Пĕрремĕш сăмахсем
Юрлама-ташлама пĕлмен çынна тункатаран тунă теççĕ. Ваççа пирки те çапла калама пулать-и, тен? Çирĕм пилĕк çула çитсе те ял умĕнче савăнса курман вăл.
Шкулта вĕреннĕ чухне Ваççан тус-тантăшĕсем хорта юрлатчĕç, тĕрлĕ яла кайса концертсем лартатчĕç. Ваççа вĕсемпе çӳремен. Тусĕсем те чĕнсе курман ăна. Пĕлмен çынпа мĕн тăвăн? Çав туссенчен хăшĕ-пĕри кăна яла юлчĕ, ыттисем хулара пурăнма пуçларĕç. Шăматкунсемпе вырсарникунсенче килкелеççĕ. Эх, ташлаççĕ те вара вĕсем клубра!
Ваççа хулана каймарĕ. Салтакран килчĕ те ялтах ĕçлеме тытăнчĕ. Малтанласа Шупашкаралла вырнаçма шухăшĕ те пурччĕ-ха унăн, анчах пĕччен амăшне епле пăрахса хăварăн? Халĕ вăл ун-кун пирки шухăшламасть те. Ялта хăнăхнă. Ялтах пурăнма аван. Анчах каçĕсем ытла пĕрешкел-çке? Кичем. Ял клубĕнче те интересли нимех те çук. Каччăсем пурте, унран çамрăкраххисем те, аслăраххисем те хĕрсемпе çӳреççĕ. Ваççа кăна пĕччен. Хĕр тени çук ун.
Юрату пирки Ваççа нумай илтнĕ. Телевизорпа та сахал мар кино курнă. Пĕлтĕр тата Галя билиотекарь вулама сĕнсе пĕр кĕнеке парса ячĕ. Кĕнеки килĕшрĕ. Ятне манса кайнă ĕнтĕ. Темĕнле Сильва çинчен каласа панăччĕ унта çыравçă.
Хăй вара юратса курман. Ун шучĕпе, çав таса туйăм çын патне ĕмĕрте пĕрре килмелле. Тытма ĕлкĕреймесен çухалать те, урăх тупма та çук вара ăна. Анчах темшĕн-çке вăл пĕрре те астивеймерĕ юрату туйăмне...
Тавралăха каç сăнĕ çапнă-çапман Ваççа çĕнĕ шăлавар, инкĕш хуларан илсе килсе панă çăм свитер тăхăнчĕ. Урамра сивĕ — хĕлле.
Клуба çитсен кĕтмен хыпар пĕлтерчĕç: самрăксем кӳршĕ яла концертпа пуçтарăнаççĕ-мĕн. Ваççа мĕн тумаллине пĕлмерĕ — каймалла-ши е каяс çук? Килте ним тума аптăрамалла. Ир тăма ака-суха вăхăчĕ мар, çавăнпа каçах выртса çывăрма та кирлĕ мар. Кӳршĕ ялта та ним кăсăклиех çук... Аптрамалла. Тепĕр тесен, тухса утсан аванрах-и? Тен, паллакан арçыначасемпе тĕл пулĕ?
Ваççа никамах та курмарĕ. Петĕр трактористпа сăмахларĕ. Лешĕ халĕ кăна вăрмантан çитнĕ-мĕн, хĕрĕнкĕрех, килне çывăрма кайрĕ. Розăпа калаçрĕ. Анчах калаçу-тавраш пулмарĕ. Нумай вăхăт курманран-ши, сăмахсем çыпăçмарĕç.
Ваççана кичем пулчĕ. «Артистсем» концерта хатĕрленекен пӳлĕме кĕчĕ те тусанпа витĕннĕ «Клубная самодеятельность» журнала алла илсе пĕр кĕтесе вырнаçрĕ. Малтан журналти ӳкерчĕксене пăхса тухрĕ, унтан пысăкпа çырнă статья ячĕсене вуланçи турĕ. Нимĕн интереслиех те çук. Журнала шкап тăрне ывăтас терĕ кăна, хăй те ăнланаймарĕ, унăн куçĕсем темĕнле палламан куçсемпе тĕл пулчĕç. Хура, ялкăшакан çивĕч куçсем... Кам ку? Хĕр. Палламан хĕр. Çак ял хĕрĕ. Нумайăшне, пурне те тенĕ пекех, паллать Ваççа ку ялта. Кăна вара курман.
Каччă пăлханса ӳкрĕ. Хĕрсемпе нихăçан та çакăн пек кăсăкланман вăл. Халĕ вара мĕн пулчĕ? Юрату? Çук, çук. Кулăшла пулнă пулĕччĕ.
Хĕр çинчен куçне илеймесĕр пăхать Ваççа. Хĕрĕ те, мăшкăлланă пекех, чарусăррăн сăнать, куçĕсене тартма шухăшламасть те. Пăхать, пăха-а-ть... Акă, куçĕсем унăн кăшт тĕксĕмленчĕç. Хĕсĕнсе, аран-аран пăхаççĕ. Ыратаççĕ-тĕр çак самантра вĕсем. Ваççа пĕлмест мĕн тумаллине. Вăл та халĕ тӳлеккĕнрех, лăпкăнрах, ачашрах сăнарĕ ăна.
Хĕр пуçне усрĕ. Каччă çине пăхма вăй пухать тейĕн. Çав вăхăтра ун патне тантăшĕ пычĕ, тем каларĕ, таçта чĕнчĕ. Вăл пĕр вырăнтах тăчĕ. Каллех Ваççа çине пăхрĕ. Епле илемлĕ унăн куçĕ, унăн çӳçĕ, унăн кĕлетки! Епле илемлĕ унăн тути, ăшă тутăрĕ, пушмакĕ! Ваççа кун пек черченлĕхе халиччен те курман. Тен, курнă та-и, анчах çакăн пек таса илемлĕхе, таса ытарăва асăрхаман. Чĕре кăлтлатать, чун сӳлешет. Мĕнле паллашмалла унпа? Епле пуçарса сăмах хушмалла?
Ваççа алли çине пăхрĕ. Мазута пула хуралса ларнă вăл. Юрĕ-çке, ăна кĕсьене чикме пулать. Анчах мĕнле хăю çитерсе пĕрремĕш сăмахсене каламалла-ши?
Хĕр тантăшĕпе пӳлĕмрен тухрĕ. Ваççа шикленсе ӳкрĕ: килне каймарĕ-ши? Çук, вĕсем залра иккен. Каччă лăпланчĕ.
Кĕçех концерт та пуçланчĕ. Туçа çамрăкĕсем хорпа та, пĕччен те юрларĕç, такмак каласа та ташларĕç. Ваççа вăл вăхăтра куракансем хушшипе пĕр ретрен тепĕр рете куçрĕ, хĕр патнелле çывхарчĕ. Куракансем ăна шăппăн вăрçма пуçларĕç. Хĕр хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Халĕ ĕнтĕ Ваççан кăмăлĕ пăсăлчĕ: ун çывăхне пыма çук, — аван мар.
Хăрушă пулса кайрĕ. Акă, кĕçех концерт пĕтет, залра çутă çуталать, вара пурте ташлама пуçлаççĕ. Ваççа ташлама пĕлмест, çавăнпа та хĕр патне каллех пыраймасть. Апла пулсан, епле паллашмалла? Епле-ха ăна хăй килĕштерни çинчен, çук, юратни çинчен, пĕлтермелле? Тен, темĕн пăтраштарать Ваççа? Э-э, çавах мар-и? Юрату-и, мĕн-и унта — шухăшлама вăхăт çук. Мĕнле те пулсан пĕлтермелле.
Мĕн шухăшласа тупмалла-ши? Сцена çине тухса юрлас — юрлама пĕлмест. Тен, юрлама пулать те пулĕ, тулĕк сăмахĕсем çук-çке. Çук, май килмест. Ташлама та пĕлмест иçмасса. Сăвă каласан? Сăвăсем те асран çухалнă. Эх, вĕренмелле пулнă пĕр-ик юрă, пĕр-ик ташă, пĕр-ик сăвă... Кăтартнă пулĕччĕ халĕ Ваççа! Хĕрпе паллашасси те çакăн пек пысăк ĕç пулса тăмастчĕ... Чим-ха, пĕр сăвă пĕлетчĕ вĕт-ха вăл? Галя библиотекарь шӳтлесе çырса панăччĕ. Ваççа ун чухне çав сăвва темиçе хутчен вуласа тухрĕ те хăй сисмесĕрех пăхмасăр вĕренчĕ. Лайăх янăратчĕ вăл. Сăмахĕсем тата! Мĕнле пуçланатчĕ-ши? Аха, акă мĕнлв:
Ăнсăртран сана тĕл пултăм,
Вут хыптарчĕ тĕл пулу...
Тен, вуласа памалла? Анчах ăнланĕ-ши ăна хĕр? Ухмах вырăнне хумĕ-ши? Э, мĕн пулать те мĕн килет!
Хыпаланса «артистсен» пӳлĕмне кĕчĕ. Концерт «пуçлăхĕ», Валя, ăнланаймарĕ ăна: хэ, Ваççа сăвă вуласшăн. Мĕн шут тытнă вăл, ăсран тайăлнă пуль...
— Вĕçне çитиех пĕлетĕн-и? — ыйтрĕ вăл.
— Ахă, — тавăрчĕ Ваççа.
— Такăнмастăн-и?
— Çук пуль. Пĕр пуçласан, пĕлетни, эп такăнмас. Пуçланă чухне кăна кăшт пăлханма пултарап...
— Халĕ ташăсем пуçланчеç... Лайăх та мар сăвă вулама... Мĕн çинчен сăвви?
— Юрату çинчен.
— Ӑ-ă-ă... — Валя пушшех тĕлĕнчĕ. — Апла пулсан, вулах.
Ваççа сцена çине тухасса никам та кĕтмен. Туçа хĕрĕсем, залра лараканскерсем, йăшăлтатса илчĕç, тем хыпар илтме хатĕрленчĕç.
— Эп сире пĕр сăвă вуласа парап, — терĕ Ваççа, хăй çакăнтах тĕттĕм залра ларакансем хушшинче хĕре шырарĕ. Лешĕ курăнмарĕ. Ваççа татах тĕсесе сăнарĕ. Лешĕ çаплипех курăнмарĕ. Урăх чĕнмесĕр тăма юраманнине аса илсе сăмаха малалла шутарчĕ. — Лайăх сăвă. — Тата тем калас тенĕччĕ, анчах тăруках паçăрхи хĕре асăрхарĕ те тăр-тăр чĕтресе илчĕ, пур вăйне пухрĕ. — Итлĕр! — кăшкăрчĕ вăл.
Ăнсăртран сана тĕл пултăм,
Вут хыптарчĕ тĕл пулу.
Тунсăхлăн пăхса эп тăтăм,
Тыткăнларĕ сан куллу.
Ӑнсăртран сана юратрăм,
Хĕмлентерчĕ юрату.
Пĕтĕм канăçа çухатрăм,
Асăмрах тăрать сăну.
Уйрăлатăп ăнсăртран-ши,
Уйрăлу чуна касать.
Саврăм эп сана мĕн ма-ши,
Халь чĕрем вутра çунать.
Пĕр чарăнмасăр, пĕр такăнмасăр вуларĕ Ваççа, сăвăри хăш-пĕр сăмахсене хăйне кирлĕ пек улăштарса лартма та ĕлкĕрчĕ. Сассийĕ пĕрре хытрĕ, тепре çемçелчĕ, пĕрре йăвашланчĕ, тепре хастарланчĕ. Залри халăх ăнланаймасăр пăхрĕ ун çине. Хĕр кăна, çак сăмахсене тахçантанпах илтесшĕн пурăннăн, каччă çинчен куçне илмерĕ, халь-халь ун патне сцена çине сиксе тухас пек малалла туртăнчĕ...
Ваççа сцена çинчен анса «артистсен» пӳлĕмне кĕчĕ. Ял хĕрĕсем чĕнмесĕр тăчĕç. Темрен асăрханчĕç.
Вăл куçне хупрĕ. Ывăннине туйрĕ. Урисем сăрăлтатаççĕ, аллисем чĕтреççĕ. Унтан урама тухрĕ.
Каçĕ илемлĕ. Ваççа пĕчченех тăван ялне утрĕ. Кайсан-кайсан, чарăна-чарăна тăрса сцена çинче пулса иртнине тепĕр хут куçĕ умне кăларчĕ. Тата... чĕринче çуралакан пĕрремĕш сăвă йĕркисене пăшăлтатрĕ. Вĕсенче вăл паянхи каçа, хăйне евĕрлĕ паллашу самантне мухтарĕ.
Шухăшĕнче залра ларса юлнă илемлĕрен те илемлĕ хĕр пулчĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...