Урхамахпа юланутçă
«Черный крнь умирает на белом снегу.„»
К. Кулиев
Çĕр салтак,
Пин салтак,
Рет те рет...
Сар тусан
Хыçалта
Вĕçтерет.
«Малалла!
Малалла!» —
Тет трубач.
Ыткăнать
Тăвалла
Юрăпа:
«Ыткăнах.
Вирхĕнех,
Урхамах,
Санпа ман
Пĕр тĕллев,
Пĕр сăмах.
Санпа эпĕр
Хисеплĕ
Ретре,
Пулас тетпĕр
Ялан
Ирĕкре.
Санпа манăн
Тăшман халь
Пĕрре —
Таптаса
Ирсе кай
Ирсĕре!
Вĕçтерех,
Вĕçтерех,
Вĕçтерех,
Эп çĕклем
Ялава
Çӳлерех.
Вĕçтерех,
Анчах çул-йĕр
Тăрук
Татăлсан,
Çăлтăр евĕр куççулĕ
Типмесĕр юлсан, —
Пĕл: санпа эпĕр
Иккĕн
Нихçан парăнман.
Пĕл: санпа эпĕр
Вирлĕн
Кĕрешнĕ ялан.
Пĕл: санпа эпĕр
Çулнă
Хĕнпе хурлăха.
Пĕл: санпа эпĕр
Çăлнă
Тăван халăха».
...Çĕр салтак,
Пин салтак —
Рет те рет...
Сар тусан
Хыçалта
Вĕçтерет.
Чим, мĕн пулчĕ?
Трубач...
Сасна пăр!
Эй, хăюллăн,
Трубач,
Янраттар!
Анчах çук...
Ĕнтĕ
Чĕмсĕр
Трубач...
Юнпа витĕнчĕ
Ешĕл
Хупах.
«Эх, ыр тусăм,
Хура урхамах,
Калаçасшăнччĕ —
Пĕтрĕ сăмах.
Вирхĕнесшĕнччĕ
Çĕнĕ вăйпа,
Йыхăрасшăнччĕ —
Ӳкрĕ труба.
Ав килет çывхарса
Шурăмпуç.
Эх, курасчĕ те, —
Хупăнчĕ куç.
Пулинех!
Эпĕр иккĕн
Нихçан
Парăнман.
Сывă чух эпĕр
Вирлĕн
Кĕрешнĕ ялан.
Сывă чух
Эпĕр çулнă
Хĕнпе хурлăха.
Сывă чух
Эпĕр çăлнă
Тăван халăха!..»
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...