Сăвăра тупатăп эп вăй-хал


Янкăс юрă мар этем кун-çулĕ,

Яш чухне янкарлă ун шăпи,

Чĕрере пулсан хăть пĕчĕк çулăм

Пурнăç лавĕ йывăр мар пек пит.

Çĕрĕпе памарĕ канăç сăвă,

Çĕрĕпе лăскарĕ чĕрене,

Сăвăçсен шăпи çапла – мĕн тăвăн,

Хĕрхенмесĕр хăйне хăй хĕнет.

Пĕр никам курманнине курать вăл,

Пĕр никам илтменнине илтет,

Çавăнпа ăшра ун тăтăш тăвăл,

Кирлĕ чух вута, шыва кĕрет.

Тăванпа, туспа та пулăн урлă

Çулсăр-йĕрсĕр пурнăç анинче,

Пĕр пулсан кăна пирте сатурлăх,

Ыр пулсан хитре пек çут тĕнче.

Сисĕнмесĕр иртрĕ çамрăк ĕмĕр,

Хамăр пурпĕрех чунпа ача.

Мĕн начар пулнин каварлă сĕмĕ

Чĕрере ан юлтăрччĕ пачах.

Тӳнтĕрле тухсассăн ĕçĕм-хĕлĕм,

Тарăху пуссан чĕре çине

Шыраман эрех, ĕммен эп чĕлĕм

Пусарас тесе ăш çулăмне.

Хăш-пĕр чух чуна хĕссен йӳç эрлĕк,

Капланса килсен ăшри пăлхав,

Сурнă чух шăм-шаккăм çурлă-кĕрлĕ

Сăвăра тупатăп эп вăй-хал.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: