Пăсара пирки ĕмĕрте пĕрре суйма та тиврĕ


Пĕр çулхине манăн карчăк йывăрах чирлесе виçĕ уйăх хушши вырăнпа выртрĕ. Хуйхăрнипе хам та чутах чирлесе каяттăм, усал чиртен ыхра çинипе çеç хăтăлкаласа юлтăм.

Карчăк чирлĕ вăхăтра эпĕ яланах шыв кӳме хам каяттăм. Çăл патĕнчен шалтах тĕлĕнсе таврăнаттăм. Кунта кӳршĕ арăмĕсем пуçтарăнатчĕç те, текех ялта курни-илтни çинчен пакăлтататчĕç.

— Паян ирпе Патюн Микихвер кинĕн сурăхĕ икĕ путек туса панă, иккĕшĕ те тата така пулнă, — тет.

— Ĕнер Карсак Çтаппанĕн аслă хĕрĕ икерчĕ пĕçернĕ чух çатмине ӳкерсе çĕмĕрнĕ, тет те, амăшĕ вара кунĕпех хирĕçсе çӳренĕ, тет.

— Вăл хĕртен хĕр пулмарĕ ĕнтĕ. Çăкăр пĕçерме те пĕлмест те, ара вăрçмасăр ăçтан чăтăн... Кăçал хĕлĕпе те ик хутăр çеç тунă, тет.

— Çĕрĕк каçпа тата Таруç инкесем чут çеç вилсе выртман, тет.

— Мĕн пулнă-ши апла?!

— Кĕçĕн кинĕ кăмакине иртерех хупнă, тет те, вара пурне те сĕрĕм тивнĕ, тет.

Мĕн çинчен кăна каламастчĕç-ши вĕсем! Унта Кукша Иванпа Вĕçкĕн Ваççа ыран пĕрле мунча хутса кĕме шутлани çинчен те, Çатма Петĕрĕн арăмĕ виçĕмкун çуллă пăтă пĕçерсе çитерни çинчен те тата тем-тем çинчен те калаçатчĕç. Эпĕ итлесе тăраттам та шалтах тĕлĕнсе каяттăм: пĕрре шыв патне кайнипех пĕчĕк ялти пур хыпарсене те пĕлсе таврăнаттăм.

Пĕрре çапла эпĕ ирех шыв кӳме кайрăм. Çăл патĕнче каллех хĕрарăмсем яланхи пекех хĕрсе калаçаççĕ.

— Сăмах çинех çитрĕн, Çтаппан пăяхам, — тет мана Тури Хветут арăмĕ.

— Мĕн пулчĕ тата, е мана çиме тапратнăччĕ-и? — тесе ыйтатăп çакăнтан.

— Ыр çын çинчен ыррисĕр пуçне мĕн каламалли пултăр, — тесе хурать Путек Çтаппанĕн карчăкĕ.

— Çапах та, ман çинчен сăмах тапратнă пулĕ-ха эсир? — тетĕп.

— Çĕркаç Курти пиччесенне пĕр тăрукăнах пиллĕк чăх пăвса кайнă-çке!.. — теççĕ хĕрарăмсем.

— Темĕнле çавнашкал чăх пăвакан кайăксем нумайланса кайрĕç кăçал.

— Сана килнех пырса каласшăнччĕ-ха, çав кайăксене тытса пĕтерсемччĕ, Çтаппан пăяхам, — теççĕ хĕрарăмсем.

— Чăхсемсĕр тăрса юлатпăр вĕт, тытса пĕтерсемччĕ çав мур кайăкĕсене! — тесе йăлăнма тытăнчĕç хĕрарăмсем.

— Ăçтан пĕлетĕр-ха эсир вĕсем кайăкне? — тетĕп.

— Ара, Курти мучи карчăке курнă, тет. Хĕрĕх ураллă, кайăкĕ хытă чупать, тет.

— Апла пулсан, епле тытăп-ха эпĕ вĕсене? Манăн икĕ ура çеç вĕт,— тетĕп çаксене.

— Темиçе çĕр ураллă пулсан та эсĕ тытатăнах вĕсене, — теççĕ хĕрарăмсем.

— Карчăк сывалтăр-ха, вара пĕтĕмпех тытса пĕтеретĕп, — терĕм те килелле васкарам.

Тепĕр кунне çăл патĕнче хĕрарăмсем каллех чăхсене пăвса кайни çинчен калаçаççĕ.

— Курти мучисенне татах пилĕк чăх, Качун Микулайĕнне икĕ чăх, Мускав Петĕрĕнне çичĕ чăхпă пĕртен-пĕр автанне пăвса кайнă, тет, — тет пĕр арăмĕ.

— Эй тур, тур, мăнтарăн автанĕ, ытла та хитре авăтатчĕ-çке çав! Ăна пăвиччен Сахрун Мĕкĕтин автанне пăвмалла пулнă, — тет тепри.

— Çтаппан пăяхам, тархасшăн тытса пĕтер вăл кайăксене! — тесе каллех тархаслаççĕ мана çак хĕрарăмсем.

Эпĕ каллех сăмах та хушмарăм, — тӳрех килелле утрăм. Тепĕр кунне ялта çакнашкал хыпар сарăлчĕ: Курти мучисем юлашки чăххисене тĕпсакайне лартнă пулать те, çĕрĕпех сыхласа ларнă пулать, анчах чăххисене пурпĕрех унтан пăвса кайнă пулать. Вĕçкĕн Ваççа арăмĕ тата хăйĕн чăххисене ăшă витене хупнипе çеç çăлса хăварнă пулать.

Çак хыпарсене эпĕ питех ĕненмерĕм, анчах каярахпа вĕсем чăн пулнине хам куçпах куртăм. Ялта чăхсем сахаллансах пыра пуçларĕç, ял хĕррисенче, çырма пуçĕсенче чăх виллисем нумайран та нумай тĕл пулма пуçларĕç. Çынсем чăххисене тĕпсакайĕсене, витесене хупса усрама тытăнчĕç. Çакăн хыççăн вара ялти хĕрарăмсем хам киле пырсах тархаслама тытăнчĕç.

Ял хĕррисенче, çырма пуçĕсенче чăх виллисем нумайран та нумай тĕл пулма пуçларĕç.
Ял хĕррисенче, çырма пуçĕсенче чăх виллисем нумайран та нумай тĕл пулма пуçларĕç.

Хăварах пĕлетĕр, эпĕ мăнкăмăллă çын мар, эпĕ çынсене нумай пуççаптарса тăма юратмастăп. Манăн чирлĕ карчăкпа выльăх-чĕрлĕхсене ялти арăмсем черетпе пăхма пулчĕç те, чăхсене пăвакан мур кайăкĕсене тытса пĕтерме килĕшрĕм. Малтан эпĕ вăл кайăксен йĕрне сăнарăм. Халиччен пăсарасем тытса курман пулин те, чăхсене вĕсем пăвнине часах чухласа илтĕм.

Пăсарасем çинчен эпĕ ытти сунарçăсенчен çакна илтнĕччĕ. Вĕсем тутлă çиме юратаççĕ, çавăнпа чăх ашне кăмăлларах параççĕ. Пăсара питех те чее, çын пынине вăл таçтанах сисет те тĕплĕ çĕре пытанса ларать. Ăна вара ăста сунарçăсем те пурте тытма пултараймаççĕ. Çав сунарçăсемех мана пăсара тирĕ хаклă тăни çинчен те каласа панăччĕ.

Такам та пĕлет, манран темĕнле чее кайăк та тарса хăтăлаймасть. Анчах пăсара тирĕ хаклă тăрать тенĕрен вĕсене эпĕ пăшалпа мар, алтуйипех персе тытма шутласа хутăм, мĕншĕн тесен пăшалпа персе тытнă пăçара тирĕсем шăтăкланса пĕтнипе йӳне кайма пултараççĕ терĕм.

Çапла эпĕ юманран сулăмлă алтуйи турăм та Шашкăпа пĕрле пăсара йĕрĕсем тăрăх кайрăмăр. Вĕсен йĕрĕсем пурте Ямаш вăрманне пырса тухрĕç.

Ямаш вăрманĕ калама çук пысăк. Унта темĕн тĕрлĕ тискер кайăксем те йышлă пурăнаççĕ. Çавăнпа нумай сунарçăсем вăл вăрмана шалалла кĕме те хăраççĕ. Çапла пулин те эпĕ хăраса-туса тăмарăм. Эпир, Шашкăпа иксĕмĕр, йĕрсем тăрăх çак вăрмана çитсе шалаллах кĕрсе кайрăмăр. Анчах кайнăçемĕн тĕлĕнмелле япала пулса пырать: пăсара йĕрĕсем çăкасем тĕлне çитеççĕ те пĕте-пĕте лараççĕ.

— Ăçта хăямата пытанаççĕ-ха кăсем? — тетĕп.

Пакшасем пек йывăç тăрринче пурăнмаççĕ-ши тесе, çӳлелле пăхатăп: — пĕр пăсара та курăнмасть. Çапла лăпах кăнтăрлаччен кĕрт тăрăх ашса çӳрерĕмĕр. Кун каç енне сулăнма пуçларĕ.

— Мĕн тăвас-ха? Пĕр пăсарине те тытмасăр таврăннине пĕлсен, манран пĕтĕм ял кулма пултарать вĕт, — терĕм.

Самантрах ман пуç тĕлĕнмелле ăслă меслет шухăшласа кăларчĕ.

— Ара, çăка хăвăлĕнче пурăнмаççĕ-ши ку пăсарасем? — терĕм.

Пăсара йĕрĕ çухалнă ват çăка тĕлне çитетĕп те алтуйипе шан! тутаратăп. Çăка хăвăлĕнчен сасартăк алла яхăн пăсара сиксе тухрĕ. Манăн Шашкă пĕрин хыççăн теприн çине сиксе ӳксе пăва-пăва пăрахать. Шашкă пăвма елкерейменнине хам алтуйипе пере-пере антаратăп. Çапла Шашкăпа иксĕмĕр пĕр хăвăлтан сиксе тухнă пăсарасене пĕтĕмĕшле тенĕ пекех тытрăмăр. Щутларăм та лăпах вунсакăр пăсара пулнă иккен.

Çăка хăвăлĕнчен алла яхăн пăсара сиксе тухрĕ.
Çăка хăвăлĕнчен алла яхăн пăсара сиксе тухрĕ.

Чăнах та пăсара тирĕ калама çук аван иккен. Пĕрре килнĕскер арăм валли те, хам валли те кĕрĕклĕх çителĕклех тытас, терĕм. Алтуйипе пĕр çăка хыççăн тепĕр çăкана шаккаса çӳретĕп. Кашни çăка хавăлĕнченех пĕрер кĕтӳ пăсара сиксе тухать, тытнă пеккине пурне те вар пуçне купаласа пыратăп.

Çапла тул çутăлнă çĕре пĕр вар пуçĕнчи шырлана хĕррисемпе танах пăсара тытса купаларăм. Шутлама тытăнтăм: пилĕкçĕртен те иртрĕ, купара татах та нумай — виçĕ кунта та шутласа пĕтерес çук.

Хамран-хăм тĕлĕнсе кайрăм. Халиччен пĕр сунарçă та çакăн чухлĕ пăсара тытни çинчен илтменччĕ, пĕрререн пĕрре тухсах мĕн чухлĕ пăсара тытрăм-ха!..

Пăсарасемпе аппаланса хам та сисмен, — тул янках çутăлса кайнă. Эпĕ хайхи кусене киле епле илсе каясси çинчен шутлама пуçларăм. Ăслă пуçăм кунта та лайăх мел тупса пачĕ. Шашкăна мăкла така тирĕнчен çĕлетнĕ алса ăшне кĕртсе çӳлĕрех тунката çине лартрăм та, пăсарасене сыхлама хушса хăвартăм. Хам васкасах яла пăсара нимине чĕнме чупрăм. Анчах вăрмантан та тухаймарăм, мана хирĕç Ямаш стрелукĕ Ярми Сахарĕ пыра парать. Ярми Сахарне питех те усал çын тетчĕç, çавăнпа эпĕ хăрасах кайрам.

— Ку усал манăн пăсарасене туртса илме те пултарать-çке. Вара юратнă карчăка кĕрĕк те çĕлетсе тăхăнтартасси пулас çук, — терĕм.

— Мĕн туса çӳретĕн кунта? — тесе ыйтать çак манран.

— Пĕлместĕн-и мĕн эпĕ камне? Эпĕ Лапшу Çтаппанĕ пулатăп вĕт, куянсем пур-ши тесе тухрăм та, — пĕр куян та тĕл пулмарĕ, — тетĕп.

— Санăн куяну мĕн вăл, акă манăнне ĕнер каçпа виçĕ тĕп çăка касса кайнă, эсĕ курмарăн-и кам каснине? — тет.

— Каснине курман та, анчах çăкисене турттарса кайнине куртăм, виçĕ мăн лав тиесех Пахчал еннелле анса кайрĕç, — тетĕп.

Ярми Сахарĕ савăнсах Пахчал еннелле вĕçтерчĕ. Эпĕ те васкасах хамăр ялалла утрăм. Эпĕ пĕр купа пăсара тытни çинчен пĕлсен, пĕтĕм ял çĕкленчĕ, пурте пăсара нимине пырасшăн. Анчах эпĕ весене:

— Мана пиллĕк лав та çитет, — терĕм.

Чăнах та пиллĕк лав çине шăнăçтартăмăр та киле аран-аран турттарса çитертĕмĕр.

Çав пасарасене пула манăн ĕмĕрте пĕрре суймалла та пулчĕ. Хăвăрах шутлăр-ха, çавăн чухне Ярми Сахарне суйман пулсан, арăмпа иксĕмĕре валли пăсара кĕрĕкĕпе тăлăп та çĕлетес çукчĕ вĕт.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: