Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет...
Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет...
Ун кĕленче пек питĕнче,
Пăхсассăн инçете, лере, —
Çиçсе вылять каçхи тĕнче.
Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет...
Тинĕс тĕнчи
ытла хӳхĕм!
Ав, çăлтăрсем, хăюсăр пек,
Çӳлтен тăкаççĕ йĕпхӳ хĕм,
Вăйă выляççĕ çĕрĕпе...
Тинĕс тĕнчи ытла хӳхĕм!
Уйăх çĕкленчĕ тинĕсрен
Пит пысăк пурçăн çăмхи пек.
Ун ылтăн сăнĕ пин тĕсрен
Сарăлса выртрĕ шыв çийĕпе.
Уйăх çĕкленчĕ тинĕсрен.
Те тинĕс пит те тӳлекрен,
Мăн уйăх пурçăн пиçиххилле
Тинĕсе çыхрĕ пилĕкрен.
Çĕкленчĕ вут юпи çӳле...
Те тинĕс пит те тӳлекрен?..
Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет.
Çăлтăр вылять инçе-инçе...
Çук, çăлтăр мар вăл, ав лере
Пĕр çутă ялкăшса сӳнчĕ...
Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет...
Анчах асрах эс тыт ăна:
Вĕçсер тинĕс тӳлекĕнче
Хăрушă тăвăл пытанать,
Хăрушă тăвăллă тĕнче!..
Ялан асрах эс тыт ăна.
Тен, кам пĕлет: ак, паянах,
Çак вăхăтрах, тен, кĕçĕрех
Сиксе, урса, ян та янах
Кисретрĕç тупăсем çĕре...
Тен, кам пĕлет: ак паянах...
Этемлĕх тинĕсĕ хаяр.
Хăрушă тăвăл пĕр тухсан,
Хăть вăрçса ӳк, хăть сăхха яр, —
Тăшман, çĕнме шанчăк çук сан!
Этемлĕх тинĕсĕ хаяр...
Алра ман çивĕчĕ приказ:
Алла винтовка тытмалла.
Тăшман урса тăрсан, пер, кас!
Çĕнтерӳллĕн пăх малалла!
Алра ман çивĕчĕ приказ...
Тăвăл тухсан çĕнетпĕрех,
Шывра, çĕрте те сывлăшра!
Çĕнме пĕр тĕл чĕнет пире,
Çĕнме ĕç юнĕ чупать ăшра.
Тăвăл тухсан çĕнетпĕрех!
...Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет...
Анчах тинĕс тӳлекĕнче,
Тĕлĕрет тăвăл... Ав лере
Пирĕн хурал. Инçе, инçе...
Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...