Йĕвен йăтса хăваламастпăр...
От нечегоделать занимаюсь литературой
23.03.1921
Йĕвен йăтса хăваламастпăр
Эпир юнтармăш Пегаса.
Вăл хăй чĕнет пире ултавсăр —
Кукалесе, çĕре чавса.
Эпир поэзи шырамастпăр —
Вăл хăй килет хăй пилĕпех,
Чăн-чăн салтак çывăраймасăр
Хăй çемйине ас илнĕ пек.
Е çав салтак вутран тухсассăн —
Ыран тепре тытăçиччен —
Ĕшеннине сирсе ярассăн,
Аса илет пек хăй çинчен.
Çук, канăç мар ку! Ку — сипетлĕх,
Хăвна тепре тĕрĕслени,
Кĕрешĕве тухма тирпейлĕн
Хална пухса хатĕрленни...
Куç — пултăр çивĕч, шухăш — уçă.
Вара çăклер те хамăра,
Шике пĕлмесĕр, куçа-куçăн
Телей шырар тытăçура.
Каллех чĕнет тĕнче кĕрлевĕ,
Каллех кĕрен вара вута.
Ăсчахшăн — пурăнăç тĕллевĕ,
Поэтшăн — Болдино
Унта!
Agabazar (2016-06-07 22:02:00):
"Çеçпĕл çырăвĕсем" ярăмран ку сăвă. Эпиграф — Çеçпĕл сăввинчен.