Хытхура тата çум пуснă...


Хытхура тата çум пуснă

Сарăлнă çĕрте.

Вăтăр çул каялла пулнă

Хăтлă ăш вите.

 

Инçех те мар пӳрт те ларнă —

Паллă никĕссем.

Ку çĕртен ыр ял саланнă,

Пĕтнĕ кунĕсем.

 

Вăрман пек ларать ял сачĕ...

Чăтлăх пек пăхсан.

Мĕнле пулнă-ши ял яч? —

Çук халь калакан.

 

Çăл пуссийĕ пулнă вырăн

Ларнă хупланса.

Ах, анчах тапан çăл шывĕ

Тек выртать юхса.

 

Çуркунне тапраннă кайăк

Çук килмест кунта —

Этем хăтлăхĕ çухалнă

Пĕтнĕ вырăнта.

 

Кайăк хур карти хурланчăк

Сас парса иртет:

— Ырă пурнăç та саланчăк, —

Тенĕн илтĕнет.

 

Кайăк мар, этемĕн улĕ

Кайнă ку çĕртен.

Малалли мĕнле ун пулĕ?

Мĕн кĕтет çӳлтен?

 

Кам ачи-пăчин хунавĕ

Хуйхатса çынна

Ку çĕртен хыт хăваланă,

Янă Хусана.

 

Пулнă, теççĕ, урмăш вăхăт —

Çинĕ çын çынна.

Ял кăкне кăкланă мăкăльт

Ирсĕр самана.

 

Пуласса пĕлмен хунавсăр

Ытлă-çитлĕ йăх,

Чухламан пуçпе управсăр

Пулнă выçă... сăх...

 

Хыт-хура тата çум пуснă

Сарăлнă çĕрте

Вăтăр çул каярах пулнă

Хăтлă ăш-вите.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: