Çăра тыткăнĕнче


— Ири-на! Тăр! Тăр хăвăртрах!

«Пуçланчĕ», — вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш.

Урамра 2055 — мĕш çул. Кунта вара... Тăр хăвăртрах! Çынсем çĕр çинчи мĕнпур сиене пĕтерме тăрăшаççĕ. Ген инженерийĕпе ĕçлекен фабрикăсене, заводсене хупаççĕ, нанотехнологисемпе усă кураççĕ, кунта — «Тăр хăвăртрах».

Çынсем çутçанталăка таса хăварса хальччен палăрман пултарулăхсене аталантарса çитерчĕç. Çынсем стена витĕр курма пултараççĕ, пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçаççĕ, пĕр-пĕрин шухăшĕсене вулама пĕлеççĕ, япаласене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна пăхсах куçараççĕ, иртнипе пулассине калама пултараççĕ. Паллах, пурте пĕр пек мар-ха. Ырă çынсен ку темшĕн лайăхрах пулать. Кунта вара... 100 е 1000 çул каяллахи пекех — «Тăр хăвăртрах»

— Ири-на!!! Тăр-ат-ни эс!

— Нельсон, кирлĕ-и сана мана кашни ир вăратма? — калатăп эпĕ.

— Ман-ăн про-грам-ма çа-вăн пек, эп улăш-тар-ма пултар-ай-мас-тăп.

Нельсон ман ума пырса тăчĕ. Вăл ман робот. Атте-анне вырăнне. Вĕсем Çĕре тасатма тухса кайнă. Вĕсен мана аппаланма вăхăт çитмест. Ман робот çине кăна шанмалли юлать.

— Тăрап, тăрап, — машина хирĕç ним те тăваймастăн — çавах тăратать. Эпĕ тăратăп та кухньăна куçатăп. Унтан Нельсон мана шкула хăвалать.

Шкула та каймаллах. Биошкулĕ те юнашар пӳлĕмрех. Виртуаллă биокомпьютер хăй ытамне илет те пĕр сехет хушши сан пуçа пĕлӳ тултарать. Кайран кружока, хулан тепĕр вĕçне, куçатăп, кунта пире хамăра ăнланма пулăшаççĕ.

— Салам! Ĕçсем мĕнле? Паян тем кая юлтăн эсĕ? — тĕл пулать мана кунта Таня тусăм.

— Эп тата кăшт çыврасшăнччĕ те, Нельсон çывăрма памрĕ, — хуравлатăп эпĕ.

Кружок пуçланчĕ. Пурте тимлĕ. Анчах ку асап хăçан вĕçленессине кĕтни туйăнсах тăрать. Заняти вĕçленнĕ вĕçленменех пурте васкаса саланчĕç. Эпĕ вара вĕрентекенпе калаçма тесе ун кабинетне кайма тухрăм. Çул çинче стена витĕр интереслĕ калаçу илтрĕм.

— Итле-ха, пире Çĕре тасатакансене чармалла, — эпĕ хура курткăллă икĕ арçынна уçăмлăн куртăм.

— Мĕн тума?! — тĕлĕнчĕ хирĕç тăраканни.

— Мĕнле ăнланмастăн? Çынсем çутçанталăка часах тап-таса тăваççĕ. Манăн техникăри мĕнпур изобретение пĕтерсе хураççĕ, сан заводсене те кĕçех вĕт молекула куçарса яраççĕ. Çавна та ăнланмастăн-и? Ыранах эсĕ станцие каятăн. Вăл станцирен Çĕр тасатакан пур çыннăн шăпи килет, вĕсене унта хупса лартатăн та кайран иккĕн пурне те пĕтĕретпĕр.

— Эп хирĕç мар. Килĕшеп, анчах çынсем алăка уçса тухма пултараççĕ.

— Кама ĕçре тытатăп эп! Сан станцине энерги çăрипе питĕрсе лармалла! Ыттине пĕрле тăвăпăр.

— Халĕ ăнлантăм... Тăхта-ха...

Вĕсем мана курчĕç. Эп килелле вĕçсе кама шутларăм, анчах вĕсем тем турĕç мана — вырăнтан та хускалаймарăм.

— Мĕн шăршлатăн кунта эс? — ыйтрĕ вĕсенчен пĕри.

— Эп... Эп кружока çӳреп, — кĕтмен вăйран хăраса ӳкрĕм эп.

— Эсĕ мĕн илтнине никама та каламастăн вĕт-ха?!

— Çук...

— Суять вăл! — кăшкăрчĕ тепри.

Вĕсем мана темле пӳлĕме хупрĕç. Эпĕ алăка шаккатăп, кун пек чухне мĕн тума вĕрентнисемпе усă курма тăрмашатăп, анчах нимле те тухма пултараймастăп.

Юлашкинчен эпĕ телепати майĕпе Таньăпа çыхăну тытма шут тытрăм. Анчах та ман эфирта пĕр шăтăк та хăварман иккен ик усал çын. Нумай вăхăт иртсен тин пĕр çурăк тупса Таньăпа çыхăнма пултартăм.

— Таня, эс мана илтетĕн-и? — пуçларăм эпĕ.

— Итлетĕп, мĕн пулчĕ? Эс ăçта?

— Мана куружок çуртĕнче пĕр пӳлĕмре хупса лартĕç. Пулăш-ха.

— Кĕт, часах çитеп.

Нумай кĕтме тивмерĕ — Таня хăвăрт çитрĕ, мана туртса кăларма Нельсона та чĕннĕ. Иккĕн вĕсем мана тыткăнран сехетрен хăтарчĕç.

— Каласа пар! Мĕн пулса иртрĕ?!

— Пирĕн атте-аннесене хăрушлăх кĕтет.

— Мĕнле хăрушлăх тата?

— Кайран каласа парап! Хăвăртрах киле çитмелле!

Эпир мана пата киле кайрăмăр. Таньăна хам мĕн пĕлнине каласа патăм. Хамăр аннесемпе те, аттесемпе те çыхăнма пултараймарăмăр, темле тăрăшсан та ним те пулмарĕ пирĕн: те вĕсем илтмерĕç пире, те çыхăнăва хупласа лартнă. Станцирисене те каласа пăхăрăмăр пулас инкек çинчен — вĕсем пире айвансем вырăннех йышăнчĕç курнать. Вара Таньăпа иккĕн ыран валли план туса хатĕрлерĕмĕр.

Ирхине эпĕ анне шкапĕнчен тĕрĕс усă курсан çур хулана сирпĕтсе яма пултаракан аппарата илтĕм те, Таньăпа иксĕмĕр Çĕр тасатакансен станцине вĕçтерсе çитрĕмĕр.

Ку станци чăнах та питĕ пысăк иккен. Эпĕ халиччен кунта пулманчĕ. Пĕлĕтсем патнех çитекен станци çуртне темле йăлтăркка материалпа витнĕ. Çĕршер антена хăйсен йĕпписене таçта уçлăхалла яраççĕ. Анчах та сатанцине пур енчен те темле хура пĕлĕтсем хупласа илме тытăннăччĕ.

— Пуçланать пулмалла, — терĕ Таня вĕсем çине пӳрнипе тĕллесе.

— Таня, эпĕ шала кĕретĕп, эпĕ хушмасăр эс ним те ан ту!

— Юрать, калаçса татăлнă вĕт ĕнерех, — кӳреннĕ пек пулчĕ Таня.

— Ан çиллен, эп кайрăм.

— Чипер...

Эпĕ станцие кĕрсенех кунти ĕçе йĕркелекенсене хам пĕлнине тепĕр хут каласа пама пуçларăм, анчах ман сăмаха ĕнерхи пекех никам та илтесшĕн пулмарĕ. Часах хăватлă çăра ĕçлеме пуçлани палăрчĕ. Пĕр çын станцирен тухма тытăнчĕ çеç — ăна темле хăватлă вăй каялла çавăрса çапрĕ. Çынсем хушшинче паника пуçланчĕ (ниепле те çак туйăмран хăтăлма пултараймастпăр-ха эпир!!!)

— Таня, эс илтетĕн-и мана?

— Илтеп.

— Хамăр шутланине тума тивет пирĕн. Кунта ман сăмахсене итлемерĕç. Тепрер сехетрен энерги çăри кунти мĕнпур çынна, станцине пĕтерсе хурать.

— Мĕн тăвас ман?

— Çывăхра энерги çăрине тытса тăракан пулмалла. Шыраса туп эс ăна. Калаçтарса вăхăта тăсма тăрăш. Эпĕ кунта анне аппаратне хута яма тăрăшăп.

— Юрать, хăтланса пăхап.

Таня урамра тăракан çынсем хушшинче энерги çăрине ĕçлетерекен çынна туйса илес тесе уткаласа çӳреме пуçларĕ. Темиçе минутранах вăл çынна шыраса тупрĕ хĕрача.

— Ырă кун пултăр! Калаймастăр-ши вĕçев бази ăçта-ши кунта? — ыйтрĕ вăл хальхи çынтан.

— Хĕрача, ан чăрмантар, кай кунтан.

— Мана завод илме кредит кирлĕ, хăвăртрах кайса килмелле. Пĕлместĕн пулсан база ăçтине, тӳрех кала та ăна.

Арçыннăн тӳрех кăмăлĕ çаврăнчĕ. Заводсене пĕтернĕ чухне завод сутса яма май пурри — чăн-чăн ăнăçу вĕт-ха!

— Ăслă хĕрача эс, — пуçларĕ вăл хĕрачапа тӳрех ачашшăн калаçма. — Манăн хамăн та сутлăх завод пур, хаклă та мар.

— Чăнах-и?! — тĕлĕннĕ пек пулчĕ хĕрача. — Мĕн кăлартăр унта?

Арçын хĕрсе кайсах хăйĕн завочĕ çинчен каласа пама пуçларĕ. Таня вара хăйĕн мĕнпур вăрттăн шухăшĕсене пытарса завод туянаканăн рольне вылярĕ. Арçын темле тăрăшсан та «ухмах» хĕрача пуçĕнче заводсăр пуçне ним те сканерласа тупаймарĕ.

Эпĕ вара шалта анне шкафĕнче тупнă аппаратпа асаплантăм, нимле те хута яраймастăп ăна. Çав вăхăтра Нельсон телепатипе сас пачĕ.

— Ири-на, эс кал-лех чи кир-ли-не ман-са хăвар-нă. Пароль-сĕр ĕç-лет-тер-се яр-ай-мас-тăн ап-па-ра-та.

— Нельсон, каллех эс мана çăлатăн! — тин ăнланса илтĕм эпĕ хам йăнăша.

Аппарата хута ярса энергетика щичĕ патне вырнаçтарса лартрăм та парольне кĕртсе ĕçе ятăм. Тепĕр темиçе минутран урамра сап-сарă хĕвел пăхса ячĕ. Унта Таня умĕнче икĕ арçын пĕр-пĕрне çĕр çул курман пек ыталанса тăраççĕ. Таня вара тӳпери хĕвел пекех çиçет. Эпĕ питĕрнĕ станцирен хăтăлнă халăх юххинчен аран-аран тухса ун патне чупса пытăм.

— Мĕн пулса иртрĕ санпа? — хăраса ыйтрăм эп Таньăран.

— Манпа ним те пулман. Эс вĕсем çине пăх-ха. Мĕн туса хутăн эс вĕсемпе, — терĕ вăл икĕ арçын çине кăтартса.

Эпĕ тимлерех пăхрăм та — кăшт кăна кулса ямарăм: вĕсем пĕр-пĕрин çумне ыталанса çыпăçса ларнă иккен, нимле те уйрăлаймаççĕ.

— Эп сирĕнтен завод илместĕп. Мана вăл темшĕн килĕшмест, — йĕплерĕ арçынсене Таня.

Йĕри-тавра тăракансем кулса ячĕç. Тем хушăра пирĕн пата çитсе тăнă Нельсон робот кăна:

— Эй, хĕр-ача-сем, çын-тан кул-ни ав-ан мар, — терĕ хăй программи хушнă пек, анчах хăй те çав вăхăтрах йăл кулса илчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-22 23:24:06):

Лайăх çырнă. Жанра тивĕçтерет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2008-11-22 23:46:44):

Ну... лайăххи лайăхах мар-ха: йăнăш нумай (кĕртнĕ чухне нумай йăнăша тӳрлетнĕ пек астăватăп. Çапах тата та юлнă.) Шухăшне уçăмлăнах кăтартайман. Пуçламăшĕ килĕшрĕ — лайăх пуçланă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Энтри (2008-11-24 21:34:02):

Шухăшĕ çук теме кирлĕ мар. Ырри усала çĕнтерет - ĕмĕртен пыракан тĕп шухăш. Хĕрачасем йывăр саманра çухалса каманни, тавăçăруллă пулни аван курăнать. Нельсон робот сăнарĕ те япăх мар калăпланнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: