Халăх юнĕ
Камăн-камăн юнĕ
Хутшăнман пирĕннипе.
Сăнчăрлать чăвашăн чунĕ
Вĕсене пĕр-пĕринпе.
Пăлхарпа сăварăн
Тĕп хăват парать тесен,
Хамăрпа тăван хасарăн
Вăйĕ те унта иккен.
Кам йăлтах ăнланĕ,
Пĕлĕ çак хутшăнăва?
Перс, авар, эрмен, аланĕ
Лекнĕ çак пăтранăва.
Кунтарах килсессĕн
Вăл татах та пуянрах.
Хыпарлать тăван кĕтесĕн
Ячĕ-шывĕ уççăнрах.
Çармăсĕ, Пăртасĕ,
Мăкшăел те Ирçесем...
Хутăшах кунта тăраççĕ
Вырăспа Тутаркассем.
Пурте чăвашланнă,
Йăлисем йăлт хамăр май.
Малашне мĕскер хăтланĕ -
Пăтрану ытла нумай.
Пăтранать чĕлхемĕр,
Хавшаса вăл çĕнелет.
Кун кунламĕ ĕмĕр-ĕмĕр,
Тăсасси пиртен килет.
Мĕн тери пуянлăх
Пухнă çĕр-çĕр çул хушши!
Тăрĕ упранса яланлăх
Хамăрла çути, ăшши.
Малаша çул хывĕ
Çак еткер те сумлă ят.
Паянхи Чăваш çĕршывĕ
Малаллах-и талпăнать.
Аптраман чăвашăм,
Хытăрах калаç, юрла!
Вырăса-и эс тухасшăн? -
Ан аташ-ха суккăрла.
Хамăр ăс еткерĕ
Вырнаçать çăмăлтарах.
Хамăр сăвă-юрă, тĕрĕ
Хитрелетĕ ытларах.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...