Телей уççи


Кăмпасем пур-ши, çук-ши тесе пĕррехинче вăрмана кайнăччĕ. Пынă май пĕр юмана куртăм. Юманăн пĕр пĕчĕк хăвăл пурччĕ, хăвăлĕнче пĕр пĕчĕк шăтăк, шăтăк умĕнче — алăк.

Тук-тук-тук, — шаккарăм алăкне.

Темĕнле палламан кайăк, тĕлĕнмелле хитрескер, алăка уçрĕ.

— Кам кирлĕ сана?

— Юман шăтăкне куртăм та шаккарăм.

— Эсĕ мĕн ятлă?

— Оксана тесе чĕнеççĕ.

— Мана та Оксана тесе чĕнеççĕ, мĕн тери телей! — йăл кулса çунаттисемпе çапса илчĕ кайăк.

— Кĕр, чей ĕçетпĕр.

Эпĕ хăвăла кĕтĕм. Кайăк мана чейпе хăналарĕ.

— Асанне чирлĕ те, ăна валли чиртен сывалма курăк шырама тухрăм, — тетĕп эпĕ.

— Ан кулян, эпĕ сана уçă паратăп. Тăх, тăнитух, бах,чиртен курăк тесе калатăн çеç, сан асаннӳ сывалĕ.

Уççа илтĕм те савăннипе килелле вĕçтертĕм, кайăка тав тума манмарăм.

Киле çитсен, килтисене тĕлĕнтермĕш кайăкпа паллашни çинчен каласа кăтартрăм. Вĕсем ĕненмерĕç.

Эпĕ:

— Тах, тăнитух, бах! — терĕм, — чиртен чĕртекен курăк кирлĕ!

Пирĕн ума курăк тухса тăчĕ. Ăна асаннене патăм. Темиçе кунтан асанне сывалчĕ. Уççине телейлĕ уçă тесе пуçтарса хутăмăр.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Чип-чип чăваш текстĕнче ют çÿпĕ (2009-08-20 10:59:09):

Tĕlĕnmelle japala. Texcĕ jurallă tasa căvaš cĕlhipe şyrnă pulin te un ăšne jut sassa jurijeh kĕrtse lartnă tejĕn. Şyravşă vyrăslah šuhăšlat' pulas. «Бах!» meštomettĭ căvaš cĕlhince şuk, unăn căvašla ekvivalencĕ: kĕrĕs! «Тăх, тăнитух, бах» şavrănăš şyravşă šuhăšlasa kălarnăsker. бахне пах е вах-па ылмаштарма пулнă. Анчах темшĕн-çке вырăс чăваш чĕлхине кунта та çĕнсе хунă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: