Çĕршыв тесессĕн...


Çĕршыв тесессĕн, куç умне

Тухать сенкер тĕтреллĕ Атăл,

Хум, çапăнса çыран çумне,

Вылять, çăрттан пек, çăтăп-çатăл.

Шыв анĕ симĕс те кăвак,

Унта йăвашлăх та хаярлăх.

Иртет «Ракетă», ким шăвать...

Çилхеллĕ çил — çĕршер хыпарлă.

Ĕрĕхтерет ствноксене

Вольтсен хăвачĕ... Пыр та çулăх!

Çĕрлесенче ГЭС тăрăхне

Анса ларать хуркайăк çулĕ.

 

Çĕршыв тесессĕн, куç умне

Тухать уй-хир те ылтăн тырă.

Кулач шăршиллĕ çил хумне

Сывлатĕн та — чуна пит ырă.

Кӳпшек пучах пуçне таять,

Куçран пăхать хĕвел пек пĕрчĕ...

Йӳç тарлă ĕç каймасть сая, —

Тыр-пул ăсти ята-и çĕртĕ!

Куçкĕски пек тӳпе таса,

Хир хăй сăнне унта ӳкернĕ.

Вĕç-хĕрсĕр тинĕс... Шуйханса

Хумсем çӳреççĕ — çул çĕтернĕ.

 

Çĕршыв тесессĕн, куç умне

Тухать кăтра вăрман та улăх.

Ем-ешĕл чăрăшсен тумне

Хăй шывĕнче чӳхет çут кӳлĕ.

Чăваш юманĕ чапсăр мар,

Ларать пăхаттирле сатуррăн...

Çаран асамат пек чăпар,

Çава кĕми те йăвă курăк.

Хĕр куçĕ пек кашни чечек,

Вутла çунать пилеш турачĕ...

Ман чĕрсăр ĕмĕт-шухăш пек,

Вĕçет карталанса шăркапчă.

 

Çĕршыв тесен, тухать ума

Шур Шупашкар, Мускав — Раççейĕм...

Кунта çеçке çурать чун ман,

Кунта ман савнăçăм, телейĕм.

Кунта, ялтра çу кунĕнче,

Эпи кăвапана çыхсассăн,

Хам тĕнчене килни çинчен

Евит туса, эп панă сасă.

Çĕршыв пуçа, чуна, юна

Чарусăр хăватне тултарчĕ.

Кунта — пуласлăх пуçланать.

Кунта, кунта — коммунă старчĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: