Аякри хăна


1. Ача чухне çырма тĕпне

Чул пуçтарма çӳреттĕм.

Çав тĕрлĕ тĕслĕ чулсене

Киле илсе килеттĕм.

 

2. Те çак ялта çитĕннĕрен

Çырма тĕпне анмашкăн

Нихçан эп хăраман нимрен.

Анне калать: «Ан ашкăн!»

 

3. Хушса хурать: «Унта тахçан

Темле чунсем çӳренĕ.

Те НЛО вăл, те шуйттан

Çав вырăна иленнĕ.

 

4. Алла сулаттăм та татах

Çырма тĕпне чупаттăм.

Тăп чарăнатăп, эй, Турах,

Мĕскер-ха эп куратăп?

 

5. Тахçан çăл тапнă вырăнта

Темле карап ларать.

Йĕри-тавра унта-кунта

Пĕр чун та курăнмасть.

 

6. Тĕмсем айне асăрханса

Эп пытанса ларатăп.

Йăлтах пăхатăп сăнаса,

Хам сывлама хăратăп.

 

7. Пĕри ак килнĕ каялла.

Эп нимĕн ăнланмасăр

Тăсатăп сылтăм ăллăма:

«Эс, — тетĕп, — кам пулатăн?»

 

8. Хайхи пĕлет мĕн чăвашла.

Мана çапла каларĕ:

«Мĕн пур вăрçа чарса лартма

Кунта эп килтĕм, — терĕ. —

 

9. Ман килĕм аякра кунтан,

Анчах эп мĕн каласшăн,

Çак çĕр çинчи вăрçа курсан

Унта сывлаççĕ ассçăн.

 

10. Эп халĕ пĕтĕм çын ăшне

Ыр сывлăшпа тултарăп,

Мантарăп эп усал мĕнне,

Харкашăва та чарăп.

 

11. Ӳмĕрлĕхе çак çĕр питне

Чечек ăшне путарăп.

Кăтартăп эп çăтмах мĕнне,

Сĕт çырмасем юхтарăп.

 

12. Шанатăн-и мана? Ара,

Сана та эп, юлташăм,

Илетĕп хампала вара.

Тархасшăн, пул эс хапăл.

 

13. Пуç шутласа ĕлкĕриччен

Карап енне утатăп.

Çын куриччен, çын сисиччен

Унта кĕрсе ларатăп.

 

14. Ак уçлăха тухса кĕçех

Инçе-инçе вĕçетпĕр.

Ик-виç кунтан вара тинех

Таçта ктлсе çитетпĕр.

 

15. Асăрханса, хулен пусса

Карап çинчен анатăп.

Куç-пуç каять алчăраса,

Сăмах чĕнме аптратăп.

 

16. Хам куçпала мĕн курнине

Çырса та пĕтереймĕн.

Тĕлĕннипе шак хытнине

Кайран темччен ас илĕн.

 

17. Кунта ӳсеççĕ чечексем

Пин хут илемлĕрех.

Кунта вĕçеççĕ лĕпĕшсем

Тем чухлĕ хитререх.

 

18. Кунти çынсем те пирĕнтен

Пуплеççĕ çепĕçрех.

Тĕлĕнмелли, вĕсен енчен,

Чăнах та, туллиех.

 

19. Хăна-вĕрле килсен вĕсем,

Эх, шутсăр тарават.

Сĕтел тулли апачĕсем,

Хăйсем те вашават.

 

20. Çыннисене илес пулсан,

Чат пирĕн пек те мар.

Антенине шутламасан

Темле раснах та мар.

 

21. Пур чĕлхене пĕлсе тăма

Антенна пулăшать.

Тен, çавăнпах кашни çынна

Вăл çунат пек шăтать.

 

22. Таçта та çитрĕм, тем те куртăм,

Эп тĕлĕнтĕм пайтах.

«Киле каясчĕ, — тетĕп, — манăн.

Пуриншĕн те тавах».

 

23. «Санпа пĕрле пыратăп, —

Тет вăл, — эп те Çĕр çине.

Мана эс пулăшатăн

Çна илем кĕртме».

 

24. Ак Çĕр çине çитетпĕр,

Анатпăр çырмана.

Туратсемпе витетпĕр

Тин вĕçнĕ карапа.

 

25. Сире, туссем, калатăп

Шанса эп пĕр хыпар:

Çак çĕр çинчи хăнамăр

Паян та юнашар.

 

26. Тĕнче касса çӳрет вăл,

Йăлтах йĕрке тăвать,

Апла пулсан, шанатăп:

Çĕр пичĕ улшăнать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


cecha (2008-12-05 09:50:13):

Вулама лайăх вуланать,пултаруллă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Андрей (2008-12-05 11:02:23):

Лайăх çырнă.Сăвăç чунлă ачана вырăнсăр хăвармаççех ĕнтĕ.

Конкурса хаклакансен тивĕçлисене суйласа илмешкĕн пĕрре те ансатах пулмĕ.Паллах,çĕнтерӳçĕсене палăртнă чухне талантлисене çул парĕç çав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2008-12-05 12:41:14):

Йывăр çав... Пултаруллисем нумай — хăш-пĕри вырăнсăр та юлĕ. Ку мана пăшăрхантарать — анчах та мĕн тăвăн? Вырăнĕ виççĕ кăнаç... Хăш-пĕр ушкăнсенче иккĕмĕш вырăна икшер, виççĕмĕш вырăна виçшер тăратрăмăр — çапах та пурĕ те улттăшне çеç вырнаçтарма май пур. 6-8 класра вĕренекенсем хушшинче 60 калав-юмах-пьеса килчĕ. Вĕсенчен улттăшĕ çеç вырăн йышăнĕç. Ытти 54-шĕ хушшинче те пултаруллисем пур — анчах вырăнсăр юлĕç. Вăт çапла...

 

елена (2008-12-05 22:40:54):

Сăвă килĕшрĕ, ямб виçине тĕрĕс тытса пыма тăрăшнă. 23-мĕш йĕркере кăна такăнать. Хайлавăн шухăшĕ те пур. Маттур. Рифмăсем кăшт чухăнрах та,ну ку вăл çырсан-çырсан йĕркене кĕрет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: