Хур кайăксем


Шур пĕлĕт витĕр, шыв-шыв урлă,

Çунатсене сула-сула,

Карталанса иртеççĕ хурлăн

Хур кайăксем кăнтăралла.

 

Чĕпписене чипер ӳстернĕ,

Вĕрентнĕ акăш ташшине.

Тек ашшĕ-амăшне кĕттермĕ,

Хĕр-каччă тупĕ мăшăрне.

 

Карталанса ташлаччăр-и-пĕр,

Шур акăшсем ташланă пек.

Вăхăтĕнче ташланă эпĕр

Каç-каç йăмра кашланипе.

 

Чун юратни пуртан юрланă,

Вăл çуккипе чун çуннăран...

Çамрăксене телей йăранĕ

Пехиллемешкĕн те манман.

 

Хур кайăк пек вĕçсе кайма та,

Тен, вăхăт çитнĕ кĕр енне.

Çапах пулас килмест-ха ватă

Тăван, юлташ нумай чухне.

 

Пире шăварнă сиплĕ çумăр

Вăй патăрах çĕн хунава.

Аçа çапса сив пăр ан çутăр

Сар кайăк тунă чух йăва.

 

Хур кайăк картисем пек иртĕç

Кунсем, çулсем кĕр еннелле.

Ешертĕрех вăрманĕ, хирĕ,

Кĕтсе татах çитес хĕле.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: