юрлама аван.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: