Ленук


Янăравлă сасă сывлаша çурса ячĕ:

— Ленук! Ле-ну-ук!

Çак сасса илтсе картишне кам чупса тухасса çак икĕ хутлă пысăках мар çуртра пурăнакансем чӳречерен пăхса илмесĕрех пурте пĕлеççĕ. Кашнин куçĕ умне йĕтĕн çӳçлĕ ырханкка хĕрача Ленук тухса тăрать. Çуркуннехи хĕвел ăшшипе чĕрĕлнĕ, илемлĕ сăрăсемпе тĕрленнĕ вĕл-вĕл лĕпĕшех вăл. Çийĕнче унăн — аркине хăюсем тыттарнă сап-сарă е хĕп-хĕрлĕ кĕпе. Куçĕсем сенкер, чăр-чăр пăхаççĕ. Çăмăл шăм-шаклă, алли-ури çĕре лекмест. Кирек хăçан та хаваслă. Кăмăлĕ — сар çу. Чĕлхи — чĕвĕлти чĕкеç. Паллакана вăл аякранах йăл кулса кĕтсе илет те ăшшăн саламлать:

— Сывлăх пултăр!

Пĕр-пĕр карчăк магазинтан йывăр сумкă йăтса килнине курсан, тӳрех чупса пырать:

— Кӳр, пулăшам.

Çапла. Ку çуртра Ленука пĕлмен çын çук. Ара вăл пурин куçĕ умĕнчех ӳсрĕ-çке. Кăçал унăн, кĕркунне çитсен, шкула иккĕмĕш класа вĕренме каймалла.

Паян янăравлă сасса илтнисем чӳречерен пăхмасăр тӳсеймерĕç. Кашнинех пĕлес килни кăсăклантарчĕ:. тăнă-ши хĕрача ура çине ĕнерхи пăтăрмах хыççăн? Тухĕ-ши вăл тантăшĕ патне?

Пăхрĕç, пăхрĕç чӳречерен, анчях кĕтсе илеймерĕç. Тухмарĕ Ленук тус-тантăшĕ патне. Эппин, вăл халĕ те чĕтресе выртатъ. Ăçтан тӳсĕн, ĕнер ăна вăрра хурса намăслантарнă. Милицие тыттарса ярассипе сехрине хăпартнă, пĕчĕк чĕрине калама сук йывăр амантнă. Кам? Мĕнле çын вăл? Паллаççĕ-и ăна ку çуртрисем? Паллаççĕ, çак çуртрах пурăнать вăл. Эх, Ленук, Ленук, çав çынна тĕл пулсан, мĕншĕн йăл кулнă-ши эсĕ? Мĕншĕн пĕлеймен-ши Çынак инкен ăш-чикне ку таранччен?

Янăравлă сасли вăл Кулине. Тахçантанпах юлташлă пурăнать Ленукпа. Телевизор та пур вĕсен савăнмалăх. Ĕнер те вăл тусне тĕлĕнмелле фильм курма чĕннĕччĕ. Ăçтан ан пăхăн, ячĕ кулăшла — «Тамбу-ламбу».

Кулинесем патне çуртăн тепĕр вĕçĕнчи крыльцаран кĕмелле. Акă вуннăмĕш хваттер. Унта икĕ çемье пурăнать. Кĕрсенех сулахай енчи Çынак инке пӳлĕмĕ, вĕсен алăкĕ умĕпе иртсенех — Кулинесен пӳлĕмĕ.

Çынак инке ниçта та ĕçлемест. Тĕп ĕçĕ унăн урамра е паркри такăр сукмакпа утса çӳресси, тейĕн. Хирĕç пулакан çынсем темшĕн ăна çаврăнса тăрсах пăхаççĕ. Те тумĕ килĕшет вĕсене? Мăкăнь чечекĕ пекех ĕнтĕ. Кĕп-кĕрен кĕпе, сип-симĕс чăлха. Каç кӳлĕм çурăм çине шурă пальто уртса ярать. Хăлха унки те, пушмакки те йăлтăркка шурă. Чăлхи кăна — йĕпкĕн хура. Сăрланă хĕрле çӳçне тем тĕрлĕ те турать. Çынак инкен упăшкине ачасем Хрисан пичче тесе чĕнеççĕ. Вăл темле управленинче ĕçлет. Мĕнпур пушă вăхăтне хула тулашĕнчи пахчинче ирттерет. Унта вĕсен дачă та пур, теççĕ. Мĕнле кăна çимĕç йăтмасть пулĕ вăл килне: редискă, темиçе тĕрлĕ çырла, помидор, хăяр, панулми, сухан, çарăк, чĕкĕнтĕр тата тем те пĕр. Унтан пасара ăсатать. Мĕн чухлĕ варени пĕçереççĕ тата! Сарайĕнчи нӳхрепе вуншар банкă антараççĕ. Хыткукар мар Хрисан пичче. Ачасемпе вылять-кулать, пуç пӳрне пек çырла тыттарать.

— Кама хăналас ара? Хăйсен ача-пăча çук, — тет кил хушшинчи сак çине пухăнса ларнă хĕрарăмсенчен пĕри.

— Эй, çырлах, хăйне каласа ан парар та, — шăппăн сăмах хушать тепри, унталла-кунталла пăхкаласа, — Хрисанăн таçта хĕр-ачипе ывăл пур, теççĕ.

Ку йышши сăмах-юмаха ачасем ăнлансах çитереймеççĕ: хĕрачипе ывăлĕ пулсан, Хрисан пичче вĕсене мĕншĕн киле илсе килмест-ха? Ыйтас кинемейсенчен — юрамасть. «Нумай пĕлсен, час ватăлăн»,— тесе хăтăрса сеç пăрахаççĕ.

Кулине ĕнер тус-тантăшне хăйсем патне илсе кĕнĕ чух Çынак инкен алăкĕ уçах тăратчĕ. Пӳлĕмре кушак çурисем макăрни илтĕнетчĕ: «мяук, мяук!» Епле иртсе кайăн? Ленук алăк урати çине яштах хăпарса тăчĕ те:

— Çынак инке, — терĕ, — сирĕн кушак çурисем сĕт ĕçеççĕ-и? Курма юрать-и вĕсене?

— Пăхах, пăх теттемсене.

Хĕрача урата урлă каçма хăяймарĕ. Пуçне ун-кун пăркаларĕ те кушак çурисене часах шыраса тупрĕ. Ав, диван çинче йăраланаççĕ. Вĕсем тавра тĕрленĕ пĕчĕк çытарсем хурса тухнă — урлă каçаймаççĕ. Инкен «теттисемпе» Ленука выляма май килмерĕ, мĕншĕн тесен Кулине хăйсен телевизорне ĕçе янă та тусне васкатать çеç. Вăл пĕлсех васкатнă-мĕн. Вырнаçса ларнă-ларманах телефильм пуçланчĕ. Кинора чи малтан акă мĕн кăтартреç: будкăран пĕр кĕрнеклĕ çын телефонпа калаçса тухрĕ. Хăй хаваслă. «Тамбу-ламбу» тесе юрлать. Çак çын хыççăн будкăна юлташĕ патне шăнкăравлама арçын ача кĕрет. Курах каять: унта блокнот выртать. Страницисем çинче темле-темле цифрăсем. Арçын ача хыпăнса ӳкет. Тем тесен те, ку питĕ кирлĕ блокнот. Вирхĕнсе чупса тухать будкăран, анчах леш çынĕ куçран çухалма та ĕлкĕрнĕ. Хула пысăк, халăх варкăшать кăна. Хуса çит, туп ĕнтĕ ăна. Пуçланать вара чăн-чăн çавраçил. Çухатнă япалана хуçине тупса пама çăмăл мар иккен. Арçын ачапа юлташĕ çав Тамбу-ламбуна шыраса мĕн кăна тумаççĕ-ши! Ленукпа Кулине те хăйсем çинчен манса кайсах кинори ачасен пурнăçĕпе пурăнма тытăнаççĕ. Вĕсен ĕçĕ ăнманшăн кулянаççĕ, мĕн те пулин лайăххи килсе тухсан, савăнаççĕ.

Телефильм пăхнă чух Ленукăн амăшĕ кĕрсе тухса кайрĕ. Тем каларĕ вăл. Сăмахĕ пĕр хăлхаран кĕчĕ, тепринчен тухрĕ. Ара, Тамбу-ламбу халь-халь самолетпа вĕçсе каймалла вĕт. Ачасем ун йĕрĕ çине ӳкнĕ, ĕлкĕрейĕç-ши? Блокнотне çитсе парайĕç-ши? Çакăн пек хыпăнса ларнă вăхăтра пуçра урăххи тытăнса юлать-и вара?

Телефильм курса пĕтернĕ хыççăн, кайран тăкăрлăкра лапталла вылянă чух, хырăмĕ выçса килсен тин асне килчĕ Ленука амăшĕ. «Кухньăри сĕтел çине турилккепе вĕри икерчĕ лартса хăваратăп, хам Кӳкеçе кайса килетĕп, Кулинепе пĕрле çийĕр», — тенĕччĕ иккен вăл. Çапла çав, çапла — халь аса илчĕ ĕнтĕ.

— Кулине, атя-ха сирĕн пата икерчĕ çиме, — чĕнчĕ вăл тус-тантăшне. — Унта анне икерчĕ лартса хăварнă пулмалла — иксĕмĕре пĕрле çиме хушрĕ.

Эх, шеремет хĕрачи, «пĕрле çийĕр» тенипе икерчине вăл Кулинесем патне лартса хăварнă тесех шутланă çав — инкекĕ вара кайран пĕтĕмпех çавăнтан сиксе тухрĕ.

Кулине кĕмест. Унăн, мечĕкне çапса, хăвăртрах чупмалла. Вăйăра çĕнтересшĕн тăрăшать мар-и.

Тӳсме хал çитереймен енне Ленук пĕчченех вĕçтерчĕ. Мĕнех вара? Çăра уссине Кулине ăçта пытарнине пĕлет вăл. Тен, килне Çынак инке те таврăннă? Анчах алăк патне çитсенех, хĕрача Кулинесен хваттерĕнче никам та çуккине пĕлчĕ. Çăраçси те çавăнтах — пĕрене çурăкĕнчех. Уçса кĕчĕ вара Ленук çын хваттерне. Вăл тӳрех кухньăри Кулинесен сĕтелĕ патне пырса тăчĕ. Пăхкаларĕ, анчах мĕн амакĕ? Икерчĕ хунă турилкке мар, пушши те çук. Сĕтел сунтăхне лартса хăварман-ши? Уçса пăхрĕ. Сĕтел сунтăхĕ пуш-пушах. Тен, йăнăшпа Çынак инке сетелне лартса хăварнă? Пăхас. Уй-уй, сĕтел сунтăхĕ тупраллă арча пекех пысăк. Мĕн кăна çук-ши кунта! Мĕн чухлĕ ĕçме-çиме! Анчах та икĕрчĕллĕ турилкке курăнмасть. Тен, савăтсем хыçне шутарса лартнă? Хĕрача вара пĕшкĕнсе ларчĕ те, сылтăм аллине шалалла чиксе, хыпашлама тытăнчĕ, Акă, пӳрне вĕçĕсем кĕсел евĕр çĕмçе япалана перĕнчĕç. Мĕн япала-ши? Аллине кăларса пӳрнине чĕлхепе çулласа тутанса пăхасшăнччĕ. Шăп çак вăхăтра Ленукăн çурăмĕ хыçĕнче аçа-çиçĕм çапнă евĕр тахăшĕ кăшкăрса ячĕ:

— Хурах! Вăрă! Вăрă тытрăм!

Унччен те пулмарĕ, Ленук хăйне çӳçрен такам питĕ вирлĕ ярса тытнине туйрĕ. Вăл хăранине шартах сикрĕ. Пăхать хайхискер — кăшкăраканни Çынак инке пулах кайрĕ. Сасси урмăшса тухать. Пичĕ каснă-лартнă арăсланăнни пек. Сурчăкĕ енчен енне сирпĕнет.

— Хрисан, кил хăвăртрах! Вăрă вĕçерĕнсе тарать! — кăшкăрать татах Çынак инке, — Пӳрнисем варениллĕ. Виктори çырлинчен пĕçернине хапсăннă. Явăл ачи! Хĕрача пуçĕпе вăрра ярăннă!

Хрисан пичче вăрт-варт утса пычĕ.

— Ай-яй, хĕрача. Çын япалине тивме юрать-и вара? Кам сана варени вăрлама хушрĕ? Аннӳ-и?

Ленук ним чĕнме те пĕлмест, чĕлхине çăтса янă, тейĕн.

— Милицие тыттарса ярас, — чĕлхипе касать Çынак инке. — Унта калаçтараççĕ. Лартăр пĕр вунпилĕк талăк тĕрмере, тăн кĕртĕç. Ăспа таврăнĕ киле.

Милицине асăнсан, Ленук ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ.

— Эпир ырă çынсем, арăм. Малтанхи хутах милици чĕнсе айкашмăпăр, — сĕнчĕ Хрисан пичче. Хăй çавăнтах арăмне тем пăшăлтатрĕ. Сăмахĕ илтĕнмест. Вара вăл хупăнса тăракан кухньă алăкĕ çумне кайса тайăнчĕ

Куççулĕ витĕр пăхать хĕрача хӳтӳлĕх шыраса Хрмсан пичче çине. Анчах ăна паллаймăн. Картишĕнче ачасемпе вылякан, вĕсене çырлапа сăйлакан, уççăн пăхакан çын мар — пачах ют этем. Ленука çав тери хăруша туйăнса кайрĕ, вăл тăр-р, тăр-р чĕтреме тытăнчĕ. Вырăнтан тапранма вăйĕ çитмест, ӳт-пӳ урайне тымар янă, тейĕн. Куççулĕпе йĕпеннĕ пит-куçне сăтăркаласа Ленук сĕтел çине шурă хут листипе кăранташ хăш вăхăтра тухса выртнине те асăрхамарĕ. Çынак инке, ав, тăрăшсах тем çырать. Нумай мар, темиçе сăмах çеç йĕрлерĕ. Часах çырма чарăнчĕ те чĕнчĕ «айăпланакана»:

— Кил-ха, алă пус çак хут çине.

Мĕншĕн алă пусмалла? Мĕн тесе çырнă унта? Шкулта пĕр çул кăна вĕреннĕ ача питĕ хăвăрт вулама, пуç тавра шухăшласа ăс çитетрме пултарать-и? Паллах, çук. Аслисем мĕн хушнине тумалла. Çапла кирлĕ пулĕ. Ленук илчĕ те кăранташ вĕçне чĕлхипе йĕпетрĕ, вара хушаматри кашни саспаллине çав тери тăрăшса çырчĕ.

— Каях ĕнтĕ, — терĕ Çынак инке хĕрачана куларах. Унтан тăрăхланă сасăпа лăпкăн çапла каларĕ: — Ӳлĕм япала çухалсан-тусан, вăрри халех серепере.

Тухса кайрĕ Ленук. Çăварта йӳçĕ, кăмăл пăтранать. Ура ураран иртмест. Картишри сак çинче ларакан хĕрарăмсенчен пĕри, Ленуксемпе пĕр хваттертех пурăнакан ватă хĕрарăм Гурьевна, çакна самант асăрхарĕ.

— Хĕрĕм, — чĕнчĕ вăл йăвашшăн, — чирлемен пулĕ те эс?

Çынак инке те килне тăрса юлман-мĕн, картишĕнче сăмах-юмах пуласса сиссе пуль, хыçранах тухнă. Çавăнпа та Ленук çăварне уçиччен пулеметла шатăртаттарчĕ:

— Вăрăпа тытăнсан, чĕлхе çапла çухалать вăл, çын куçĕнчен пăхаймасть, ав.

Ку сăмахсем кама тивнине Гурьевна тӳрех ăнланчĕ. Унăн самант юн вĕресе хăпарчĕ. Çиллес сасăпа Çынака пат татса хучĕ.

— Кирлĕ мара пуплетĕн.

— Ĕненместĕн пулсан, хăй алă пусса панине вула! — хĕремесленсе кайсах хирĕçлерĕ Çынак инке, хут татăкне çӳлелле çĕклесе. Гурьевна алне çеç сĕлтрĕ. Вăл çеç те мар, ыттисем те Çынак инкен хут татăкне тытса пăхма кăмăл тумарĕç.

Хăйсем пурăнакан крыльца умне çитсен, Лекук сулăнса, сулăнса кайрĕ, вара çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ.

— Ай, турах! — терĕ тахăшĕ, — мĕн тунă вăл хĕрачана?

Шикленчĕ пулас хĕрарăмсенчен Çынак инке, ним курман-илтмен пек йăш! шурĕ килне. Гурьевна хĕрача патне ыткăнчĕ. Тăма пулăшрĕ ăна. Килне илсе кайрĕ. Çук, ним çинчен те ыйтса тĕпчемерĕ. Кухньăна илсе кĕрсен тин:

— Çăвăн-ха, — терĕ, кăмкана витререн шыв тултарса.

Ленук çăвăнкаларĕ. Сивĕ шыв ăна çапах та пулăшрĕ. Хĕрачана тепĕр самантран ерипен хĕрлĕ сăн та çапа пуçларĕ.

— Хырăму та паян хыр тăрне кайрĕ пулĕ. Апатлан-ха,—сĕнчĕ Гурьевна.

Ленук сĕтел патне пычĕ. Пукан çине пырса ларсан, тĕлĕнсех кайрĕ: икерчи килти сĕтел çинче пулнă.

— Мана халь текех никам та ĕненмест ĕнтĕ, — кулянчĕ вăл. Унăн пичĕ тăрăх вара вĕри куççулĕ юхса анчĕ. Каллех çан-çурăмĕ сăр-сăрлатма пуçларĕ.

— Лăплан. Аçтиçук япалашăн мĕн-ма çав териех хуçăлас? — йăпатрĕ ăна Гурьевна. Унтан темле эмел ĕçтерчĕ те çаплах чĕтрекен хĕрачана вырăн çине вырттарчĕ.

Миçе кун чирлесе выртĕ-ши Ленук? Аманнă черчен таса чĕре часах сывалаймĕ çав.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: