Ах, телейĕм! Чăтма çук телей...
Çĕр-тĕнче. Пĕр тĕнче. Кĕр! тĕнче.
Тата мĕн пур санран капмарри?
Пур! - чĕре ялкăшса вут сапни;
Пур! - чунри сăвă, чи тĕпĕнче!
...Çук - хыпмарĕ чĕре телейпе.
Çук - тухмарĕ чунри шăранса.
Тек çӳретĕп юри... шавласа.
Тĕк тăрса шутламасăр пĕрре.
Чăмăр-çĕр-çаврашка çаврăнать.
Пăлтăр-палтăр кумать ман кунçул.
Тĕл пулмарĕ хисеп, кану, мул.
Терт-инкекĕ - мăйран çакăнать.
Ах, сукмакăм - лапра та... пушхир,
Ăçта çитĕн каплах аташсан?
Пачах çĕтĕн, сыв пул, - тесе - Сан;
Çĕре кĕрĕç, ак, шăмă та тир.
Тек çӳретĕп Çĕре таптаса;
Кăсъе çĕтĕк - çил çеç... алхасать.
* * *
Чунăм, пур-ши эс ман? Çта-ши эс?
Чул-пăр катăкĕ çеç пуль эс халь.
Халь веçех - сивĕ, пушă, ахаль...
Чĕре тĕлĕ кăна - крĕст те крĕст.
Тĕнче пысăк та пит - вырăн çук
Ман валли - лăпланса... лăпчăнма.
Мăн - тĕнчи! Вырăн çуккă... чăна,
Хăть çĕр чăмăрĕ витĕр эс тух.
Шупашкарăм - шап-шурă хула...
Ма хура-ши ман шух шухăшсем?
Шухăшсем - шартлама... вутăшсем!
Вулакан, хăрасан - ан вула.
Анчах çук-тăк çак сăввăм та хăть -
Мĕн-ха ман? Кам-ха эп? Çта ман кил?
Ав, шавлать пек пасар: «Вырт та вил! -
Этемле пурнаймастăн-тăк кăльт!»
Пуçăм-шух ухăнать мăй çинче.
Чунăм, тух! - чунсăр юлнă тĕнче...
* * *
Тусăм, чунăм, пит ывăнтăн эс...
Пусăм-пурнăç пусать те ытла.
Шутласассăн апла та капла -
Шуса килчĕ аса тван кĕтес.
Кивĕ пӳрт, эсĕ çеç юлтăн - Тус.
Сивĕ, тăлăх пуль мансăр сана.
Хутса ярăп çитсе кмакуна.
Чуп, автобус, вĕçтер, ăнтăл, кус!
...Каç та анчĕ яла кĕнĕ чух.
Хапха пачĕ алне-хăлăпне.
Пилĕк çул ĕнтĕ çук ман анне.
Пин-пин çул тĕнче пулĕ! Вăл çук...
Хӳме урлă кĕретĕп киле.
Хӳсе хунă кĕртсем хапхана.
Вăр-хурах пек туятăп хама! -
Вăт кĕретĕп пӳрте... хирĕнсе.
Хура пӳрт! Ман шап-шур ĕнтĕ пуç.
Ална кӳр. Ах, тăкать тем ик куç...
* * *
Чӳречен сарă çапнă карри;
Ирсерен яр уçаттăм туртса;
Çĕн куна тĕл пулаттăм кулса;
Чĕн кăна - эпĕ санăн, иртни!
Мачча çӳллĕччĕ майсăр тем пек, -
Пач тытаймăн темле кармашса.
Халь тытатăп алла кăшт тăсса,
Тăрмашсассăн, тен, пуç та лекет.
Сăнӳкерчĕк кăна стена çи:
Мăнă, пĕчĕк, вăтам - этемсем!
Пулнă ĕлĕк ĕрет-тăвансем,
Ывăл-хĕрĕ, ватти те вĕтти...
Халь ăçта... çăварни? Çта мăнкун?
Манăçа тухрĕç-шим пуçĕпех?
Анăçа анса ларчĕç вуçех
Чăваш чысĕ те сумĕ тăрук.
Кам хуçа-ши кунта - çук пĕлме.
Ман ăçта-ши сăпкам халь, анне?
* * *
Эсĕ çеç асăмра халь... таси.
Эсĕ çеç халь пĕртен-пĕр... манпа.
Кунçулу пулчĕ хĕн-асаппа -
Атте кайрĕ те ир ытлашши...
Пилĕк чун, пилĕк пĕчĕк чĕре -
Пин суран! Пĕр телей пайăрки, -
Пĕр телей - ачапчу сывлани.
Пин суран - куççӳль-тинĕс... çĕрле.
Чăтнине - Турăлла чăтнă пуль.
Чăннипех эс ман Туррăм, анне!
Параймарăм сана пĕр парне.
Таяймарăм пуçа пĕр ним чуль.
...Урамра çӳрçĕр-сĕм ахăрать.
Турамлать чĕрене çил асни.
Çилĕн мар, асилӳн пуль касни!
Куç туллин умра пӳртĕм... хăрать.
Эсĕ çеç асăмра халь Таси!
Эсĕ çеç сăввăмра - мал сасси...
* * *
Мĕн ирччен кĕçĕр ларăп çырса.
Кĕçĕр чунăм çуталчĕ-ши, тен? -
Çутă уйăх пуль вăл - чĕнчĕ тем
Хаш та хаш çил ачин сывласа.
Ах, çуралнă тăван кив пӳртре
Сырса илчĕç сирми шухăшсем;
Туррăмран-ши... муртан-ши вĕсем?
Халь юлмарĕ пĕр ыйхă питре.
Хут листи халлĕхе тап-таса.
Мĕн-ши пулĕ кăвак çутăччен?
Кĕçĕр ларăп çырса мĕн ирччен.
Вĕçтĕр сăввăм кулса, ахлатса...
Тен, шăпам - таптаса тăракан
Темĕн йывăрăш сивĕ пăр-юр -
Ирĕлсе çăмăлланĕ те - Ыр,
Ыр çеç курăччĕ сăвăçă-Сан!
Умра шурă таса хут листи.
Пуçра - шухă та... тунсăх лĕкки.
* * *
Сăввăм - пăвăннă-хĕсĕннĕ чун.
Ăсăм - пуртă вакланă... турпас.
Сассăм - шăннă та пăсăлнă сас.
Сăнăм - кур та, хăпса алă сул.
Халĕ ĕнтĕ пит кирлĕ-ши эс,
Сăввăм, сăввăм - чунпа пĕртăван.
Савăн, савăн, хуçи саманан -
Паттăр Санăн тăма хал çитмест.
Ав, ларать чат пуçкаснăн, мĕлкен.
Хашлатать - вĕри çил пуль, чăнах.
Аташать - асилсе тем, ухмах.
Калаçать хăйпе-хăй тăр-пĕччен.
Ыйхăра ытарми Таяпам.
Йывăра ним тери те туймасть.
Пуç çапса кĕлтусан та - курмасть.
Сăвăç ӳкĕ - ял кулĕ: «Айван».
Кама кирлĕ терт-чунăм çунни...
Кайран пиллĕ, тен, Туррăм - чунри!
* * *
Пурнăç лавĕ ытла та капмар.
Пиçеймерĕ манран туртасси.
Тен, пиçейрĕ пулсан та - усси?
Хăть те мĕн каласан та - чăн мар.
Шаплатса ӳкни çеç халь - чăнни!
Эх, апла хăтланма та хал çук.
Тем çăратăп хута - ăçтиçук.
Тек шăлать çамкана ал çанни.
Чĕрем çеç - ялкăшан шĕл-кăвар!
Вăт чĕрем пур! Тата пур тĕнче -
Кĕтӳ кашкăр улать е мĕрче...
Ача пек е ытла та хăр-хар.
Те - мĕлке çак çурта çутинче?
Те - ларатăп эпех... тункатан?
Параппан-ши пуш пуçăм халь ман? -
Талтлатать шав тăнлав тĕлĕнче.
Чĕремре - ялкăшать шĕл-кăвар!
Тĕнчере - йăлт хăрать тĕш-тымар...
* * *
Таяпа çинче çук пĕр сас-чӳ.
Кӳршĕ йытă çури те вĕрмест.
Çил-тăман витĕр çын çӳремест.
Шухăшсем çеç пуçра - пĕр кĕтӳ.
...Ăшă сарчĕ пӳрте кăмака.
Мĕн кăна курман пулĕ-тĕр çак;
Хăй çумне тытса чăмăртĕ, ак -
Телей туйăттăм та, тупата!
Кăмакам, эс пĕçернĕ шӳрпӳ
Мĕншĕн тутлăччĕ-ши çав тери?
Ах, аннем - чун-чĕремĕн Турри,
Эсĕ кайрăн. Пĕччен халь пӳртӳ.
Эп те кайăп. Часах. Йăлт. Вуçех!
Чечекпе капăрланĕ тăпрам.
Сăввăма кулса вулĕ... такам.
Çил çеç кумĕ йĕрсе-чĕтресех.
Ну, мĕнех... Пĕртăван-кăмака,
Куç пекех туйăнатăн мана.
* * *
Сивĕ пурпĕр чĕре çумĕнче.
Тимĕр-хурçă шăнтать-ши çапла? -
Пĕлтĕртен ман кĕсъе - пăшалпа!
Перĕнме хатĕрленĕ йĕтре.
Е хуратăп ăна... çĕр айне.
Е куматăп... хĕве пытарса -
Пистолет!.. Пĕр «хури» пасарта
Сутрĕ шалт çеç пин çур тенкĕпе.
Миллион ырату самантрах
Ним юлми персе анĕç те - вăт -
Вăт усси санăн пулĕ, сив кольт!
Юн вĕрет... çак тăна пырсанах.
Çĕр çинче... те - эп пур, те - эп çук.
Мĕрчере - шуйттансем пур пулас.
Пур тĕнче, кӳршĕсем, хамăр кас...
Çук телей - хăть чĕлхе тăсса чуп!
Пăшалпа тухăп-ши... çул вĕçне?
Хăш алпа пусăп-ши пускăчне?
* * *
Çыртăм-çыртăм пуçа мĕн килет!
Çăртăм-çăртăм шурра хуратса...
Тӳрлетмесĕр пачах, васкаса;
Шурăмпуç, ак, кăçех çĕкленет.
Пулчĕ пуль пулмалли, ахăртнех.
Юлчĕ пуль пăнчă çеç лартмалли.
Куççӳль пек, сывлăм пек... юлашки!
Тăчĕ чунăм шăпа хĕрринех.
Кĕпçере - тăхăр граммлă тăхлан.
Пĕçертет тимĕре ал лаппи.
Чĕрере - вун чĕрен вут-таппи!
Кĕтесрен Тур юнать: «Мĕн тăван?»
Шак! шаклатрĕ, ак, пускăч-курок;
Шаплатайрĕ... пăшал урайне -
Нӳрĕк çапнă-тăр тар-патронне!
Тьху, осечка! Ăнмарĕ... пăртак.
Шурă пуçăм - юртан шурăрах.
Шурăмпуçăм, хăпар хăвăртрах!
* * *
Чĕремре - кисренӳ вăрçăлла.
Тăнлав тĕлĕ тапать талт та талт.
Ăсăм çук. Уссăм çук. Çук вăй-хал.
Пернеймерĕм çынла! - сăвăçла...
Халĕ... лар тĕлĕкле шак хытса,
Хăратса çĕрлехи тĕттĕме.
Мĕн çитмест пурăнма этеме? -
Çамрăк пуççăн тӳнесшĕн кăнса!
Кама кирлĕ-ши сăвăç пурри?
Ав, çемье те шак выçă пĕрмай.
Миçе çул ĕнтĕ, ĕнтĕ чылай.
Пулаймарăм никамăн ырри.
Укçа çук. Хуçа çук. Пуç та çук...
Ним те çук. Пур хаш сывлăшăм çеç.
Юлашки - юлташли... ши-чĕкеç! -
Йывăрланчĕ-çке пит те тăрук.
Пĕлеймерĕм ытла пурнăçа.
Пернеймерĕм çынла! - сăвăçла.
* * *
Каçĕ... Каçĕ! Пулман кун пек каç:
Сĕлеке пек таçта тăсăлать.
Свет юпи урамра тем нăйлать.
Пĕр вăй-халăм çук, пĕрчĕ те, пач!
Шухăшсем - сапаланчăк кĕтӳ -
Пĕр çĕре пухăнаймĕç халь тин.
Çĕр çинче çук усси пурăннин.
Çук усси, ак, выртсан та виллӳ.
Каçĕ... Каçĕ! Пулман кун пекки.
Перĕнни те пулмарĕ-çке тем -
Вилейми пулса çитнĕ этем!
Этем мар - урмăш шухăш пуххи...
Çут та çук. Пурăнман çуртсене
Сельсовет чарса лартнă çутма.
Ак, тӳнет çунса пĕтнĕ çурта.
Кăвак çут çĕкленет ял çине.
Каçрĕ... каçĕ -темле... ĕмĕр пек.
Çапрĕ-пачĕ! - алне мĕн килет.
* * *
Таркăнла вирхĕнетĕп ялтан
Хулана - çынлă... çумлă çĕре.
Хупаха - чăнкă... шăллă тĕле.
Шупашкарăн шуххи - мăй таран.
Манса кайăп çак тертлĕ каçа.
Канса ярăп мĕнпур этемле.
Çак каç улшăнтăм эп йăлт-темле.
Темĕскер кайрĕ урлă каçса.
Çын пекех пурăнаççĕ çынсем.
Сыв пекех курăнаççĕ тата.
Сиккипех тухаяççĕ ватта
Тӳресем, пуянсем, сыхçăсем..
Сăвăçсем, ма-ши сирĕн чунсем
Йăлт курнаççĕ тĕппи-витĕрех?
Ыратсан - ыратни вирлĕрех.
Юратсан - чун та парăр, туссем.
Сăвăçсем, сирĕнтен эп пĕри -
Çăлтăрсем!.. пĕлĕтре - тем тери.
* * *
Тӳпере курăнми таранах
Иксĕлми ырату ман, тăван.
Илеймерĕ чуна, ав, тăхлан.
Чун çӳрет халь йуле, ярханах.
Шупашкарăм шартать ялтраса.
Этемсем - вуç сĕм-тĕттĕм ку чух.
Сăпай мар халь чăваш - майсăр шух!
Тек кумать саманан анраса.
Сутăнаççĕ тĕпрен «ăслисем»,
Ал пусаççĕ «урра» кăшкăрсах.
Шур Çуртра... шăл шурри курсанах -
Ай, шăлаççĕ тĕк май аллисем.
Пуху-туй-банкетсем - йăлт та ялт!
Ялсенче - пĕр юпа та çутмасть.
Уйсенче - машин-трактор чупмасть.
Çук та ĕç - шабашра чăваш ял.
Чăваш Ен, - теççĕ, - эксперимент!
Сăмахсем... Пушă çил, тен, вĕрет.
* * *
Сăмахсем... Урăх чĕнмĕп сăмах.
Шухăшсем... Тек шутламăп шурса.
Шурлăх тăрăх çын евĕр шуса
Çӳрĕп йыш-кĕтӳре ыранах.
Тăнлава урăх тĕкмĕ пăшал.
Мĕн тума хама хам пушкарас?
Ак, ĕçес «самопал» та ташлас -
Чун, çул пар, сирĕл, хăп, на... пошел!
Ӳкесле ташша çап та - ясар;
Хĕрт, пике, чăнкăланнă ӳте!
Те - шуйттан халь эп, те - упăте!
Ыр этем, тĕл пулсан - манран тар...
Каярах, вăй пухса куç уçсан -
Ай Турах, чунăм тухнă пулас!..
Çырас мар кун пирки - лăш хăсас.
Вăт çапла... сăвăç-савăнăç Сан.
Сăмахсем... Çук пĕрре те сăмах.
Шухăшсем... Тур ăнланмĕ-тĕр, ах!
* * *
Туррăм, пур-ши эс ман? Çта-ши эс?
Тусăм, пур-тăк - каçар та вăй пар.
Туллин сывлăттăм! Кил, çумма лар.
Чунăм тӳннĕ, тăма хал çитмест...
Хăй çинчен çеç шутлас-тăк - тем мар;
Ах, çунать-çке чун Халăх çинчен!
Вăйсăрланчĕç чунсем чăвашсен...
Куçкĕретĕн хăрать йăх-тымар.
Чăваш çыннăм - тĕнче пуçлавçи,
Ма усатăн пуçна эс паян?
Юттисем-чеесем - ян та ян!
Эс вара килӳнтех - ют тарçи.
Чĕн йăвашăм, кĕрле Атăлла!
Чăн чăвашăм, халь урăх май çук.
Санран эп те вăй илĕп тăрук -
Вара пулăпăр! Пултăр çапла!
Тусăм, пур-ши эс ман - хурăнташ?
Сăввăм тухрĕ чунран - хаш та хаш...
* * *
Çĕр-тĕнче. Пĕр тĕнче. Кĕр!-тĕнче.
Ав, епле çил-тăманĕ касать.
Ман кĕтӳ-шухăшлах - алхасать.
Тен, пушатрĕ ман пек... кĕленче?
Пурпĕр мар-и? Чăтас та - пурнас,
Кăшласан та кунçул антăхсах;
Ӳкиччен шурă пуç татăлсах;
Туррăм панă çулпа тек утас.
Çулăн вĕçĕ пуль - çут тăван кил!
Тĕнче тăрăх кумса-çапăнса
Сăввăм çитĕ-ши Çул çаврăнса?
Хам çуралнă пӳрт çеç парĕ пил.
Ах, телейĕм, чăтма çук телей -
Шеп ачалăхăм килчĕ аса...
Эп халь - ырă, çунатлă, таса!
Эп - тĕнчешĕн çуталнă Хĕвел.
Чунăм, кул, вĕçсĕр савăн - пурнан!
Сывă пул! - тесе калăн... ыран.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...