Клемукпа унăн ашшĕ Йăкăнат
Ун чух Йăкăнат пичче, хăй калашле, неграмăтнăй пулнă. Вулама та, çырма та пĕлмен. Çапах та арманта-мĕнте е, енчен, пĕрре вулав çуртне кайса ларсан, вăл, пĕр-пĕр çут çăвара итличчен хаçат вулакана итлерех панă.
Нумай иртнĕ-и, сахал-и, пĕрре çапла Клемук ятлă аслă ывăлĕ урамран, такамран тарнă пек, хашкаса чупса кĕнĕ. Алăка уçнă-уçман:
— Атте, пуштă килнĕ... Часрах укçа пар-ха, хаçат çырăнса ярар, — тенĕ.
— Хаçатшăн пулсан парăп та, — тенĕ ашшĕ çăпатине саплама пăрахса, — анчах усăсăр тăккаланă ан пултăр, лайăх калаканнине çыртар...
— Часрах, пуштă каять, — васкатнă ывăлĕ.
— Е, ĕлкĕрен, мура каймĕ...
Йăкăнат вăраххăн кăна йĕс çăраллă пĕчĕк арчине уçнă, унтан улачаран çĕлетнĕ укçа енчĕкĕнчен каллех васкамасăр-тумасăр пулă хуппи пек пĕчĕкçĕ укçасем — ик-виç кĕмĕл кăларнă.
— Да, хаçат вулани картла выляни мар, Кăчăк ачисем пек ан пул, — тенĕ вăл кашни кĕмĕле темиçе хут тыта-тыта пăхса.
Клемук ашшĕ хăтланнине тарăхса пăхса тăнă. Юлашкинчен, икĕ кĕмĕл хăй аллине куçсан, килĕнчен çĕмрен пек вĕçсе тухнă.
— Ха... калăн — вут хыпнă. Ăсу кайĕ, вилет хаçатшăн, — текелесе пирĕн кăмăллă пичче ватă пуçне пăркаласа юлнă.
Клемук, чăнахах та, ашшĕ панă укçапа Кăчăк ачисем пек Карсун Ванюк арăмĕ патне очколла выляма ĕрĕхтермен, вăл тӳрех пуштă еннелле чуптарнă, вара Шупашкарта тухакан «Пирĕн ял» хаçата ултă уйăхлăха çырăнса илнĕ.
Хайхи хаçат тăтăшах килме пуçланă. Клемук вуланине Йăкăнат сухала шăла-шăла итлесе ларнă. Пуринчен ытла ăна пахча çимĕçсем çинчен калакан канашсем чĕрене пынă.
— Аван ăс, усăллă сăмах, — тенĕ Йăкăнат.
Вара старик пахча çимĕçне пĕтĕмпех хаçат каланă пек туса пыма пикеннĕ.
...Кĕркунне пулнă. Пахча çимĕç Йăкăнатăн йăтăннă анчах. Купăсти те хăярĕ те, çарăкĕ те калама çук ăннă. Хăйне кăна мар, пасарлăх та пулнă.
— Пырать-ха ку, вак-тĕвек расхута саплать. Эпĕ таçта кайса укçа тăвас çук, — тенĕ Йăкăнат.
Анчах укçа вак-тĕвек расхута витме кăна мар, ытлашширех те пулнă. Кĕр мăнтăрĕпе килекен праçниксене пурне те пĕр çи тумланнисĕр пуçне, хайхи улача енчĕкре те лăнках юлнă, пăхма ним мар улача енчĕк, перекет тĕлĕшпе, тен, пĕр-пĕр пăртманикрен те чыслăрах пулнă пуль.
Хĕле кĕнĕ. Клемук çаплах «Пирĕн ял» вуланă. Анчах «Пирĕн ял» хаçат хĕле кĕрсен нумаях пурăнайман, «Колхозник ялавĕ» ятлă пулса тăнă.
— Атте, — тенĕ Клемук, — санпа иксĕмĕр юратса вулакан хаçат колхоза кĕчĕ. Пирĕн мĕн тумалла?.. Акă итле, колхозра пулас илемлĕ пурнăç çинчен епле меслетлĕн çырать вăл... Пурте пĕр шухăшлă пулсан пирĕн ял çĕрне пирĕн пахча пек тума пулать вĕт... Кĕресех пулать, атте.
