Чӳрече
Инкек куçа курăнса килмест тени тĕрĕсех çав. Çакна Олег хăй тӳссе курсан тин ăнланчĕ. Инкекĕ вара, чăнах та, ура айĕнчех пулнă. Çав кун вунпĕрмĕшсен юлашки урок физкультура пулчĕ. Тăршшĕне сикессипе ăмăртрĕç. Ăмăртмаллаччĕ çав, кам чи инçе сикме пултарнине пĕлмеллеччĕ. Унăн вара районти акатуйĕнче шкул чысне хӳтĕлемелле. Ахаль чухне ыттисенчен чылай инçерех сикекен Олегăн малтанах ĕç ăнмарĕ. Шкула кӳршĕ ялтан çӳрекен Владик унран пĕр ал лаппи чухлĕ аяккарах сикрĕ. Пĕрре те çырлахтармарĕ çакă малта пулма хăнăхнă ачана. Тепре кăна, юлашки хут сиксе пăхам-ха тесе пĕтĕм вăйĕпе чупса пычĕ те хытă таптарса ячĕ. Çапла Владикран та аяккарах кайса ӳкрĕ. Ӳкрĕ те... тăраймарĕ. Урине хытах ыраттарнă. Çийĕнчех пульницана ăсатма тиврĕ чемпиона. Çук, ури хуçăлман, хытах шăйăрăлнă терĕç. Ура сыппин шăнăрĕ туртăнса суранланнă иккен. Вĕренӳ çулĕ вĕçленме шутлă кунсем кăна юлнăччĕ ĕнтĕ. Килте вĕренетĕп тесе йăлăнса ыйтнипе ăна гипсне илмесĕрех таврăнма ирĕк пачĕç, ялти фельдшера ачана куллен çитсе тĕрĕслеме хушрĕç.
Акă виççĕмĕш кун выртать Олег чӳречепе юнашар лартнă йывăç кравать çинче. Вĕрентекенсем килсе хушнă ĕçсене çырать, шутлать, вулать. Юрать-ха халĕ вĕреннине аса илессипе çыхăннă ĕçсене çеç тумалла. Çĕнни çук та темелле.
Пур çав, çĕнни те пур. Унччен шкула кайнă чухне те, таврăннă вăхăтра та урам варрипе хывнă асфальт çулпа çӳрекен Люба Олегсен пӳрчĕ ларакан енĕпе такăрлатнă сукмакпа утма пуçларĕ. Пуçне каçăртса утать. Сумка тытман аллине кантăкран урамалла тĕмсĕлекен Олег çеç курмалла вылятса иленçи тăвать. Çук, пуçне пăрмасть. Паян та çаплах иртсе пыратчĕ, чӳрече кĕленчине такăртаттарнипе пуçĕ пӳрт еннелле хăй тĕллĕн тенĕ пекех пăрăнчĕ. Чӳрече куçĕн анинче — хăй вăрттăн-шарттăн юратса пурăнакан каччăн тунсăхлă куçĕсем, халь-халь йĕрсе яма хатĕр пепкенни пек чалăшнă тути. Олег, çывăхарах пыма чĕнсе, аллипе кăчăк туртрĕ. Хĕр кĕттерсе тăмарĕ. Вăл пырса тăрсанах каччăн чалăш тути туртăнса тӳрленчĕ, тунсăхлă куçĕсем ăшă-ăшă çутăпа çиçме тытăнчĕç. Хĕр пĕр еннелле, тепĕр еннелле куç ывăтрĕ те тем шыранă, темскере сĕртĕнес пек тутисемпе те сăмси вĕçĕпе кĕленче çумне çыпçăнчĕ. Унăн лапчăк тутипе сăмси Олега хăйне майлă киленӳ, савăнăç кӳчĕç. Самантран хăй те ун пекех кĕленче çумне çыпçăнчĕ. Шăп çак самантра пырса кĕчĕ те ун пуçне сутăран та çутă, тутлăран та тутлă ĕмĕт.
Люба кантăк умĕнчен çухалсанах Олег, кантăка шаккаса та аллисемпе сулкаласа пĕр парттăра ларакан Семена чĕнсе илчĕ Ăна пӳртех кĕме хушрĕ.
— Куратăн, Сема, пăчăра тарăхса выртатăп. Чӳрече уçăлмасть. Пулăш мана! Çенĕкри ещĕкре хĕскĕч шыраса туп та чӳречен çак аялти куçне кăларса ил-ха. Сывлăш уçăлтăр. Кĕленчине тул енчен темиçе пĕчĕк пăтапа çеç тыттарнă. Кантăкне шала хама парăн.
Çапла турĕç те. Кĕтекен çыншăн вăхăт час иртмест. Аранах кĕтсе илчĕ Олег черетлĕ куна. Çук, ирпе чăрмантармарĕ вăл хĕре. Ара, ун чухне эпир шкула пĕчченшерĕн мар, ытларах йышпа утатпăр-çке. Шкултан саланнă чухне урам тăрăх пĕччен-иккĕн тăсăлса пĕтетпĕр. Уроксем тĕрлĕ вăхăтра пĕтеççĕ-çке. Акă пĕчĕккисем иртме чарăнчĕç те, аслăрах классенче вĕренекенсем курăнкалама пуçларĕç çул çинче. Люба та вăрах кĕттермерĕ, хăй юлашки вăхăтра такăрлатнă сукмак çинче хĕрĕн çурта пек тӳрĕ кĕлетки курăнса кайрĕ. Олег хĕр хăйĕн чӳречипе танлашсанах кантăк куçĕсенчен пĕрне хытах мар такăртаттарса илчĕ. Хальхинче хĕр хăйне алăпа паллă парасса кĕтсе тăмарĕ, палт пăрăнчĕ те чӳрече умне çитсе те тăчĕ. Анчах хальхинче ун вĕри тутисем кĕленчене мар, Олегăн кушăрханă тутисене пырса перĕнчĕç. Тутапа тута пĕрлешрĕç те уйрăлма... васкамарĕç. Пĕртакран тин Люба ярт! тӳрленсе тăчĕ, каччă çине тӳрĕ пăхса:
— Мĕн туса хутăн эс? — терĕ.
— Нимĕн те, — ĕç ăннишĕн савăннине пытараймарĕ каччă.
— Ма мана каламарăн малтан?
— Ара, ху курмарăн-им кĕленче çуккине?
— Таса кĕленче вăл — тĕссĕр. Сывлаш пекех, курăнмасть. Паянах кĕленчине вырăнне... Чим, пăчă терĕн-çке. Лартмасан та юрать.
Çапла пĕр эрне сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Халĕ Люба кантăкран шаккасса кĕтсе тăмасть. Кайнă чухне те, таврăнна чухне те Олег чӳречи патне самантлăха пыра-пыра каять. Çамрăксене иккĕшне те килĕшрĕ пулас çакă. Хĕр тути каччăшăн сиплĕ эмел вырăннех пулчĕ. Ыратни кунсерен мар, сехетсерен ирте пуçларĕ. Часах гипсне те илчĕç. Пĕртак уксахласси пĕтмен-ха. Сиплев ăнăçлах пырсан ку та иртмелле.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...