Чухлайкин студент
Лекцисене çӳреме юратман пĕр студент Чухлайкин экстерн мелĕпе усă курма шутланă, историпе экзамен пама кайнă. Профессор Пурнетепĕлекен тесе çырнă кабинета хуллен шаккаса кĕрсе тăнă та вăл, сывлăх суннă, мĕншĕн килнине пĕлтернĕ.
Учёнăй-историк кăмăллăн йышăннă çамрăка.
— Çамрăк çыннăм, эпĕ сана палласах каймастăп темшĕн, эсĕ манăн лекцисенче пулман курăнать.
— Эпĕ килте тата хулари библиокетăри вулав залĕсенче ларса хатĕрлентĕм.
— Юрать, юрать, — килĕшнĕ профессор. — Сана икĕ çăмăл ыйту памалла е пĕр йывăр ыйту.
— Пĕр йывăр ыйту парăр, — тӳрех хуравланă сумлă çын ыйтăвĕ çине Чухлайкин.
— Ырă çыннăм, каласам апла, Мускав мĕнрен пуçланнă?
— Мускав-и, — ĕнсине хыçса илсе хăвăрттăн хуравланă студент, — Арбатран.
— Мĕншĕн апла хуравлатăн, — каллех çине тăнă профессор.
— Ку иккĕмĕш ыйту ĕнтĕ, пирĕн калаçăва кĕмест, хирĕçлет, — савăннă вĕренекен.
Профессорăн ирĕксĕрех килĕшме тивнĕ, студента лайăх паллă лартса панă. Вĕренекен савăнăçлăн тухса кайнă кабинетран.
Тепĕр кунне хайхи çав Пурнетепĕлекен профессор хăйĕн юлташĕпе сарлака урампа утса пынă. Хĕремесленсе калаçнă вăл хăйĕн пĕр лекцисене çӳремен студенчĕ ăна чике тăршшĕ лартни çинчен.
Çав вăхăтра леш студент Чухлайкин васкаса хирĕç утса пынă пулнă.
— Эсĕ ĕнер ман патра пултăн-и-ха? — тытса чарса ыйтнă профессор.
— Калас-и пĕр ырă сăмах? Юрĕ калăп, пӳлсе каланăшăн каçарăр. Эпĕ ĕнер ку хулара пулман, Марс çине вĕçсе кайса марсиологи предмечĕпе экстерн экзамен парса килтĕм.
Профессорпа юлташĕ пĕр-пĕрин çине пăхса тĕлĕннĕ хушăра Чухлайкин куç умĕнчен йĕп пек çухалнă.
Ларис (2008-11-25 12:40:31):
Тем килĕшӳллех пулса тухман пек. Мĕн каласшăн пулнă автор Чухлайкин студент лекцисене çӳременнипе? Пурнетепĕлекен профессорне те чике тăршшĕ лартса хăварнă. Чĕлхи илемлĕ мар.
Admin (2008-12-02 19:55:12):
Палла анекдота тĕпе хурса çырма пултарни, паллах, лайăх. Çапах та калав пулсах çитеймен. Икĕ калав çырас вырăнне пĕрине якатса çитерсен, тен, аванрах пулĕччĕ.
Конкурса хутшăнма хăраманшăн маттур!