Тăр ухмах
I
Алюна темĕнле тăруккăн, шарт сикнĕн вăранса кайрĕ. Самантлăха нимскер ăнланмасăр куçĕпе тĕксĕм маччана тĕллесе выртрĕ. Турăçăм, ăçта вăл? Мĕн пулнă? Пĕтĕмпех ют кунта: пӳлĕмĕ те, сывлăшĕ те. Чăнах, чăнах — сывлăшĕ те! Сивлеклĕн сĕртĕнсе, пусăрăнтарса вăл: «Эй, кам эс? Мĕн туса выртатăн кунта?» — тесе ыйтнăн туйăнатъ.
Хĕрарăм аллине асăрхануллăн айккинелле шутарчĕ те, пӳрнисем... такамăн нăкă кĕлеткине пырса тăрăнчĕç. Пĕтрĕ пуç! Электричество токĕ çаптарнăн Алюна хăвăрт каялла туртăнчĕ: Христун! Çавăнтах çиçĕм çиçрĕ тейĕн — йăлтăр çутатрĕ, мĕн пулса иртнине уçса кăтартрĕ.
Тĕршĕнсе, сасă кăларасран сыхлануллăн Алюна ерипен-ерипен кравать хĕрринелле куçрĕ: Христун ан вăрантăрах! Атту каллех хăйĕнне пуçлĕ те... Мĕнле тулхăрса кайрĕ вăл çĕр каç çывăрма выртсан — унашкалах чăртмахланма пултарать тесе шутламан ун пирки. Тепĕр тесен ма айăплас ăна? Ма кӳренес? Тĕрĕсрех калать Христун. Тĕрĕсех кăмăлсăрланать. Хамах айăплă, хамах. Чăнах та ухмах пуль эпĕ. Тăр ухмах.
Арçыннăн çав сăмахĕсем халĕ те хăлхара.
— Эс ухмах мар пуль те? Ху ăçта, мĕншĕн килнине ăнланмарăн-им? Е куласшăн манран? — тарăхуллăн персе ячĕ вăл юлашкинчен, хĕрарăм çав-çавах «парăнманнине» — шăм-шакне хытарса, чĕрĕп пек хутланса выртнине курса.
Тĕрĕссипе, ку ĕнтĕ, шухăш-туйăм улшăнăвĕ-пăтранăшăвĕ маларахах, вырăн çине выртичченех пуçланчĕ-ха Алюнан. Унччен йĕркеллехчĕ. Сĕтел хушшинчи сăмах-юмах шăкăл-шăкăл пырать. Самаях хĕрнĕ хăнасем кассăн-кассăн ахăрса та илеççĕ: ушкăнра шӳт ăстисем те пур-мĕн, анекдот таврашне пĕрин хыççăн тепĕрне турта-турта кăлараççĕ.
Çапла ларнă хушăра Алюна сасартăк ăш вĕçнине — чĕри канăçсăррăн талтлатма тапратнине туйса илчĕ. Мĕн ку? Ăçтан тупăнчĕ? Хĕрарăм малтанласа кун пирки шутлас темерĕ, таçтан шăвăнса-йăпшăнса килнĕ «шăртлă» туйăма сирме хăтланчĕ. Анчах пăшăрханăç чакмарĕ, вăйланнăçемĕн вăйланчĕ. Такам тăрăхлавлăн йĕпленсе пăшăлтатать пек: «Христуна качча тухатăн апла... Тĕрĕс тăватăн-и, Алюна? Питĕ кирлĕччĕ-и сана çĕнĕ упăшка? Е... чăтаймарăн? Ара, ытлашши ватах мар-ха та... Иртнине вара манса кайрăн пулать. Çимуна...»
Çимуна?! Хĕрарăм сывлама та чарăнчĕ тейĕн. Чи ыратакан вырăнтан тăрăслаттарчĕç-çке. Шахвăртса-мĕн тăмасăр, тӳррĕн, хĕрхенӳсĕр айăплаççĕ ăна. Капланнă куççульне чарас тесе Алюна тутине çыртса лартрĕ. Çавăнтах хăй ăçта, мĕнле йӳтĕмпе ларнине аса илсе куçне сетел хушшинчи хăнасем çине ывăтрĕ: ун чунĕнче кĕрлесе кайнă вут-хĕме асăрхамарĕç-ши? Çук пулас. Çавнашкалах пек: ĕçеççĕ, çиеççĕ, палкаççĕ. Христун та юнашар арçынпа хĕрсе кайсах калаçать.
Ăшри вут-çулăм вара сӳнмерĕ, тамалмарĕ. Ялкăшрĕ те ялкăшрĕ хĕрӳленсе, кăкăра çунтарса. Унăн кашни хусканăвне, таппи-сиккине тăнлать Алюна — урăх нимĕн те кăсăклантармарĕ ăна халь. Никама итлемесĕр, калаçăва хутшăнмасăр шăпланса ларчĕ.
Чун пăлханăвне Христунран та пытарма вăй çитерчĕ «çĕнĕ çын». Хăнасене ăсатнă хыççăн вăл хăйне хистесех хытарчĕ: лăплан-ха, лăплан, чăт, унсăрăн тем пулса тухасси пур. Тен, иртсе кайĕ, кăмăл улшăнĕ... «Çĕнĕ кĕрӳ» вара ăна-кăна туймарĕ, вырăн çине выртнă-выртман «арăмне» васкавлăн-чăтăмсăррăн ыталаса илчĕ.
— Тăхта! — ун аллине сирме хăтланчĕ хĕрарăм.
Рехетлĕ шухăш-туйăмпа хĕрӳленнĕскер, Христун ăнланмасăр пăхрĕ. Ытамне вĕçертрĕ.
— Эс мĕн, Алюна?
Хĕрарăм хуравламарĕ. Арçын самантлăха аптăраса ӳкнипе усă курса вăл вăшт кăна вырăн варринелле куçрĕ (юрать, кравачĕ сарлака!), вара, утиялпа хăвăрт чĕркенсе, чĕрĕп евĕр чăмаккаланса выртрĕ.
Ăшне темĕнле асамлă вăй килсе çавăрттарчĕ-ши, хăйне айăплă туйнипе пуçĕнчи хивре шухăшсен талпăнăвне хирĕçлеймерĕ-ши — паян çак килте мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех айккинелле сирсе ывтăнтарĕччĕ халь Алюна. Ан чăрмантарччăр, шухăш-туйăм çутине ан хуплаччăр. Чĕринче халь Çимун çеç — унăн вилнĕ упăшки, пурнăçри пĕртен-пĕр юратăвĕ. Айтуру, хăй те кунтах мар-и?! Пулĕм тĕттĕмлĕхĕнче такам вĕлтлетрĕ пек... Çимун! Йăлтăр çуталчĕ сăнĕпе. Акă татах, татах... Çил вĕрсе суллантарнăн выляна-выляна хĕрарăм патне çывхарать хайхи. Ыйтуллăн-пăшăрханăçлăн пăхать. Темскер каласшăн пулас та — сасси тухмасть, тути кăна мăкăльт-мăкăльт хускалать. Куçĕ вара ытармалла мар! Пĕрле пурăннă чухнехи пекех кăн-кăвак — çӳлти тӳпе янкăрне хăйĕн ăшне тăп тулли туртса кĕртнĕ. Анчах халь çав илем савăкпа ялкăшмасть, ăна хура-тĕттĕм чаршав карса тексĕмлетнĕ, ĕлĕкхи юрату çепеçлĕхне хурлăх пусса хупланă Куçĕнчен ырату хумĕ сăрхăнса çĕкленет — вăт-шăт йăтăнса анĕ те шарлаккăн вăркăнса Алюнана ним курми путарса-пусарса хурĕ.
— Çимун! — кăшкăрса ячĕ хĕрарăм çав талпăну хăрушлăхĕнчен хӳтĕленеймесĕр.
Анчах ку чун сасси çеç пулчĕ, хваттере çурса пăрахасла янăрас вырăнне ăшран та тухаймарĕ, Алюна кĕлеткине шалтан кăна тăр-тăр чĕтрентерсе илчĕ. Хăть çĕр тĕпне анса кай! Унта, тен, пытанма май килĕ шеллевсĕр айăплав кунашкалах йывăр йăтăнаймĕ-и. Чĕрене ытла та вирлĕн киле-киле тăрăнаççĕ-çке ӳпкев сăннисем, ытла та хытă ыраттараççĕ. Кашни сăнни — хистевлĕ ыйту: мĕншĕн, мĕнле майпа килсе выртнă эсĕ çак арçын çумне?
Çак пăтравлă курăну питĕ хăвăрт, Алюна чун-чĕрин çулăмĕн пĕр варкăшĕнче тенĕ пек пулса иртрĕ. Урă пулас тăк Христун хĕрарăм кăмăлĕ улшăннине туйса илетчех ĕнтĕ, анчах халь, эрехпе вĕриленнĕскер, çав-çавах нимĕн те асăрхамарĕ. Тепĕр енчен, ĕç-пуç çакнашкал çаврăнса тухасси пирки шутлама та пултарайман вăл: ара, кĕçĕр вĕсем, «кĕçĕн çынпа упăшки», пĕрлехи пурнăç пуçламăшĕнче-çке, пĕр вырăн çинче — мĕн шухăшламалли, «ирĕк» ыйтса тăмалли пултăр! Çавăнпа Христун, Алюна «тăхта!» тенипе самантлăха тытăнса тăнăскер, ăна çавăнтах тепĕр хут «тапăнма» пикенчĕ. Анчах... каллех «ăнтараймарĕ»: чĕркеннĕ утиялне икĕ аллипе çатăрласа тытнă Алюна унран «хӳтĕленме» пĕтĕм вăйне пухрĕ...
Чăнах та çухалса кайрĕ арçын. Нимĕн шутлама та аптрарĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Ма капла хăтланать Алюна? Вăйпа пусмăрлас çук-çке... Вăт çавăн чухне ăшĕ кӳтсе çитнипе шăртланчĕ те Христун: хайхи «Эс ухмах мар пуль те?» сăмахсем чăнах та çиллессĕн хăртлатса тухрĕç. Çав вăхăтрах тĕлĕннине те пытармарĕ «çĕнĕ кĕрӳ»: кун пекки те пулма пултарать-и çут тĕнчере?! Пĕрле пурăнма килĕшсе татăлчĕç-çке. Халăх йăли-йĕркине пăсман. Çĕнĕ çемье çуралнă ятпа паян хăна-вĕрле те пухрĕç. Тата мĕн кирлĕ? Алюнана нимĕнпе те кӳрентермен пек. Вăл вара...
Тек чĕнмерĕ Христун. Эрех сĕрĕмĕпе пĕрлешнĕ кӳренӳ чуна тата хытăрах муталантарать. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь? Пĕр хушă хускалмасăр выртнă хыççăн арçын тачка пĕвĕпе юриех карт туртăнса çĕкленчĕ те тепĕр айăкĕ çине йывăррăн йăванса анчĕ: «Юрĕ, Алюна, хальлĕхе чарăнăпăр, анчах ас ту, эпĕ хамран култаракан çын мар!» Часах çывăрса кайрĕ.
Алюна вара чылайччен куç хупмарĕ. Шухăшларĕ те шухăшларĕ паянхи пулăмсене черетĕн-черетĕн тишкерсе, кăмăл-туйăм кукăр-макăрĕн сăлтавĕсене шыраса. Çапах та ыйхă ăна та пусрĕ-пусрех, систермесĕр-тумасăр хăйĕн ытамне çупăрласа илчĕ.
II
Тул çутăлса килет, шуçăм кăвакарать пулмалла — пӳлĕм ĕлки палăрма пуçларĕ. Алюна сасартăк шухăшласа илчĕ: тăрсан мĕнле-ши? Йăпăр-япăр пуçтарăнас та тухса шăвăнас кунтан. Çавăнпа вĕçлентĕр вăл «качча килни». Атту Христун вăрансан ăна куçран епле пăхас? Намăс! Ытла та килĕшӳсĕр, ытла та ухмахла пулса тухрĕ-çке (ăхă, ăхă, Христун сивлесе тупалани каллех çаврăнса килчĕ — чăн сăмахăн суйи çук!) Кунашкал пăтăрмахлă-путишлĕ «туй» çинчен камран та пулин илтес тĕк хам та ĕненес çук, тупата. Христун, паллах ĕнтĕ, калаçăва çĕнĕрен пуçарĕ: мĕншĕн, мĕн пулчĕ? Мĕскер хуравлăн ăна? Мĕнле ăнлантарăн? Çук, луччĕ каяс.
Анчах каяймарĕ. Çĕкленме тăнăскер, пуçне урăхла шухăш килсе кĕнипе хĕрарăм каялла выртрĕ: юрамасть пуль капла! Аван мар. Нимĕн пĕлтермесĕр-систермесĕр пăрахса тармашкăн вăрă мар вĕт вăл. Никам та ирĕксĕрлемен, хăртса пусахламан ăна — хăй килĕшнĕ качча тухма, хăйĕн кăмăлĕпе вĕçтерсе çитнĕ çак киле. Темĕнле намăс пулсан та — чăтас, тӳссе ирттерес. Христун ăнланĕ-и, тен. Çимун вăт...
Ассăн сывласа Алюна пӳлĕм сĕмлĕхне тинкерчĕ. Сывлăшри хура карă питлĕхне сайратса майĕпен шупкалансан та шаларах, алăк патĕнчи кĕтесре, çав-çавах тĕттĕм-ха. Çĕркаç Çимун шăпах çавăнтан «килчĕ» мар-и-ха? Ах, тепĕр хут «курăнтăрччĕ» халь! Хĕрарăм куçĕпе тĕксĕм кĕтессе тĕллерĕ, «курăнăва» чăнласах ĕненнĕн — халь-халь темскер чаштăр-р хускаласса, çуталса каясса кĕтнĕн, сиксе тăма хатĕрленнĕн ӳт-пĕвне хытарчĕ. Анчах нимĕн те хускалмарĕ, нимĕн те çуталмарĕ...
Мĕн пултăр ĕнтĕ, мĕн курăнтăр... Ĕнерхи? Те чăнах ялтлатрĕ сан сăну тĕттĕмре, те кĕтмен «асăрхаттару» арăш-пирĕш çавăрттарчĕ ăс-пуçа — ăнланса çитереймерĕм, Çимун. Çакна çеç калатăп: тавах сана! Пысăк тав. Мĕншĕн-и? «Курăннăшăн». Чуна хускатнăшăн. Хускатмаллипех хускатрăн. Чĕтретрĕн. Пĕлесчĕ сан, мĕн тери намăс пулчĕ мана! Ара, йăлт куртăн-çке эпĕ мĕн хăтланнине. Сехрене хăпартрăн. Пит-куçу ăмăрланнă, сиввĕн шăмарнă — мĕнле хăрамăн? Чун тухать пуль тенĕччĕ...
Шухăшне çапла шутарчĕ те шутарчĕ Алюна. «Калаçрĕ» та «калаçрĕ» Çимунпа. Ана умрах, çумрах туять вăл. Анчах çĕрле «курăннине» — арăмне йăнăш утăм тăвасран асăрхаттарма, чарса тăратма «килнине» мар. Унчченхине, чĕрĕ чухнехине — куç ывăтмассерен юрату хĕлхемĕпе ачашшăн çупăрлакан, ыталаса илмессерен ӳт-пĕве ытарайми рехетпе çунатлантаракан упăшкине. Çав савăнăç-телей çăлкуçĕ паян кун та туллин, хавхаллăн тапса тăмаллаччĕ ĕнтĕ, шăнкăр-шăнкăр кĕввипе çемье пурнăçне илем те сипет кӳмеллеччĕ. Анчах... ăçта вăл халь? Ма тапмасть-сирпĕтмест? Пĕтнĕ вăл, типнĕ. Йăлт арканнă: тăрлавсăр-шеллевсĕр саманан усал чукмарĕ Çимуна вĕлермеллех килсе çапрĕ. Алюнана юратнă упăшкисĕр хăварчĕ.
Хăйне темĕнле хытă тытма тăрăшсан та куççульне чараймарĕ хĕрарăм: йăпăр юха-юха анчĕç пит çине ун тумламĕсем. Курăнман пусаркăç хĕстерсе лартнăн кăкăрĕ йывăррăн пăчăртанчĕ, сывлама йывăрланчĕ — ай, каллех-и? Çимун вилнĕ хыççăн пуçланчĕ ку. Ырату ăша йĕри-тавра çатăрласа илетчĕ те чăтма çук асаплантаратчĕ — хăть хурах кăшкăр. Вăхăт — сиплевçĕ теççĕ те, юлашки çулсенче чăнах та пăртак лăпланнăччĕ çав ырату, кунĕленсе пынăччĕ. Халĕ ак çĕнĕрен пуçланчң-и? Çак «туй» пăтăрмахĕ хускатрĕ ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, ниçта та çухалман вăл, яланах пĕрле. Тĕкĕнсе хускат кăна...
Юратупа асап пĕрлех-мĕн, пĕр туртарах. Пĕр-пĕринчен уйăраймăн вĕсене текех. Иртнине, тĕнче ырлăхĕпе тулнă ăраскала, аса илетĕн çеç — хурлăх çавăнтах сасă парать, хăрушă çухатăва аса илтерет. Ĕлĕк вара мĕн тери лайăхчĕ! Çимун куçĕн сенкерлĕхĕ ĕмĕрлĕхех сӳнесси пирки шутлама та пултарайман.
...Хăçан, хăш самантра çуралнă-ши вĕсен чĕринче асамлă çав туйăм? Тăрук чăрсăррăн сирпĕнсе тухнă-ши пĕррехинче «ак эпĕ!» тесе е, хăйне тӳрех палăртмасăр, вăраххăн çĕкленсе, вăйланса, хăюлланса пынă? Татса калаймăн. Çакна кăна чунран кăлармасть Алюна: шкулта аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра туртăнма тытăннă вĕсем пĕр-пĕрин патнелле. Уйрăм самантсем асра юлнă. Çимун, çӳллĕ те яштакаскер, çавракарах пит-куçлăскер (хăй шӳтленĕ тăрăх, «шăп та лăп тулли уйăх»), вăхăтăн-вăхăтăн пуçне яшт çĕклесе каçăртатчĕ те унăн вăрăм сарă çӳçĕ хыçалалла çуттăн вĕлтлетсе ывăтăнатчĕ. Пĕррехинче, тăххăрмĕш класра чухне (каччă пĕр çул аслăрахчĕ те маларах пыратчĕ — вуннăмĕшĕнче вĕренетчĕ), хĕр тăхтавра Çимуна курчĕ. Лешĕ пĕчченех. Чӳрече янахне сĕвенсе тăрать. Мĕн тăвать кунта? Яланах юлташĕсемпе пĕрле çӳрекенччĕ — мĕнле уйрăлнă-ши вĕсенчен? Алюна пуçĕнче сасар-тăк айкашуллă шухăш вĕлтлетрĕ: «Мана кĕтмест пуль те?» Чăнах та, Çимун темскер каласшăнччĕ пулас, пĕвĕпе сулăнса та илчĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ, хĕр çине хăвăрт пăхса илнипех çырлахрĕ. Çавăнтах айккинелле пăрăнса утрĕ. Алюна вара вырăнтан хускалмасăр тăчĕ, чĕри талтлатса тапнине тĕлĕнсе тăнларĕ. Мĕн ку? Çимун ун çине кулленхи тĕл пулу-хутшăнусенчи пек мар, темĕнле... урăхларах пăхрĕ. Ун куçĕн çиçкĕн пайăркисем чуна кĕрсе хускатрĕç.
Хăюсăрччĕ çав Çимун. Пĕрре кăна мар асăрханă Алюна: урамра хĕрпе юнашар утма та вăтанатчĕ вăл. Сăлтав тупса е кая юлатчĕ, йăпăртах куçран çухалатчĕ е такам хăваланăн малалла вирхĕнтеретчĕ. Çапах та вăхăт иртнĕçемĕн пăртак хăюлланчĕ пек. Юрату та пулăшрĕ-тĕр. Ара, ăшран талпăнакан туйăма çăрапа питĕрсе хураяс çук-çке. Çут тĕнчене кăлармалла ăна. Вĕçтĕр, çиттĕр хăй тĕлленĕ çĕре. Çимун та çапла турĕ курăнать. Пĕррехинче кино курма кайнăччĕ. Сеанс вĕçленсен Алюна икĕ хĕр тусĕпе киле васкарĕ.
— Ай, мĕнле таплаттарать — илтетне? — хулран тĕртрĕ ăна пĕр тантăшĕ пуçĕпе хыçалалла сĕлтсе.
— Мĕн, эс кам пирки?
— Пĕлмене перет тата! Сан ара...
«Сан"? Ах, çак Çуппана! Ихĕлти! Хĕр тусне «ытлашши нумай пĕлнĕшĕн» асăрхаттарасшăнччĕ те — самантлăха нимĕн те хуравлаймарĕ Алюна: юрату сывлăшĕнче пуçласа янаранă «сан» сăмах ун чĕрине вăр! пырса çапăнчĕ, рехет хумĕле лăпка-лăпка çупăрларĕ.
— Калан та çак! Айта, ут, ут!
Симун вĕсен хыççăн чавтарнине Алюна хăй те çийĕнчех асăрхарĕ-ха. Хумханнипе ун-кун пăхкалама та хăрарĕ, уттарчĕ те уттарче малалла. Пуçĕнче пĕр шухăш иккĕленӳсĕр янлатать: каччă ăна ăсатма шут тытнă! Пĕрремĕш хут. Шкулти евĕр «урăхла» пăха-пăха илни çырлахтарми пулнă-тăр ĕнтĕ. Анчах та ма çывхармасть-ха кунталла, хуса çитме ма васкамасть? Çуппа «таплаттарать» терĕ те — ăçта унта! Асăрхануллăн, йăпшăнса тенĕ пек пырать. Йĕрлевçĕ! Сăлтавĕ паллă, ăнланать ăна Алюна: «ют» куçсенчен — хĕр тантăшĕсенчен именет, вĕсем уйрăлса каясса кĕтет.
Чăнах та, Алюна тантăшĕсемпе сывпуллашса (лешсем тепĕр урамра пурăнаççĕ) хăйсен килĕ еннелле пăрăнчĕ кăна — Çимун хăвăрт ыткăнчĕ те хĕре хăваласа çитрĕ.
— Алюна...
Çапла пуçланчĕ вĕсен юратăвĕ.
Яш-кĕрĕм пурнăçĕ йăлтах куç умĕнче, нимĕн те пытараймăн. Хăш-пĕр каччăпа хĕршĕн «савни» улăштарасси хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесси пек çеç-ши — туххăмрах «çĕнетеççĕ» вĕсене. Пĕрисем ав шывпа сапса та уйăрас çук тенешкел, питĕ туслă çӳреççĕ. Анчах тепĕртакран пăхатăн та — каччи тепĕр «тӳррине» çавăтнă. Хĕрĕ те пĕчченлĕхе вăраха тăсмасть. Ылмашуллă «юрату» кустăрми çаврăнать те çăврăнать çапла кăлтăрт-кăлтăрт.
Алюнăпа Çимун вара çын куссине кусмарĕç. Юрату вĕсен чун-чĕрине малтанхи курнăçусенченех туллин, Çимун калашле, «ыттисем валли пушă пĕр вырăн та хăвармасăр» çавăрса илчĕ те — мĕнле «улшăну» çинчен шутлама пултарăн?! Яшлăхри çепĕç туйăм — пĕрремĕш юрату — пурнăçра ăнлану та тату кӳрсе ĕмĕр тăршшĕпех тасалăхне çухатмарĕ, темĕнле йывăр лару-тăрура та ӳкме памарĕ, çемье телейне упрама пулăшрĕ.
III
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн иккĕшĕн те малалла вĕренме май килмерĕ. Тĕрĕссипе весем института-мĕне кĕме пултаратчĕç пуль-ха — шкулта лайăх ĕлкĕрсе пынă, аттестачĕсенче «пиллĕксемпе» «тăваттăсем» çеç, анчах ун чухне вĕренме кĕрекенĕн ĕç стажĕ пурри-çуккине те шута илетчăç. Вунă класс пĕтернĕ çамрăкăн колхозра, завод-фабрикăра е ытти çĕрте темиçе çул ĕçлемеллеччĕ. Тĕрĕс пулнă-и ку, çук-и — шутласах кайман ун пирки Çимунпа Алюна. Хайхи стаж та хăратса пăрахман вĕсене. Ара мĕн ачаран аслисемпе пĕрле колхозра ĕçлесе ӳсне-çке. Тăван ялта тата тепĕртак пурăнасси япăх-им? Çитменнине, чун савнипе пĕрле, унпа куллен-кун курнăçса.
Алюна фермăна çул тытрĕ. Кунти ĕç уншăн çĕнĕ мар ĕнтĕ. Амăшĕ нумай çул хушши дояркăра ĕçлет те — хĕрача ăна пулăшма фермăна сахал мар кая-кая çӳренĕ. Ĕне сума та çавăн чухнех вĕреннĕ. Район хаçатĕнче унăн сăнӳкерчĕкне те пичетлесе кăларнăччĕ. Шăпах ĕне сунă вăхăтра ӳкерсе илчĕ ăна фотокорреспондент. Пăхсан кулмасăр чăтаймастăн: ĕни тем пысăкăш, капан пек, Алюна вара, шĕпĕн, ун чĕччисене харсăррăн çатăрласа тытнă. Халĕ ак хăй те дояркăсен йышне кĕчĕ. Çимуна вара машина пултăр — уншăн тĕнче хĕррине чавтарма та хатĕр. Ăçта ĕçлемелле-ши тесе шутласа пуç ватмарĕ, тытрĕ те уттарчĕ районăн «Ял хуçалăх техники» пĕрлешĕвне. Унти курсран механизатора вĕренсе тухрĕ. Тăван колхозра ăна çийĕнчех трактор шанса пачĕç. Йышăнсам, уй-хирĕм, хурçă ут çăварлăхланă тепĕр ачуна!
Çимунпа Алюна пурнăçĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă. Ача та, вĕренекен те мар вĕсем текех — ĕç çынни. Ĕçпе юратăва пĕр тĕвве пĕтĕçтерсе кашни кун çамрăксен хутшăнăвне тĕнче илемĕн çĕнĕрен те çĕнĕ палăрăмĕсемпе пуянлатнă. Çапах та каччăпа хĕр мăшăрланма васкаман. Малалла вĕренес шухăш тытса тăнă-ши, тăхтама ыйтнă-ши вĕсене — тен, хăйсем те татсах калайман-тăр кун пирки. Пурăннă та пурăннă савăнса, яшлăх пархатарĕпе киленсе. Çимун çар хĕсметне кайса килсен вара тек тытăнса тăман — пĕрлешсе çемье çавăрнă.
Çав вăхăтрах вĕренӳ шухăшĕ чăнах та хăй çинчен мантарман. Пĕррехинче çамрăк мăшăр картишĕнче урам хапхи çумĕнче сарлака сак çинче ларатчĕ. Ăшă, лăпкă. Хĕвел паçăрах аннă пулин те тавралăх самаях çутă-ха. Çимун паян çур аки вĕçлесе таврăннă та кахçи апат хыççăн майка вĕççĕнех çакăнта — хăйсен юратнă вырăнне тухса вырнаçрĕ. Алюна та унран юлмарĕ. Каçхи шуçăм çакна çеç кĕтнĕ тейĕн: вăл хĕрарăмăн илемлĕ сăн-питне — пĕчĕк çунатсем евĕр авкаланнă çăра куç харшисене, вĕсен айĕнчен ăшă сапса пăхакан йăлтăркка куçсене, кăшт йĕрĕлнĕ чăмăркка тутасене йăлтăр çутатрĕ. Ăна темĕнле шухăш пăлхантарнине те асăрхамасăр хăвармарĕ.
— Итле-ха, — терĕ Алюна упăшкин хĕвелпе пиçсе хăмăрланнă, уй-хир çилĕпе кушăрханă çара хул пуççийĕ çинчен пуçне çĕклемесĕр, — пирĕн ĕç стажĕ кирлинчен иртсе те кайрĕ ĕнтĕ...
Арăмĕн шухăшне тӳрех ăнланчĕ пулсан та хуравлама васкамарĕ Çимун. Алюнăна ыталаса кăкăрĕ çумне ачашшăн çупăрларĕ, унăн çемçе çырă çӳçне аллипе евĕккĕн сăтăра-сăтăра илчĕ. Çапла чăмăртăнса, каç тӳлекĕпе канăçланса ларчĕç. Шухăшĕ иккĕшĕн те пĕр евĕр иккен, пĕр йĕрпех куçать. Алюна каллех стаж çинчен сăмах пуçарчĕ. Килĕшет унпа Çимун, хăй те час-часах шухăшлать: аслă пĕлӳ илес ĕмĕте пăрахăçларăмăр-ши вара? Вĕсен пурнăçне нихăш енчен те хурлама çук-ха. Ĕçре те ят-сумлă, çемьере тĕ татуллă. Çĕнĕ çурт лартрĕç акă, пĕлтĕр унта пурăнма куçрĕç. Мĕн кирлĕ урăх? Ĕçле те ĕçле, пурăн та пурăн пуçа ытлашши ватмасăр. Çапах та темскер çитмест. Хумхантарать, шухăшлаттарать. Колхозра тата сулăмлăрах, курăмлăрах ĕç тума, нумайтарах усă кӳме пултарнă çĕртех чарăнса тăнă пек. Малашлăх çинчен шухăшлама, ăнтăлма пăрахнă пек.
Халĕ те çавă канăçсăрлантарчĕ, пăшăрхантарчĕ упăшкипе арăмне. Такам ӳпкевлĕн пăхса: «Эсир, хаклă тусăмсем, чĕре çулăмне вăйсăрлатмарăр-и? Халех ватăлма шутламастăр пулĕ те? Иртерех мар-и, э?» — тесе асăрхаттарнăн туйăнать. Хирĕçлеймĕн ăна, тĕрĕсех айăплать. Тивĕçлипех. Паллах, институтра е университетра вĕренме шутласан ялти пĕтĕм ĕçе, кил-çурта пăрахса каяймăн текех. Çитменнине Алюна йывăр çын, ача çуратма хатĕрленет. Апла тăк...
— Чăнах, вăхăт ытлашшипех тăсăлчĕ çав, — шухăшне татрĕ Çимун.
— Çапах та вĕренме кая юлман, — çавăнтах сăмах хушрĕ арăмĕ.
— Юрать, юрать! Килĕшетĕп.
Часах иккĕшĕ те ял хуçалăх институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренме тытăнчĕç.
Таçтан-аякран, иртнĕ вăхăтран шăппăн-шăппăн куса-куса килеççĕ асаилӳ хумĕсем. Пĕр пулăм саманчĕ хĕвел шевлиллĕн ялтлатрĕ акă умра. Ирхи шуçăм çуттинчи сывлăм пĕрчи евĕр çиçкĕнчĕ тепри... Чун тĕпĕнчен çĕклене-çĕклене тухаççĕ тейĕн. Эх, пурнăç, пурнăç! Мĕн тери пехетлĕ та пиллĕччĕ эсĕ! Чăн та, хăш чух килте чашăк-тирĕк шакăртатмасăр та пулман-тăр. Ĕç те, паллах, пĕр кăлтăк-чăрмавсăр пынă тееймĕн. Анчах çав «шакăртату», Алюна калашле, шăкăлти-мăкăлти вĕсен çемье пурнăçĕнче вăрах тытăнса тăман, çил кирлĕ мар япалана вĕçтерсе ывăтăнтарнăн часах сирпĕне-сирпĕне çухалнă. Ырри, лайăххи çеç чун-чĕрере. Ĕмĕрлĕхех вырнаçни.
Институтран лайăх вĕренсе тухрĕç. Чăнах та, çăмăлах килмерĕ: шăпах ачасем умлă-хыçлă çуралнă вăхăт пулчĕ те — самаях ăшталанма тивнĕ. Анчах алла усман. Экзаменсене вăхăтра парса пынă. Дояркăра ĕçлетчĕ пулсан та Алюна малашнехи кун-çулне фермăпа мар, уй-хирпе çыхăнтарма шутларĕ: тăван хуçалăха агроном дипломĕпе таврăнчĕ. Упăшкипе пĕрле юнашар тăрса ĕçлеме пуçларĕ. Çимун, мĕн ачаран ял хуçалăх техникипе туслăскер, институтра инженер специальноçне алла илчĕ. Колхозра трактор бригадине ертсе пычĕ.
...Çавăнтах, темскер чĕтретнĕн, Алюна ӳт-пĕвĕпе туртăнса илчĕ: тивлетлĕ çав вăхăта хура чаршавпа хупласа ума пачах урăхла ӳкерчĕк тухса тăчĕ. Çимунпа Алюнăна тулли телей кӳнĕ уйра тырă ӳсмест, сарă-симĕс хумĕсене таçта-таçта çити кустарса савăнтармасть. Ун вырăнне, юмахри усал вăйсен армак-чармак эшкерĕ çавăрса илнĕ евĕр, йĕри-тавралăха çумкурăк — хыт хура хупланă. Леререх тата, вăрман çумĕнчен тытăнса, çамрăк йывăçсем — хурăн, вĕрене, тирек, хăва чашкăрса çĕкленнĕ, малалла та малалла куçса, хăйсем «парăнтарнă» çĕр лаптăкĕсене сарса, анлăлатса пыраççĕ. Ку тата мĕскер? Хир сап-сарă! Нумайранпа сухаламан-акман пирки вăл йăлтах çеремленнĕ, талккăшпех хăлха çакки курăкĕ — кукша пуç ашкăрать. Яла кĕрсен те çавнашкалах килпетсĕр, чуна ыраттаракан ӳкерчĕк умра. Техника паркĕ вырăнĕнче кивĕ машина пайĕсем, ытти тимĕр-тăмăр кăна. Фермăсенче те выльăх-чĕрлĕх витисемпе ытти çурт-йĕр юхăннă, ишĕлсе арканнă. Колхоз-совхоз (тĕрĕссипе, ятне улăштарнăччĕ-ха: юлташлăх текеннине туса хунăччĕ) çук текех...
Çав çухатăва — чăн-чăн инкеке! — пула ӳппĕн-тĕппĕн çаврăнса кайрĕ те ĕнтĕ Алюнăпа Çимун пурнăçĕ. Пĕтĕм ял халăхĕ пекех ĕçсĕр тăрса юлчĕç-çке. Чуна-юна ĕмĕрлĕхе кĕнĕ, пысăк юратупа тултарнă ĕçсĕр. Пĕр калаçăва лайăх ас тăвать Алюна. Ку хутĕнче те картишĕнче иккĕшех ларатчĕç вĕсем. Ачисене — икĕ ывăлпа пĕр хĕре — пурнăç утти-чуппи тĕнчине вăркăнтарса кăларни чылай пулать ĕнтĕ. Аслă шкул пĕтернĕ хыççăн виççĕшĕ те тĕрлĕ çĕре сапаланчĕç.
— Ну, мĕн тăвăпăр малашне? — пĕр хушă чĕнмесĕр ларнă хыççăн пуçне арăмĕ еннелле çавăрчĕ Çимун.
Сасси шӳтлĕнрех илтĕнчĕ-ха. Пĕр-пĕр вак-тĕвек ыйтупа кăна канашлама шутланă тейĕн. Анчах куçĕ... Упăшки кунашкал хурлăн-асаплăн пăхнине курманччĕ халиччен Алюна. Куç йăлтăравĕ йăлт сӳннĕ унăн, пĕр хĕлхем те çиçкĕнмест. Шалтан, тарăн авăр евĕр тĕксĕмлĕхрен, йывăр шухăш катрамĕ йăтăнать... Мăнтарăн! Курать çеç мар, чунĕпе туять хĕрарăм Çимун ăшĕнче мĕн пулса иртнине. Упăшки чĕрин пĕр хусканăвĕ те вăрттăнлăх мар уншăн. Анчах халь ним хуравлама та аггграрĕ.
— Ах, Çимун, Çимун...
— Тен, Мускава çул тытас ман? — арăмне пӳлсе тăрук каласа хучĕ упăшки.
— Мускава? Ай, тем ан калаç-ха!
Ку ыйту пач кĕтмен-туман çĕртен сиксе тухрĕ теме çук-ха. Пĕрлешӳллĕ хуçалăха пĕтернĕ хыççăн ялти чылай арçын Мускава кая-кая ĕçлеме тытăнчĕ. Унта ĕç нумай иккен, укçи те самаях ларать тет. Çимуна та пырса çулăхнă-мĕн çав шухăш. Çулĕ сахалах мар-ха ун, анчах сывлăхĕ аптрамасть, вăй-халĕ пур — çамрăксенчен юлас çук. Арăмĕ малтан питĕ хирĕçлерĕ, ярасшăн марччĕ. Çапах та Çимун укĕте кĕртрĕ-кĕртрех ăна: ĕмĕрлĕхе каймастăп-çке, вăхăтлăха кăна, ялта пур пĕр ыррине кĕтме çук-тăр текех...
Эх, Мускавра упăшкине мĕн кĕтнине пĕлнĕ пулсан-и!?.
Çимунсен ушкăнĕ (ялтан темиçе çын пĕрле кайнă) строительство фирмине лекнĕ. Çимун, техникăна лайăх пĕлекенскер, çурт-йĕр тунă çĕрте автомашинăпа тĕрлĕ япала турттарнă, бульдозерпа ĕçленĕ, кирлĕх чухне алла пуртă е кĕреçе тытнă — темĕн тума та тивнĕ. Яла темиçе хут киле-киле кайрĕ. Кашнинчех хăйсен ĕç-пуçĕ çинчен нумай каласа паратчĕ. Пурте йĕркеллех пекчĕ ĕнтĕ, укçаллă таврăнатчĕ Çимун, çапах та ют çĕрти ĕç савăнăç кумен ăна. Çакăн сăлтавне ăнлантарнăн пĕррехинче вăл: «Эпир — Мускав чурисем», — тесе хучĕ.
Тепĕртакран вара, аçтаха çулăм сирпĕнтерсе çунтарнăн, Алюнăна хăрушă хыпар çапса антарчĕ: Мускавра Çимуна вĕлернĕ...
IV
Çав хатарлă та синкерлĕ вăхăт — упăшкин вилĕмĕпе, ăна Мускавран яла илсе килсе пытарнипе çыхăннă кунсемпе çĕрсем Алюнăшăн халь тĕлĕкри пек туйăнаççĕ. Тамăк шăтăкĕнчи тĕлĕк! Мĕнле тӳссе ирттернĕ-ши ун чух çав инкек çапкине, мĕнле ӳкмен-ши тупăка Çимунпа юнашар — паян кун та тĕлĕнет хĕрарăм. Вăйран йăлт тайăлнăччĕ çав, арпашăнсах кайнăччĕ. Пĕр шухăш кăна чарăнми çаврăнатчĕ: сансăр мĕнле пурăнас, Çимун?! Юрать, ачисем пĕрле, пăр самантлăха та пĕччен хăвармаççĕ. Кайран, уйрăлса килĕсене саланма вăхăт çитсен, пĕри те тепри чĕнчĕ хăйĕн патĕнче пурăнма. Килĕшмерĕ амăшĕ. Темĕнле йывăр пулсан та ялтан ниçта та каймастăп терĕ. Кунта ӳссе çын пулнă, ĕçленĕ. Ял масарĕнче юратнă упăшки выртать — ăна мĕнле пăрахса хăварăн?
Мĕн пулса иртнĕ-ши Мускавра? Кам, мĕншĕн вĕлернĕ Çимуна? Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем кун пирки нимех те каласа кăтартаймарĕç. Хăйсем те путлĕн пĕлмеççĕ иккен. Милици çыннисем пырса тĕпченĕ тет, анчах тĕпне-йĕрне тупайман. Тен, тăрăшсах та кайман-и? Кинора, калăпăр, «Çĕмрĕк хунарсен урамĕ» телесериалта ав мĕнле пултаруллă та тавçăруллă вĕсем — чун иллисене, инкек кӳнĕ ытти йăх-яха туххăмрах шыраса тупаççĕ, ярса тытаççĕ. Чăн пурнăçра вара...
Строительсем çав кун укçа илнĕ тет. Мĕн пытарăн, уяв пекех ку вĕсемшĕн. Нумайăшĕ ăна «паллă тума» лавккана васкать. Çĕрĕпех шавлать-янăрашать вара «общежити» тесе ят панă тахçанхи кивĕ барак. Çимун, ахаль чух та ĕçкĕ-çикĕрен пăрăнма тăрăшнăскер, яла кайма шутланă. Мускав-Шупашкар автобуса шăпах ĕлкĕрме пулать. Ирхине Чăваш Ене персе те çитет. Халиччен яланах юлташĕсемпе пĕрле çуренĕ-ха, анчах ку хутĕнче лешсем килĕшмен: ялта тинтерех çеç пултăмăр вĕт-ха, ма татах тăкакланас? Çул укçи мĕнле хаклă...
Тĕрĕсех калаççĕ-ха, тĕрĕсех. Ялтан таврăннăранпа вăхăт чăнах та нумай иртмен. Çапах та Çимун юлташĕсене итлемен, пĕчченех çула тухнă. Питĕ тунсăхласа çитнĕ-ши (вĕсен юратăвне вăхăт нимĕн чухлĕ те хавшатайман), киле газ кĕртнĕшĕн тӳлеме укçа хăвăртрах кайса пама шут тытнă-ши арăмĕ пăшăрханса каланăччĕ: васкатаççĕ тет, — халĕ тин ăçтан пĕлĕн...
Вĕсем хула хĕрринче ĕçленĕ. Троллейбус-автобус чарăнăвне çитме инçех мар-ха, анчах вырăнĕ улах: çулăн икĕ айккипе — вăрман каснă хыççăн çĕнĕрен чашкăрса ӳснĕ йывăç-тĕм. Вăл çеç-и: тимĕр-бетон плитапа кирпĕч, тĕрлĕ ăпăр-тапăр куписем те тĕл пулаççĕ. Вăт çавăнта, çамрăк хурăнсен чăтлăхĕнче, тупнă тепĕр ирхине Çимун виллине: ăна çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Çумри укçи те çук. Паллах, шăпах çав тĕллевпе — укçашăн пӳлнĕ-тĕр ĕнтĕ такамсем унăн çулне. Вăл укçаллă пулнине пĕлнĕскерсем...
— Вăрантăн-и? — илтĕнчĕ сасартăк пӳлĕм шăплăхĕнче.
Алюна шартах сикрĕ, иртнĕ пурнăç курăнăвĕсем самантрах чăл-пар саланса çухалчĕç. Ай, тимлĕх çинчен манса кайнă, хăямат! Хальхи пăтăрмахлă ĕç-пуç вĕçленмен вĕт-ха. Ăнлантарса памалли, явап тытмалли самант. Шуçăм çутинче Христун хускални курăнчĕ: пуçне çĕклесе вăл минтер çине йывăррăн чавсаланчĕ. «Пуçланчĕ!» — шиклĕн шухăшларĕ хĕрарăм çĕр каçри пекех кăнчăк хутланса.
— Ан хăра! — каллех сăмах хушрĕ Христун вăл «оборона» йышăннине курса. Шӳтлĕнреххĕн мăкăртатрĕ: — Эп мĕн... кашкăр-им?
Тĕлĕнтермĕш япала: хăрăлтатарах тухрĕ пулсан та сасси пĕртте çиллес мар халь арçыннăн! Вăл çеç-и — ӳкĕнсе, аванмарланса калаçнăн туйăнчĕ. Нивушлĕ кăмăлĕ кунĕленнĕ? Тепĕр тесен куншăн ытлашши ма тĕлĕнмелле? Тĕрĕссипе, Христун яланах, Алюна мĕн ас тăвассах çакнашкалччĕ — лăпкă та ырă чунлăскер. Нихăçан та усал-чăркăш пулман. Çĕр каçхи-и? Ку вăл пачах урăхла калаçу. Хăвăра ун вырăнне лартса пăхăр-ха — мĕнле пек? Никам та тарăхмасăр чăтаймĕ. Йăваш çын та йăвантарать тенĕшкел.
Çимун вилсен уйрăмах çывăхланчĕç вĕсем. Çук, çук, темскер шухăшлама кирлĕ мар кунта: юрату-килĕштерӳ пирки çăвар уçма-и — шутлама та пултарайман ун чухне! Çав тери йывăр вăхăтра Христун Алюнашăн чăн-чăн тĕрев пулчĕ: пурнăçа касса татасла пăркăчланă хурлăх-синкекре чăтса ирттерме нумай пулăшрĕ. Тав тума сăмах та çитес çук.
Хăй те питĕ кулянчĕ Христун. Вăл Çимунăн çывăх юлташĕччĕ. Мĕн ачаран пĕрле, пĕр урамра ӳссе çитĕннĕ. Чăн та, Христун ялтан çамрăклах тухса кайрĕ: шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта техникумран вĕренсе тухрĕ. Вара ĕмĕр тăршшĕпех заводра ĕçлерĕ. Уйрăм çĕрте пурăнсан та çыхăнăва татман, пĕр-пĕрин патне кайсах çӳренĕ. Шел, Христун арăмĕ чылай хушă чирлесе пурăнчĕ, алла çитичченех çĕре кĕчĕ.
«Эс вара ун вырăнне йышăнма шутларăн пулать?» — сасартăк темскер вăшлатнăн туйăнчĕ сывлăшра. Пĕтрĕ пуç, каллех Çимун сасси пек! Арăмĕн шухăшне те йĕрлесе-пĕлсе тăрать тем? Мĕн?! «Христун арăмĕн вырăнне йышăнма» тет-и? Ай, йăнăшатăн, хытă йăнăшатăн, Çимун! Урăх çынна качча тухма нихăçан та шутламанччĕ эпĕ. Пĕлетĕн вĕт, сансăр пуçне никам та кирлĕ мар мана. Çапла пурăннă яланах. Анчах каярахпа тем амаклантăм...
Калаçăвне Христун пуçланăччĕ-ха. Çимун вилнĕренпе темиçе çул иртсен пуçланчĕ ку. Яла килсен Христуи Алюна патне кĕмесĕр нихăçан та каймасть. Ку хутĕнче те вĕçтерсе çитрĕ каç пулттипе. Хăй пăртак хĕрĕнкĕ. Чылайччен сăмахласа ларнă хыççăн хăйхискер тăрук чарăнчĕ те хĕрарăма куçран тĕмсĕлсе пăхрĕ.
— Итле-ха, Алюна, ман санпа калаçмалли пур.
— Калаçатпăр-иç, — ырă мара сиссе чĕри хумхануллăн кăлтлатрĕ пулсан та шӳтлеме пикенчĕ тăлăх арăм.
— Эп мĕн-ха... Урăххи çинчен.
Христун кунашкал хумханнине, именчĕклĕн-аптравлăн пăхкаланине халиччен пĕртте курманччĕ Алюна: унăн çамрăклăх кĕрнекне çухатман ӳт-пĕвĕ пĕкĕрĕлнĕ пек, картлант чăк çамки çинче тар пĕрчисем шăрçаланнă.
— Кала эппин, итлетĕп, — ыйтуллăн пăхрĕ хĕрарăм.
Христун питне алă лаппипе сăтăрса илчĕ.
— Алюнă, эпĕ авланма шутларăм...
— Авланма? Ай, ан тĕлĕнтер! Кама...
— Тăхта-ха, ан пӳл, итлесе пĕтер! Эпир санпа, мĕнле калас, пĕр шăпаллă çынсем: хăраххăн пурăнатпăр. Çапла вĕт? Çимунпа Улюка чĕртсе тăратаяс çук текех. Аппа тăк — айта иксĕмĕр пĕрлешсе çемье çавăрăпăр, э?
Хĕрарăм чĕри сисĕмлĕ: çак урçа мĕнле «урăххи» çинчен калаçу пуçарасса малтанах, вăл хăйĕн шухăшне пĕлтеричченех туйса илчĕ Алюна. Шутланă пекех, Христун сăмахĕсем чĕрене кăнттамăн, килпетсĕррĕн пырса тăрăнчĕç: качча тухма чĕнет-и? Ăна, çывăх юлташĕн арăмĕ пулнăскере? Сĕмсĕр!
— Христун! Куна шӳт тесе йышăнмалла-и ман? — хăйне хăй лăплантарма, чĕрре кĕресрен асăрханма тăрăшрĕ Алюна.
— Ма — шӳт? Чăнласах ыйтатăп.
— Чăнласах? Пуçпа шутласах-и? Ăнланмастăп сана. Мана пĕлетĕн-çке: урăх никама та качча каяс çук эпĕ! Илтетĕн-и — никама та! Эсĕ вара... Ăшна хыв, Христун: ку килте арăм шырама кирлĕ мар. Каçар...
Çакнашкал «тăн кĕртӳ» хыççăн Христун Алюна патне тек ура та ярса пусмалла мар пек ĕнтĕ. Ун килĕнчен темиçе çухрăм айккинерех пăрăна-пăрăна иртмелле пек. Ара, уççăн та татăклăн хуравларĕ-çке «савни»: Христун, ан ухмахлан, мана кăчча илес шухăша пуçунтан кăларса пер. Йăлт паллă, ăнланмалла. Анчах Алюна йăнăшнă иккен.
Пĕлсех çитереймен Çимун тусне. Çын ăшне тавăрса пăхаймăн çав — кĕрĕк çанни мар.
Çапла, Христун «парăнма», каялла чакма шутламан. Татах та татах киле-киле çӳренĕ Алюна патне. Хăнана кĕртмесĕр тăраймастăн-çке, хăваласа кăлараймастăн. Вăл вара, «кĕрӳ каччă», хăйĕн «тактикине» улăштарнă: тӳр «атакăпа» ĕç тухмарĕ пулсан урăхла майсем тупас хĕрарăма çавăрма. Юрату пирки те сăмах хускатнă: хĕрарăмпа пурăнас тĕллевпе ытахальтен кăна танккамастăп кунта, мĕн çамрăкран килĕштеретĕп сана, Алюна, тесе те йăпăлтатнă.
Çав «юрату» сăмахĕсем йăпшăна-йăпшăна кĕнĕ-ши чĕрине, хальхи усал саманара пурнăç çулĕпе арçын хутлĕхĕнче утма шанчăклăрах тенĕ-ши е, хăй калашле, калаçу шăпах чун ыратăвĕпе пĕр саманта лексе ăс-пуçа пăтраштарса янă-ши — пĕррехинче Алюна тытнă та хуравланă Христуна: юрать, килĕшетĕп. Ĕнер вара мăшăрланнă ятпа хăна-вĕрле пухрĕç.
...Христун та шухăшне çав çулпах чуптарать. Кашни тĕлпулăва, кашни калаçăва асаилме тăрăшать: мĕншĕн çапла — ял куллилле! — пулса тухрĕ-ха? Ăçта, хăш вăхăтра йăнăшрăн эс, «чĕре мурĕ»? Ир-ирех вăраннăскер, вăл тăрса мухмăр чĕртесшĕн те, Алюна та çывăрманнине туйса вырăнтан хускалмарĕ, шăппăн-шăппăн выртрĕ. Сăмах пуçарма та васкамарĕ. Тĕрĕсрех калас тăк... хăрарĕ унтан! Ăнланать Христун, калаçма тытăнсан чăнлăха тӳррĕн куçран пăхма тивет. Пĕтĕм шанăç-ĕмĕте тĕпĕ-йĕрĕпе çапса аркатакан чăнлăха.
Çав чăнлăха вара лайăх пĕлет Христун. Пурнăç тăршшĕпех курать, чунĕпе туять: Алюнашăн Çимун — юратнă пĕртен-пĕр арçын, чĕрине урăх никама та кĕртме пултараймасть вăл. Кун пирки хĕрарăм хăй те каланăччĕ-ха. Итлемерĕ ăна Христун. Шута илмерĕ унăн сăмахĕсене. Темскере шанчĕ. Чăнах та, юлашкинчен Алюна «парăнчĕ-ха», качча тухма килĕшрĕ, анчах сутăнчăк çул çинче хăйне тепĕр утăм — татăклă утăм! — тăвасран чарма вăй çитерчĕ...
Ах, çăмăл мар-çке çакнашкал шухăшсен пусаркăçне тӳсме! Чуна хĕстерет те хĕстерет — хăть çурăлса кай. Нихçан та лексе курманчĕ кун пек мăшкăллă лару-тăрăва. Çапах та тăмалла, çитет выртса, шăши евĕр чĕтресе. Калаçуран пур пĕр пăрăнса юлаймастăн, тарса пытанаймастăн. Алюнапа калаçсан ăшра çăмăлланĕ-и тĕн.
Анчах тăрса пуçтарăнсан: та сăмах-юмах тӳрех çыпăçаймарĕ-ха. Иккĕшĕ те хăйсене питĕ аван мар туяççĕ, пĕр-пĕрне куçран та пăхаймаççĕ. Пăртак «ирĕкленме» Христун «икĕ ухмах» тесе хуни пулăшрĕ-ши — тĕл тивертнĕ çав сăмахсем вĕсене кăлтăх! хускатрĕç. Пĕве-кӳлĕри лăпкă шыва чул пăрахнă хыççăн ункăсем ун çийĕн йăрла- йăрла сарăлнă евĕр, майĕпен-майĕпен калаçса кайрĕ. Шухăшĕсене пытармарĕç.
— Каçар, — терĕ Алюна уйрăлас умĕн.
Арçын ассăн сывласа илчĕ.
— Эс те каçар мана, — Çавăнтах хушса хучĕ. — Тата — тавтапуç.
— Мĕншĕн?
— Хăв пĕлен. Пуриншĕн те.
Христуна хуравланăн Алюна ăна куçран пăхрĕ те пуçне самантлăха ун кăкăрĕ çине хучĕ, вара хăвăрт çаврăнса автобус-троллейбус чарăнăвĕ еннелле утрĕ.
Хĕрарăм курăнми пуличченех — çурт кĕтессинчен пăрăнса çухаличченех — вырăнтан хускалмарĕ Христун. Ăшĕнче чан çапнăн янлатать: кайрĕ... шевле сӳнчĕ... йăлт пĕтрĕ... çав вăхăтрах çухату хурлăхне сирсе чунне темĕнле çутăлăх, тасалăх çавăрса илнине те туять Христун.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...