Чиперкке Харина


Çĕр çинче пит нумай патшалăх пулнă. Пĕр патшалăхра Арир патшапа Алькара патша майри пурăннă. Вĕсен Сакур ятлă ывалĕ пулнă.

Ăна пĕтĕм халăх юратнă. Патшапа арăмĕ хăйсен ывăлне Кена ятлă принцессăпа мăшăрлантарасшăн пулнă. Анчах Сакур вăл принцессăна юратман. Çавăнпа унпа пĕрлешме килĕшмен. Унăн питĕ пысăк ĕмĕт пулнă. Ку вăл-пĕтĕм планетăсем çине çитсе курасси пулнă.

Туй тума вăхăт çитсен Сакур хăйĕн космос карапне туса пĕтерет. Вара пĕр ушкăн пухса планетăсем тăрăх вĕçме тухса каяççĕ. Нумай планетăсем çине çитсе кураççĕ вĕсем. Анчах пĕр пĕчĕк планета çине çитсе кураймаççĕ вĕсем. Ушкăнри каччăсем ку планета çине анса ларасшăн пулман. Сакур каччăсене пур пĕрех ӳкĕте кĕртет. Вара çак пĕчĕк планета çине анса лараççĕ каччăсем. Карап çинчен тухсанах ку вырăна килĕштерсе пăрахаççĕ вĕсем. Кунта тавралăх питĕ хитре пулнă. Сакур вара пĕчченех хитре сад тăрăх киленсе утнă. Унăн кунтан ниçта та каяс килмен. Йĕри-тавра кайăксем хитре юрă шăрантарнă, тĕлĕнмелле илемлĕ чечексем таврана ырă шăршă сарнă, йывăçсем çинче те тем тĕрлĕ улма-çырла çитĕннĕ. Аякрах мар шыв юхса выртнă. Ăнсăртран вăл аякрах та мар пĕр хĕре асăрхать. Ку чиперкке çынсем пекех пулнă. Хĕрĕн илемĕ Сакура тыткăна илнĕ. Сакур хĕре çывăхрах курас тесе ун патнелле утнă, анчах хĕр Сакура асăрхасанах аяккалла чупнă. Чупсан-чупсан хĕр такăнса ӳкнĕ. Сакур вара хĕр тăма пулăшнă. Хĕр Сакура тав тунă. Çапла вĕсем паллашнă, пĕр-пĕрин çинчен ыйтса пĕлнĕ. Харина Сакур Çĕр çинче пурăнни çинчен, вăл принц пулни çинчен тата ăна килĕштерни çинчен пĕлнĕ. Харина Сакура хай патне хăнана чĕнет. Вĕсем Харина пӳртне кĕреççĕ. Унта таса та çутă пулнă. Харина Сакура апат çитернĕ, чей ĕçтернĕ. Чей ĕçнĕ хушăра Харина хăй çинчен çапла каласа панă: «Нумай çул каялла, Харина çураличчен, унăн ашшĕ чи паллă тухатмăшăн пулăшаканĕ пулнă. Вăл тухатмăша Таркар тесе чĕннĕ. Харина çуралсан, ун ашшĕпе амăшĕ хĕрне Таркара кăтартасшăн пулман. Унран пытарса усранă. Анчах ку хыпар часах Таркар патне те çитнĕ. Таркар хĕр ачана хай патне илсе пыма хушнă. Харинан ашшĕпе амăшĕ хирĕç пулнă. Таркар хĕр ачана вăйпа туртса илнĕ те ашшĕпе амăшне вĕлерме хушнă. Харинана ниçта та каймалла мар тухатласа пĕр старик патне кайса янă. Старике нумай пурăнайман, вилнĕ. Çавăнтанпа Харина кунта пĕчченех пурăнать.

«Сана мĕнле пулăшма пулать вара?» — ыйтнă Сакур.

«Пĕртен-пĕр май пур. Мана пулăшас тесен, Таркара вăй парса тăракан амулета туртса илмелле. Çавăн чухне çеç эпĕ ирĕке тухатăп. Таркар — вăл «вилĕм сăрчĕ» çинче пурăнать. Эпĕ сана çав сăрт патне ăсатăп, анчах эпĕ сăрт çине пыраймăп» — тенĕ Харина.

Тепĕр ир вĕсем çула тухаççĕ. Сăрт патне çитсен Харина Сакура хайĕн асамлă талисманне парать. Ăна старик вилес умĕн Харинана парса хăварнă.

Сакур кĕпер урлă каçсанах пĕр пещерăна кĕрсе каять. Унта тĕтĕм те хăрушă пулнă. Сакур вара нимрен те хăраман, малаллах кайнă. Часах Сакур пĕр пысăк алăк патне пырса тухать. Алăкĕ питĕ йывăр пулнипе Сакур ăна аран-аран уçнă. Унта кĕрет, анчах нимĕн те курмасть. Харинан талисманне тытать те унран пулăшу ыйтать. Часах çак пӳлĕмре çап-çутă пулса каять те Сакур умне питĕ хăрушă Таркар тухса тăрать. Ун кăкăрĕ çинче амулет çакăнса тăнă. Вĕсем хушшинче кĕрешӳ пуçланать.Сакур май тупса Таркарăн амулетне туртса илет. Нумай та вăхăт иртмест, Таркар тусан пулса сапаланса каять. Пещера стенисем чĕтренсе ишĕлме пуçлаççĕ. Сакур аран тухса тарма ĕлкĕрет. Пещера та веçех арканать. Ун вырăнĕнче питĕ пысăк шыв сикки пулса тăрать.

Сакур Харина патне таврăнать. Вăл малтанхинчен те чипертерех хĕре курать. Харина чипер çеç мар, çав тери ăслă пулнă.

Тепĕр кунне Сакурпа Харина тата командăри каччăсем карап çине ларса Çĕр çине вĕçсе килеççĕ. Сакур Харинана хайĕн ашшĕ-амăшĕпе паллаштарать.

Вĕсем те хĕре питĕ килĕштереççĕ. Тепĕр кунах вĕсем хăнасем пуçтарса туй кĕрлеттереççĕ.

Кена принцесса та юнашар патшалăхри принца качча тухнă. Вĕсем пурте нумай çул хушши телейлĕ пурăннă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 18:57:38):

Хайлав типĕрех пулса тухнă. Темиçе вырăнта вăхăта пăтраштарни пур.

Хайлава вулама питĕ интереслĕ, çӳлерех палăртнă йăнăшсем пуррине пула вырăн лекмест пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Энтри (2008-12-04 23:28:14):

Пысăк хайлава çырма пуçличен унăн сюжетне çырса кăтартнăнах туйăнать.

 

елена (2008-12-05 22:08:15):

Хулара пурăнакан 6 класс ачи чăвашла капла çырни япăхах мар-ха. Çапах хайлав типĕрех пулса тухнă тени тĕрĕсех ĕнтĕ. Ку вăл предложенисене глагол формипе вĕçленĕрен те килет. Пĕр пек пĕтекен предложенисенчен хăтăлма тăрăшмалла.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: