Террористсене хирĕç тăни


Авăнăн пĕрремĕшĕ. Шкула каймалли вăхăт çитрĕ. Урамра сивĕ пулнипе эпир Пĕлӳ кунĕн уявне спортзалта ирттеретпĕр. Сасартăк шкул чĕтренме пуçларĕ. Мĕн пулчĕ-ши? Саккăрмĕш классем урама чупса тухрĕç. Пăхрĕç те тĕлĕннипе тăпах чарăнчĕç: шкул умĕнче танксем, машинăсем тăраççĕ иккен. Вĕсенчен çар тумĕ тăхăннă палламан çынсем тухрĕç. Саккăрмĕшсем хăрамарĕç, хăйсене лăпкă тытрĕç. Хайхи ачасем калаçма тытăнчĕç:

— Эсир камсем пулатăр, ăçтан? — тĕпчерĕ Павлик.

— Эпир террористсем, сире тыткăна илетпĕр, эпир лартнă условисене пурнăçламасан шкула сирпĕтсе яратпăр, — паттăрланчĕç террористсем.

Мĕн тумалла кун пек чухне? Ачасем класс сехечĕсенче учитель мĕн каланине аса илчĕç: террористсем тапăнсан чи малтанах лăпкăлăха çухатмалла мар.

— Мĕнле услови сирĕн, калаçса татăлар, — терĕ Павлик.

— Пире тепĕр 40 минутран чикĕ леш енне вĕçме самолет тата икĕ миллион укçа кирлĕ пулать, — хуравларĕç лешсем.

«Террористсем мĕн ыйтнине веçех пурнăçламалла», — аса илчĕ Павлик «Терроризму — нет!» стендри сăмахсене.

— Халех хамăр пуçлăхсемпе калаçатпăр, — терĕ вăл чеен. Хăй çав вăхăтра аллине вĕсен еннелле тăсрĕ, лешсем тăруках каялла чакрĕç.

— Мĕн ку? — тĕлĕнчĕç пурте.

Павлик аллине çӳлелле çĕклесе тепре сулса ячĕ, лешсем татах чакрĕç. Террористсен урăх калаçса тăрасси пулмарĕ, вĕсем машинисем çине ларчĕç те тарчĕç.

Мĕн пулнă ку Павликпа? Мĕнле асамлă вăй пур унра? 8-мĕш классем пĕлеççĕ çакна: Павлик питĕ нумай кĕнеке вулать, ăна яланах библиотекăра курма пулать, вăл тĕрлĕ наука литературипе интересленет. Çавăнпа унра асамлă вăй пур. Террористсем вара ку шкула урăх килме шутламарĕç те.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 19:48:18):

Эх, асамлă вăйĕ еплерех пулнине каламан :(

Тăрăшнăшăн — маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: