Шăрăх кун
Кашни çулах, черетлĕ отпускра, тăван яла çитсе курма тăрăшатăп. Пĕр пилĕк куна пулсан та. Çулталăк хушшинче ялта пысăк улшăнусем пулмаççĕ, çапах та кăсăклантаракан япаласем хушăнсах пыраççĕ: хăшĕ çĕнĕ пӳрт кăрнă, хăшĕ темиçе йывăç лартнă, хапхине тимĕртен тунă. Çырма-çатра тăрăхĕнче ватă йăмра хуçăлса аннă, тĕпĕнчен хăвалăх ашкăрса хăпарать. Пур, пур çĕнĕлĕхсем — савăнмалли те, хурланмалли те. Лайăххисем кăмăла çĕклеççĕ, аламисем — чуна тивеççĕ. Питĕрех те вара шкула çӳренĕ вырăнсем — Арман тăкăрлăкĕ, Арман пĕви, шурлăх, Пачăшкă çăлĕ, Микуш çăлĕ, Матви çăлĕ чуна пăлхантараççĕ, ачалăх саманчĕсене аса илтерсе эрлентерсех яраççĕ. Çавăнпа шкула çӳренĕ çулпа васкамасăр, шухăшсемпе тулнă пуçа усса, çĕнĕрен утса тухатăп. Яланах. Виçĕ хурăн тăвĕ — ялăн чи асамлă вырăнĕ. Тăрне хăпарсан хăвна кайăк пек туятăн: ял çийĕпе вĕçсе кайăттăн çунаттусем пулсан. Кунтан пăхсан тавралăх алă тупанĕ çинчи пекех!
Паян та çав юратнă ту çинче пултăм. Чун каниччен сăнарăм яла пысăк чул çине ларса. Кăнтăрла çитнине те сисмерĕм. Хăпартам улăх енчен. Ту пуç енчен анатăп. Çӳлте, ту çинче, хĕвел хĕртни темех марччĕ, варкăш çил ачашлани тарлама памастчĕ. Сывлама та уçăрахчĕ. Кунта вара, ту айĕнче, хĕвел вĕри çатма пек пĕçертет. Сывлăш юхăмĕ çук, ăшши парса тултарнă мунчари пек. Çара пуçа хĕвел пайăркисем çӳç витĕрех тирĕнеççĕ.
Умри çырма пысăках мар. Вырăнĕ-вырăнĕпе вĕрлĕксем пăрахса тунă каçма урлах çӳреççĕ çынсем. Хăш-пĕр çĕрте тăватă-пилĕк лаптăк чул хурсах каçма ункайлаççĕ, урисене йĕпетмесĕрех.
Эпĕ çӳлерех ларакан кĕпер патне кайса тăмарăм, шăлавар вĕçĕсене йĕпетес мар тесе тавăрса ятăм та чулсем тăрăх çитсе тăтăм çырман тепĕр енне. Шăлавара якаткаласа тăнă хушăра сисмен те — юнашар пĕр хĕрарăм чарăнчĕ. Çумĕнче икĕ ача: пĕрне йăтнă, теприне çавăтнă.
— Авă, пичче пулăшать-и, кала-ха ăна, — терĕ хĕрарăм çумĕнче çарран тăракан арçын ачине кăшт хул пуççинчен тĕртсе.
— Мĕн, каçармалла-им? — пулăшу кирлине ăнланса ыйтрăм вĕсенчен.
— Эччĕ, хăрать çĕнĕ санталине йĕпетесрен... Ах, туру-у, эсĕ мар-и ку, Антун? — сасартăк сасси чĕтрерĕ хĕрарăмăн.
Эпĕ кĕтмен тĕл пулуран тĕлĕннипе сисмесĕрех кăшкăрса ятăм:
— Петĕç, Варя!
— Эпĕ, Антун, эпĕ-ĕ!..
Кăкăрта ăшă хум вăраннă пек пулчĕ.
— Пăх-ха эсĕ ăна, — куçĕ чарăлса кайрĕ хĕрарăмăн, — хула çынни тесе пĕр ялсене паллайми те пулса кайнă-иç!
— Уншăн мар-ха, Варя, çырма урлă каçнă чух унталла-кунталла пăхмарăм пулмалла — асăрхаймарăм. Каçар! — тӳрре тухасшăн пултăм эпĕ. Вара ун умнех пырса тăтăм. Тĕрĕсех, Варя ку, пĕрле вĕреннĕ. Пĕрле ӳснĕ Варя, анчах мĕнле улшăннă вăл! Шеллесех кайман курăнать ăна пурнăç. Хĕр чухне çаврака та яка питлĕччĕ, кĕлетки те тăп-тăпччĕ. Çинçе пилĕкĕ, тулли кăкăрĕ, хура куçĕ, çурăм хыçĕнчи икĕ çивĕчĕ такама та илĕртнĕ.
Халĕ вара ман умра ырхан хĕрарăм тăрать. Çеçкеллĕ кĕпи, кивелнĕ пирки, тĕссĕрленнĕ. Пуçтарса çивĕтлемен çӳç пайăркисем кивĕ тутăр айĕнчен арпашăннă. Калушĕсене çара уранах тăхăннă, ура хырăмĕсем çинче пăçрак шыв тумлисем Типнĕ çурта пек, анчах куçĕ вара çамрăк чухнехилле, чĕрене хумхантармалла пăхать çăра куç харшисем айĕнчен. Çапла, ял çыннисемпе, нушапа, хуйхă-суйхăпа чипер сăнĕсене вăхăтсăрах çухатаççĕ.
— Ватăлман та эсĕ, Антун, — ăшшăн илтĕнет Варя сасси. Эпĕ шартах сикетĕп: хĕрарăм халь хăй çинчен шухăшласа тăнине сиснĕ пек туйăнчĕ.
Эх, Варя, Варя! Чун çунтармăшчĕ вĕт эсĕ манăн. Халĕ асна илетĕн-ши хутран-ситрен? Çук пуль, çук пу-уль. Ĕçрен пушанса, пĕр-пĕччен ларса аса илӳсемпе айкашма ялта вăхăт та çук. Ир тăмалла, вут хутмалла, вучах чĕртмелле, апат пĕçермелле, кил-çуртра пуçтармалла, выльăх-чĕрлĕх картара кĕтет, колхоз ĕçне те васкамалла. Унтан таврăнсан — каллех хуçалăх. Ĕçĕ мăй таран — минтер çине пуçна хуриччен пушанаймастăн. Куллен çапла.
...Шкулта юлашки шăнкăрав кунĕ иртрĕ. Эпир халĕ экзаменсене хатĕрленетпĕр. Кăнтăрла кĕнекесемпе, тетрадьсемпе ларатпăр, каçсерен вара, хамăра каччăсемпе хĕрсем пек туйса, клуба тухатпăр. Ун чухне магнитофон таврашĕ пулман, баян калама вара ялта пĕр çын кăна ăстаччĕ. Вăл та ватă, клуба, вăййа-мĕне тухмасть. Çавăнпа кану каçĕсенче эпĕ çамрăксене хут купăс каласа ташлаттаратăп.
Пĕррехинче ташă-вăйăсем хыççăн Варя пурăнакан урама çитсе тухрăм. Пĕри, çула май, килнелле кĕрсе юлать, тепри тăкăрлăкалла пăрăнать. Çапла ял вĕçĕнче иккĕн тăрса юлтăмăр. Сад çумĕнчи сак çине лартăмăр. Пĕр-пĕрне экзаменсене мĕнле хатĕрленнине кала-кала паратпăр. Виçĕ предмет юлчĕ-ха. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕ пĕтсе пырать. Кунсем вăрăм, çĕрсем кĕске, çурçĕр çитеспе кăна ял ыйха путать. Каçĕ тӳлек: тӳпере уйăх та çăлтăрсем. Кăштах ăшă çил вĕрни сисĕнет.
Эпир ларакан вырăна çырма леш енче пурăнакан Коля пырса тухрĕ, иртнĕ кĕркунне çеç салтакран таврăннăскер. Ялта тракторпа ĕçлет. «Э, илтнĕччĕ çав Варя çумне çулăхать тенине», — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш.
Çапах ним пулман пек виççĕн пĕр кана шакăлтатса калаçса лартăмăр.
Тепĕр кунне, кăнтăрларахпа, кĕнекесем вула-вула пуç ырата пуçласан, витре илсе çăла шыва кайрăм. Аннепе иккĕн кăна пурăнатпăр. Икĕ аппа та икĕ пичче мана, тĕпкĕче, тăван йăвара хăварса аяккалла тухса кайрĕç. Анне ахаль те чирлĕрех тăрать, çавăнпа пур ĕçе те хамăн тумалла: шыва та каятăп, урайне те çăватăп, апатне те хамах пĕçеретĕп.
Тулли витресемпе çырма урлă каçнăччĕ кăна (халь тăракан вырăнтахчĕ пулас), мана Варьăпа унăн пускилĕ Литюк тĕл пулчĕç.
— Паян эпир Турикасра ташă каçĕ ирттерес тетпĕр. Пырăн-и пире ташлаттарма? — куçран пăхрĕ Варя. — Литюксен хут купăс пур, тулĕк калакан çук пирĕн касра.
— Клубра, мĕн, килĕшмест-им вара? — лартрăм çĕре витресене.
— Ара, урамра уçă сывлăш, ирĕклĕх, — ихиклетсе илчĕ Литюк.
— Çанталăкĕ уяр паян, — тантăшĕ майлă туртрĕ калаçăва Варя. Мĕнле, пыратни, курнăçланчăк каччă марччĕ-ха эсĕ.
— Хĕрсем савса чĕнсен епле пымăн? Хĕвел аниччен пырса ларап йăмра айне. Юрĕ-и?
Шаннă йăвара кайăк пулмарĕ хĕрсемшĕн çав каç. Темле кĕтреç пулин те тухаймарăм: анне хытăрах чирлесе ӳкрĕ те вырăнпах выртрĕ- Апата та хамăнах пĕçермелле пулчĕ, сурăхсене кĕтӳрен илтĕм, ĕнене те хамах сурăм. Юлашки ĕçпе вара сехет ытла аппалантăм пуль. Алăсем кӳнĕхех çитмен — ывăнаççĕ пӳрнесем, суса пĕтериччен икĕ витре çĕрулми çисе ячĕ ĕне.
Виçĕ куна тăсăлчĕ анне чирĕ. Манăн ăна пăхмалла, экзаменсене хатĕрленмелле, кил-çурта тасатмалла, тирпейлемелле, выльăхсене ирхине кĕтĕве хăваласа, каçпа кĕтсе илмелле. Эпĕ кайран илтрĕм: Варя мана кĕтсе илеймесĕр, çилленсе, Кольăпа çӳренĕ имĕш.
Мана вара виççĕмĕш экзамен иртсен:
— Пиçмен пашалу иккен эсĕ, хăравçă, — терĕ. Çупса янă пекех пулчĕ ку. Эпĕ ăна-кăна ăнкарса иличчен икĕ çивĕтне çурăмĕ хыçнелле ывăтрĕ те тантăшĕсемпе шкул кил картинчен тухса та кайрĕ.
...Кĕнекесем, тетрадьсем, комисси умĕнче чĕтревпе хумханусем хыçалта. Малта вара — ирĕк, ĕмĕт, юрату, пурнăç. Акă эпир юлашки каç пурте пĕрле. Вунă çул кĕтнĕ çак саманта. Пире шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен документ — аттестат пачĕç. Пуçра — савăнăç, чĕрере — савăнăç, чĕре — сиксе тапать, юн — сиксе вĕрет. Шкул коридорĕнче, кил картинче музыка кĕрлет. Таçтан тупса килсе лартнă магнитофон вырăсла, акăлчанла, нимĕçле тата темле чĕлхепе те юрлать. Проигрыватель вальссем, полькăсем шăрантарать. Эпир вара ташă кĕввисемпе явкаланатпăр, хуçкаланатпăр, вальс çеммисемпе çаврăнкалатпăр. Хĕрсем — паха чечексем. Çак юлашки балшăнах ятарласа çĕлеттернĕ кĕпесемпе, çӳллĕ кĕлĕллĕ пушмаксемпе. Пуринчен те тĕрлĕ йышши духи шăрши çапать. Каччăсем те аптрамаççĕ, пĕри тепринчен хӳхĕмрех. Хăшĕ-пĕри хăй сисмесĕрех сылтăм аллипе пиншакăн хĕв кĕсйинчен хытă хута — аттестата — хыпашлать. Никам та сехет çине пăхмасть. Çурçĕр иртнĕ-ши, çутăлать-ши — кама кирлĕ халь вăхăт? Ташла та юрла!
Ташларăм та, юрларăм та, ташлаттартăм та, юрлаттартăм та. Варьăна пăхса тăранаймăн, куçа илсе пулмасть. Чăлт шурă кĕпепе, шурă пушмакпа, çивĕчĕсен вĕçĕнче те икĕ шурă хăюран тунă бант: лили чечекĕ ĕнтĕ. Ташăран пушанаймасть те, е пĕри пырса пуç таять, е тепри. Епле ывăнмасть вара, лĕпĕш пекех çăмăл, шурă лили пек илĕртӳллĕ. Эпĕ те темиçе ташă ташларăм хĕрпе. Халиччен кун пек çывăх тăманччĕ унпа. Алли кăпăк пек, тути хĕвел ăшшине туйса сарăла пуçланă мăкăнь чечекĕ пек. Çӳллĕ кăкăрĕпе манăн кăкăра сĕртĕнсен çӳçентерет, сывлăша пӳлĕнтерет.
Тепĕр ташă пĕтес умĕн Варя хăлхаран:
— Атя-ха, Антун, çăл патне анса килер — питĕ шыв ĕçес килет, — терĕ.
— Кунта шыв çук-им? Ав, сĕтел çинче сăмавар — чей ĕç.
— Çу-ук, — пуçне пăркаласа ман çине пăхать хĕр, — манăн сивĕ шыв ĕçес килет. Пымасан пĕчченех кайăп.
Алла-аллăн тытăнса тăкăрлăкпа çăл патнелле анатпăр. Çуллах каç кĕске çав, хĕвел тухăç шупкаланнă. Алтăр çăлтăр та ӳпĕннĕ. Сывлăшра сирень шăрши те çĕмĕрт шăрши.
Варя валакран шарласа юхакан шыва ывăçĕ çине иле-иле ĕçет.
— Пулчĕ-и?
— Пулчĕ. Аллуна пар-ха, атту кунта чуллă.
Хăпарнă вăхăтра та Варукăн çемçе те вĕри алли ман алăра.
— Сивĕ мар-и сана? Пиншака парам-и, тен?
— Тинех тавçăрса илтĕн. Çӳçентерет çав кăштах.
Эпĕ хĕр хул пуççийĕ çине пиншака уртса яратăп. Ăшă тĕл пулу самантлăха ӳсĕрĕлтерсе янипе хĕре çинçе пилĕкĕнчен тытатăп та çума чăмăртатăп. Варя чĕнмест, анчах ман çума çемçен тĕршĕнет аллисене кăкăр çине хурать. Тулса çитнĕ хăватпа хĕре пит çăмартинчен чуп туса илетĕп. Варя, карт туртăнса, ман умран пăрăнать.
— Ай, Антун, мĕн тăватăн вара эс?
Эпĕ шарламастăп. Темле вĕри юн пуçа çитсе çапрĕ. Хĕре тата та хытăрах çатăрласа ыталатăп. Вăл ман ытамран вĕçерĕнесшĕн тăрăшать.
— Антун, — чĕтрет хĕр сасси. — Антун, итле-ха, итле...
Малалла калама памастăп, хам ытама илсе каçса кайсах хĕре мăйĕнчен, питĕнчен, тутинчен чуп тума тытăнатăп. Унăн те кĕлетки çемçелнĕ, аллисем усăннă, пуçне пăркалама çеç вăйĕ юлнă. Тăнран кайнă пек пулатăп. Алă хĕр кăкăрне хыпашлать, аялалла, шурă кĕпе арки айне кĕресшĕн тăрмашать.
— Антун теп, — вĕрин пăшăлтатать Варя, — ан ашкăн-ха, тархасшăн. Пусăрăн. Илтетне? Турă пул, чарăн.
Эпĕ, пиçĕ кĕлетке ăшшипе ӳсĕрĕлнĕскер, чарăнаймастăп. Шăнăрĕсем хытса кайнă алăсем каллех Варьăн пилĕкĕнчен çакланаççĕ, кĕпи аркине çĕклеççĕ. Хам сиксе чĕтретĕп. Алăсем хĕпĕк те яка та вĕри пĕççисене сĕртĕнчĕç. Çав хушăра ик куçран та вут-хĕм сирпĕнет. Сулахай пит çăмартине вут пуççипе тĕртрĕç тейĕн. Шарт сиксе каялла чакатăп. Варя çупса янă хыççăн тăп урăлнă пек пулатăп. Вăй пĕтнипе алă-уран тăтăрхи юлмарĕ.
— Сысна эсĕ, йĕрĕнчĕк çын, — куççуль витĕр мăкăртатать Варя. — Эпĕ сана ырă каччă пуль тесе, эсĕ вара... Йĕксĕк çын.
Варя пĕчĕк ача пек ĕсĕклесех макăрса ярать.
— Юрĕ, атя шкула.
— Пыр, кай. Хăпăн ман çумран. Унпа этем ревĕшлĕ пуласшăн, вăл...
Хĕр питне икĕ аллипе хупласа йĕрет.
Эпĕ те сивĕннĕ пек пултăм. Тӳлек каç та, шкулти çак таранччен пыракан ташă-юрă та мана кăсăклантармарĕ урăх. Ик алла кĕсьене чикрĕм те каллех анса кайрăм çăл патнелле.
Кĕркунне салтака илчĕç.
Килтен çыру сайра хутра çеç килкелесе тăчĕ. Вĕсене те анне мар, кӳршĕ хĕрачи çыратчĕ. Пĕрре çапла ял хыпарĕсем хушшинче кам ман ӳсĕмрен ялта юлнине, кам хуланалла тухса кайнине çырса пĕлтернĕччĕ. Варя та килтех иккен, института кĕме пулнă та, конкурспа иртеймен. Халĕ колхоз кантурĕнче ĕçлет. Уйларăм-уйларăм, мĕн пулать те мĕн килет терĕм те, тытрăм та çыру çырса ятăм Варя патне. Ответлерĕ. Пĕр ыр-хаяр сивĕ сăмах та, чуна кӳтерекен ăшă сăмах та çук. Кĕскен хăйĕн çинчен, ял хыпарĕсем, у-ку... Тантăшĕ патне лайăхрах çырать пулĕ. Мĕн тăвас-ха? Вăлта пăрахса пăхас мар-ши? Тепĕр çырăва чĕререн тенĕ пек çырса ятăм та... Тĕлĕнтĕм хурав илсен. Ытти сăмахсем хушшинче «эпĕ сана упăшкана кĕтнĕ пекех кĕтсе пурăнатăп» текен пуплев куçа алчăратсах ячĕ. Пĕр эрне хама вырăн тупаймасăр çӳрерĕм. Акă мĕн тăвать вăл — хĕр çырăвĕ. Анчах шухăш-туйăмпа хатĕр пулман пуль эпĕ çак сăмахсене илтме. Питĕ те кĕтмен çĕртен пулчĕ ку. Сарăмсăр кушак та хăйма çинĕ тенĕ пекрех пулса тухрĕ пулас.
Çамрăклăх вăрттăнлăхне пĕлес хайлапа ун çумне тĕршĕннине, ун патне туртăннине юрату теме пулать-шим? Астăвать-ши Варя çавна? Чăнласах «упăшкана кĕтнĕ пекех кĕтсе пурăнатăп» тесе çырса ячĕ-ши?
Унăн çырăвне хирĕç эпĕ: «Авланасшăн мар-ха салтакран таврăнсанах, вĕренесшĕн çунатăп», — тесе çырса ятăм. Чăнах та, вĕренес килетчĕ, шкултан тухсанах кĕресшĕнччĕ те салтака илни кансĕрлерĕ. Каярахпа ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм, ĕçлеме хулана лекрĕм. Унтан çемье, ачасем... Çапах та çĕнĕ вырăнта вăхăт-вăхăт аса килнĕ мана Варя. Пĕрре çыру та çырса ярас терĕм яла, анчах çак вăхăтчен мана кĕтсе лармĕ ĕнтĕ тесе хама йăмаккайларăм. Çар хыççăнах киле таврăннă пулсан, тен, тĕл пулаттăмăрччĕ те, тен, манăн пурнăç та урăхла пулĕччĕ. Эпĕ çар хĕсметĕнче чухне пĕччен юлнă аннене аслă пичче хăйĕн патне илчĕ пурăнма. Ялта урăх çывăх тăван юлмарĕ те. Çав сăлтав пирки ялта вăрах пулаймарăм. Ĕлĕкрех хутран-ситрен çеç леккелерĕм тăван яла, юрать-ха юлашки çулсенче йăш-йăш килкелеме май пур. Варя иккĕмĕш хут качча тухнă тенĕ сăмаха та илтнĕччĕ, анчах хăйне вара аякран та курманччĕ. Акă шăпа хăех курнăçтарчĕ...
— Мĕнле пурăнан, Варя?
— Мĕнле? — тĕксĕмленчĕ хĕрарăм. — Виçĕ ачаллă хĕрарăм тата тăр пĕччен мĕнле пурăнтăр ĕнтĕ вăл? Ху чухлама тивĕçлĕ — çамрăк ача мар.
— Виçĕ ача нумаях мар. Ав, ултă-çичĕ ачаллисем те вилмеççĕ вĕт. Мĕн, эсĕ те ман пекех хăнана килтĕн-им?
— Иккĕмĕш çул ĕнтĕ кунта, анне патĕнче пурăнатăп, — пуçне усрĕ Варя.
— Çапла-им, ара?
— Çапла, Антун, çапла. Пурнăçра сулăнкăсем пайтах. Виççĕмĕшпе те уйрăлтăмăр. Унăн та кăчĕ пулмарĕ: ĕçрĕ те çапăçрĕ. Ялан кĕнтешрĕ, çавăнпа алли çӳлте пулчĕ. И-и терĕм, çапла-и терĕм те, ачасене çавăтрăм та тухрăм, килтĕм анне çуртне. Вăл та арăмĕнчен юлнă икĕ ачипе нушаланать. Пурнăç вăл пурнăç...
— Ачине пулăшать пуль-ха?
— Мĕн, пулăшмалăх ĕçлесе илет тесе уйлатăн-им? Пур укçи хăйĕнчен те юлмасть — пырĕ карăнса кăна тăрать пулсан. Акă, акă! Кам кĕме хушрĕ сана шыва! Эй, ку чеçремен ачи-пăчи-и! — ывăлĕ çĕнĕ сантали-мĕнĕпе шывра чăмпăлтатать. Варя ывăлне шывран сĕтĕрсе кăларчĕ те ĕнсинчен, пуçĕнчен çапкаласа та илчĕ.
— Мĕн турăн çĕнĕ япалана? Ăçтан укçа çитерес ман сире?! Йĕксĕксем! Унешсем! Кун пек пурнăç пуласса пĕлнĕ пулсан пĕчĕклех кăлара-кăлара çапмаллаччĕ.
Варя кăшкăрса ятлаçнине итлесе тăма аван мар пек пулчĕ. Пĕр сăлтавсăр вĕсене пăрахса утма та лайăх мар. Тăратăп тем кĕтнĕ пек вĕсем çине пăхкаласа.
— Алкоголик çурисем! Пĕчĕкле вилмерĕç те вĕт, иçмасса! Халĕ, шуйттан çурисем, чĕрене çиеççĕ манăнне! — хĕрсе кайрĕ хĕрарăм.
Аллинчи ачи ĕсĕклесе ярсан çеç амăшĕ пусăрăннă пек пулчĕ. Анчах пĕр супкăна кăна. Пĕчĕкки чарăнманнине кура ăна та силлесе илчĕ.
— Сана мĕн амакĕ пулчĕ? Чарăн лекиччен! Харам пырсем! Усăсăр пентесем! Кунĕпе çавсемпе тулашатăн, чеçременсемпе!
Пĕчĕкки тутине чалăштаркаласа илчĕ те шăпланчĕ. Час-часах лекет пулас вĕсене тукмак. Ав, пысăкки те, хăранипе шикĕллĕ, айккинелле тапса сикрĕ.
Эпĕ тутăр кăларса пите, мăя шăлкаласа тăтăм. Хĕвел ăшалантарать кăна. Çурăм тăрăх тар юхнине туятăп.
— Эх, Антун, эс те асран тухмастăн. Санăн çырăву хыççăн çилĕ килнипе анчах качча тухрăм. Вĕренӳ çине те алă султăм, пурнăç çине те. Халĕ ни специальность, ни юрату çук. Пурнăç-и ку? Пурнăç мар — чĕр тамăк маншăн. Ир пулать те каç пулать — ĕмĕр иртни çав пулать.
Пирĕн куçсем тĕл пулчĕç. Варя шăпланчĕ. Эпĕ те ним калаймастăп — чĕлхе çаврăнмасть. Мĕн калас-ха? Мĕнле çепĕç сăмахпа йăпатас ăна?
— Эпĕ алама арăм пулĕ тесе шутларăн-им? — чĕрене касса кĕчĕç унăн сăмахĕсем. — Мăйран пырса уртăнасса кĕтрĕн-и, элле? Ах-хах-ха, юратмарăн пулас çав. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та саншăн çунтăм, ӳсерехпе те куç умĕнчен каймарăн. Анчах эпĕ хĕр вĕт, сăпайлăха çухатас темерĕм, çĕмиллĕх çитереймерĕм. Ĕмĕр иртсе пырать, çăтмах мĕн иккенне пĕлмесĕрех вилĕп ĕнтĕ. Элле çуна вырăнне урапа кӳлтĕм, элле тӳнтерле... Пĕр савăнăç та юлмарĕ пурнăçра.
— Апла калаçас мар-ха, Варя, хасăр тавăраймăпăр ĕнтĕ çамрăклăха. Тен, сана ăнланман, тен... юратман... Хама та ырламастăп, паллах, манăн йăнăшсем те пулнă. Пулнă, пулнă. Йăнăшсемсĕр пурнăç çук.
— Çук, Антун, сана хурласа, хама ырласа каламастăп ку сăмахсене. Ĕлĕкрех калама пултарайман пирки. Кунсерен, эрнесерен, çулсерен чĕрене тулса пынисене çеç. Юрĕ, эпĕ каям-ха, атту çынсем калĕç — тĕл пулчĕç те уйрăлма та пĕлмеççĕ тейĕç. Ял — хула мар: кунта пурте курăнать, пурте илтĕнет. Чипер юл, сывă пул, лайăх пурăн. Э-е, пырса лар пирĕн пата. Манман-и эпир ăçта пурăннине?
Геннадий (2018-08-30 09:42:38):
Калавра архаизм сăмахĕсемпе нумай усăланни, вырăнти диалект чĕлхипе çырни нумай ăнланманлăх кăларса тăратать. Ун пек сăмахсемпе виçеллĕ усăланмалла та, аялта (сноска) ăнлантарса çырмалла. Малашне автор çакна шута хурасса шанас килет. Литературăна пит çӳпĕлес марччĕ.
влад маскай (2018-09-08 01:25:59):
Сноска тума сĕнни клĕшрĕ мана. Урăхла та ăнлантарса пулать. "Урал сасси" хаçат ăнлантармалли сăмах килсе тухсан - тӳрех çав сăмах хыççăнах скобкăра куçарса парать пĕлтерĕшне. Кун пек çырни усăллăрах пек тӳйăнать мана.
влад маскай (2018-09-27 02:57:22):
Кимначи, чăвашларах каласан, Кинька пулса тăран ĕнтĕ. Çанвăнпа та сана та пăртак чарма шут тытрăм эпĕ.Хăвăн комментарию хыççăн пырса. Василий Антонова, кун пек йывăр сăмах, "литературăна пит çӳпĕлес марччĕ",- тени пушăпа çапнă пекех суранлатрĕ пулĕ ĕнтĕ. Питĕ те лайăх художник-ӳнерçе тухннă Пушкăртстан чăвашĕсен çыравçине. Ваççили ун пек шăрçаласа çырни, ман шутпа, ахах пĕрчисене çав тери тăрăшса суйласа пур чăвашсене те ăнлантарас тени, чăваш чĕлхин пылак сĕткенлĕ тутине. Чи малтан, калас сăмахунта, çыравçăн мотивацине уçса памаллаччĕ. Ăнлантарса пыни, сюжечĕн çаврăнăшĕсем хыççăн, паллах, пĕр сиен те кӳрес çук - савăнтарĕ кăна...