— Ăсу кайĕ... Тем тумалла. Калхуссăр та аван пурăнма пулать пек те... Ак эсир те çитĕнсе çитетĕр... Аптрамалла, ял çинче те çав сăмах, килте те çавах...
— Хресчен пурнăçĕ, атте, иккĕллĕ: паян капла та ыран апла, паян пур та ыран çук. Эсĕ чухлайман çын мар, ачу-пăчу çине те питех шанаймăн ку чухне, эсĕ ху та салтак пулса курнă çын...
— Вăл çаплине çаплах та, ывăлăм... Пĕрлешӳллĕ пурнăçа мĕн çиттĕр ĕнтĕ, аван, конешнă... Анчах этем тени пурте пĕр пек мар-çке: пĕри унталла, тепри кунталла.
— Ĕç пурне те тӳрлетет, атте...
— Ăсу кайĕ, ăсу кайĕ... Хаçат та пит хистет-и вара, кĕмеллех тет-и?
Чылайччен шухăшласа çӳренĕ Йăкăнат. Шухăшла-шухăшла çĕр çывăрман каçсем те унăн сахалах мар пулнă пулĕ. Вара пĕр ирхине:
— Тĕнче ăçта, эпир те çавăнта, — тесе, аслă ывăлне татăклă сăмах панă.
«Колхозник ялавĕ» «Пилĕк çуллăхăн виççĕмĕш татăклă çулĕ» текен кашни номертех мĕн те пулин каланă, чĕнӳллĕ статьясем çапнă. Вĕсене вуланă хыççăн Йăкăнат улача енчĕкне тĕрĕслесе пăхнă та:
— Çырăнас штулĕ, — тесе мăкăртатса илнĕ.
...Яла финпайĕнчен пĕр шĕвĕр янахлă инспектор килсе пуху пуçтарнă. Халăх ăна пĕр шарламасăр итлесе ларнă. Авăрма юратакан инспектор пĕр сехете яхăн хăй кам иккенне тата ăçтан килнине каласа кăтартнă. Юлашкинчен:
— Эпĕ укçа-тенкĕ мобилизовать тăвас ĕçпе ялтан яла халăх лавĕпе çӳретĕп. Акă халь патшалăх акăш-макăш лайăх заем кăларчĕ. Ăна сирĕн çырăнса илесех пулать. Кунсăр пуçне тата укçана перекет кассине хурас пулать... пулать... пулать. Кунсăр пуçне тата хăвăра хăвăр страховать тăвас пулать... пулать. Хăвăра хăвăр страхлани вилсен çав тери усăллă, пин тенкĕ пĕр трук илме пулать... пулать.
— Час параççĕ-и вара вăл укçана! — илтĕннĕ алăк патĕнчен пĕр ӳслĕклĕ сасă.
— Çийĕнчех, наччасах. Саншăн вăл калама çук усăллă пулать, ахаль те эс чахуткăллă пулас-ха, пит ӳсĕрен. Например, сăмахран: паянах вил — ыранах кайса ил.
— Ху пĕт, — тенĕ хăйăлтатакан сасă. — Чахуткă йĕрки мар ман, сив сăра юрамарĕ... Кхм-кхм... ках-ках...
Интереслĕ калаçу сӳтĕлсе пĕтмесĕрех:
— Çакăнпа пуху хупăнать, — тесе евитленĕ ĕмĕрех таçта васкакан председатель.
Ăшă пӳртре пăчăхса ларнă халăх хыçкалана-хыçкалана килелле саланнă. Темшĕн çурăлас пек тарăхнă Йăкăнат пичче, такам пирки тăм пуçсем тесе, пухуран сурса тухса кайнă. Тепĕр кун вăл заем шухăшне пачах манса кайнă.
Çулталăк иртнĕ. Кĕркунне Клемука Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Комиссие кайса килсен ашшĕ ывăлне:
— Молодец! Кай. Службăна телейлĕн ирттерсе кил, — тесе кун чул пулса чи малтан ывăлне сăра курки тав туса панă.
Йăкăнат хăйĕн килĕнче те ĕç алли катăлнăшăн пĕртте пăшăрханман. Колхоз ĕçĕнче ахаль те харсăрскер, вăл тата та тăрăшса ĕçлеме пуçланă. Кăнтăрла ĕçре. Каçхине, çыннăн тĕр-тĕр халапне пăхмасăрах, — вулав çуртĕнче вулама-çырма вĕреннĕ. Виçĕ уйăх хушшинче Клемукăн çырăвĕсене вăл хăех вуласа кăларма пултарнă, çырасса та хăех çырнă.
Çуркунне Клемукран пĕр илемлĕ конвертлă çыру килнĕ. Çак çырăва вуласан, унтан татах вуланă, татах шухăшланă. Çыру пысăк пулман, анчах ун пек кăмăллă, çывăх, чĕрене пыракан, ватă пуçа та шухăша яракан çыру, çыру мар — хаçат та Йăкăнат нихçан та вуламан.
«Атте, — тенĕ çырура, — эсĕ вăл çук, ку çук тесе ӳпкелешетĕн, вăл апла мар, ку апла мар тесе кашни çырурах çырса яратăн. Эпĕ сана ăнланатăп. Çавăн пекех мана ăнлансам. Акă халь «Пилĕк çуллăхăн юлашки тăваттăмĕш çулĕ» ятлă заем тухнă. Тен, эс каллех ку хыпар яла çитсен пухуран хирĕлсе таврăнăн. Апла пулсан, тата пĕтĕм тĕнче те сан пек пулсан, эс ĕмĕрне те ӳпкелешме те, пăшăрханма та пăрахмăн. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен кооперативра кирлĕ япаласем çук тетĕн; виçĕм çулах килекен трактор халĕ те çитеймест тетĕн; Петя çил шăхăрса çӳрекен кивĕ шкулта вĕренет тетĕн; вăрçă халапĕ çӳрет, Турă сыхлатăр, ачам, тетĕн, тата ытти те, тата ытти те...
Çак çитменлĕхсем ан пулччăр тесен тата патшалăх хăвăртрах сывлăш çавăрса ятăр тесен, атте, çуккине курнипе кăна çитмест, тата çукран пур та тума пĕлес пулать. Мĕн тунă эс кооперативра тавар пултăр тесе? Мĕн тунă эс салтака кайнă ачу ырлăхлă-сывлăхлă таврăнтăр тесе? Ку ĕçе эсĕ пĕтĕмпех çын çине янă, пĕтĕмпех патшалăх çине шаннă. Чăнах та, эсĕ колхозра тăрăшса ĕçлетĕн, ку япала хушăн тата пĕтĕм тĕнчешĕн усăллă. Анчах çӳпçӳ тĕпĕнче кăвакарса выртакан улача енчĕкӳ кама усăллă-ши? Ватăлмалăх куну илемлĕ пултăр тесе, лăпкă, сывлăхлă, çутă, тулли пурнăçшăн хутаççуна пăртак пушат. Манăн сăмахăм çавă кăна...»
Старик çак çырăва пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса вуласа тухнă. Ывăлĕ ашшĕне çакăн пек хытă калассине вăл нихăçан та кĕтмен. Тем пек хыттăн ятласа çыру ярĕччĕ ывăлне, анчах, шухăшласа пăхсан, мĕнпур тĕреслĕх ывăлĕ енче пулнă. Лара-тăра пĕлмен Йăкăнат илемлĕ конвертлă чăрсăр çырăва кун каçиччен çичĕ-сакăр хут çавăркала-çавăркала пăхнă. Юлашкинчен:
— Мĕн каять те мĕн килет, çырăнам-ха пĕр вуннăлăх, — тесе колхозалла уттарнă.
Уйри бригадăсене ĕç патне йĕркелесе хăварнă хыççăн Йăкăнат табель кĕнекине илме канцелярине утнă.
Канцеляринче çын чылаях пулнă. Тĕпелти сĕтел хушшинче темĕнле эреветлĕ-теветлĕ хĕр ларнă. Ун хыçĕнче стена çумне: «Заем вылявĕсене тĕрĕслĕр», — тесе çырса çапнă. Çынсем хăйсен облигацийĕсене тĕрĕслеттересшĕн кĕтсе тăнă.
— Ах, шельма! Икĕ номер урлă кăна вĕт, — тесе пуçне пăркаланă Макар.
— Манăнне те пăхса пар-ха эппин, — тенĕ Йăкăнат хĕрачана. — Тен, ахăртнех...
Йăкăнатăн заемне тĕрĕсленĕ хыççăн йăл-л! кулса илнĕ илемлĕ хĕр.
— Мĕн ятлă эсĕ?
— Игнат Захаров. Ударник. Старший бригадир.
— Санăн номеру пилĕкçĕр тенкĕ выляса илнĕ.
— Вара мĕн тумалла ĕнтĕ халь? — ют сасăпа, сывлăшне аран çавăрса каланă Йăкăнат.
Пĕтĕм пӳртри халăх сĕтел патне кĕпĕрленнĕ, Йăкăнатăн лӳчĕркеннĕ телей хутне çавăркала-çавăркала пăхнă.
— Укçине халех паратăп. Сана аллă тенкĕ кăна тивет. Мĕншĕн тесен сан вунă тенкĕлĕх анчах.
— Юрĕ ĕнтĕ... Уншăн та ĕрехмет, — тенĕ Йăкăнат. Çав хушăрах: —Эх, мур çисе каясшĕ, Клемук сăмахне пĕтĕмпех итлесе пĕтереймерĕм-çке, пĕр аллăллăх çырăнмалла пулнă çав, — тесе илнĕ хăй ăшĕнче. Унтан сасăпа: — Тата çырăнма пулать-и? — тесе илемлĕ хĕртен йăвашшăн ыйтнă.
— Пулать. Халĕ тепĕр заем тухнă. Ун çинчен колхозниксен пухăвĕнче тĕплĕн калаçăпăр, — тенĕ хĕрача.
— Çыр вăтăрлăх. Укçине те халех ил, — тенĕ Йăкăнат хĕпĕртесе. — Хамăн бригадăри членсене те займсăр хăвармастăп. Епле тăрса юлма пулĕ çак телейрен?..
Йăкăнат пичче киле таврăнсанах хутпа кăранташ илсе çыру çырма ларчĕ.
«Клемук ывăлăм, — терĕ вăл алла килмен кăранташпа çапăçкаласа. Чи пирваях çакна пĕлтерем: кооператива халь ятласах каймастăп, япаласем киле пуçларĕç, аннӳ валли кунчаллă калуш та туянтăмăр тата ыттине те; уйсенче трактор кĕрле пуçларĕ, ĕçлет лайăх, ятламалла мар; хула пек шкул лартрăмăр, Петя унта чупать. Тата çакна пĕлтерем: вăрçă пулассинчен хăрамастпăр, ун пирки Ворошилов юлташ пит аван каланă вара, хаçатне хамах вуларăм, пухура та каларĕç...»
Тата çакăн пек чылай çыркаларĕ Йăкăнат пичче. Ĕни тапратса тултарни çинчен, лупассине сиплесси çинчен, хăйсен бригади çинчен тата ытти те, тата ытти те. Юлашкинчен:
«Кăçал ярмăрккă тĕлне службăран таврăнан ĕнтĕ, питĕ кĕтетпĕр. Авлантарăпăр. Хĕрне те пăхса хутăмăр...»
Хĕр тенĕрен Йăкăнат пиччене темшĕн заем тĕрĕслекен хĕр аса килсе кайрĕ. Унтан хăйне систермесĕрех ун çăварĕнчен кин сăмах йĕс шăнкăрав сасси пек илемлĕн тухса кайрĕ. Вара вăл, темĕнле вăхăтсăр янăраса кайнă сасса çухатас мар тесе, каллех çырма пуçларĕ.
«Тата çакна та калам. Паян иртнĕ заемпа аллă тенкĕ выляса илтĕм. Çĕннине те çырăнтăм. Выртан каска мăкланать, çӳрен каска якалать теççĕ. Енчĕкре тытни ним усси те çук, — хăй утă çинче выртакан йытă пек — хăй те çимест, çынна та памасть. Заем усăллă япала, сан сăмаху тĕрĕс.
Шухăшлатăп-шухăшлатăп та, ачам, эпир аллă тенкĕ кăна мар, — эпир шкул, эпир трактор тата темĕн те пĕрсем выляса та, вылямасăр та илнĕ. Петя вĕренекен, эсĕ кайсан тунă вĕр çĕнĕ шкула ĕлĕкхи пулсан кам та кам сана ахаль лартса патăр? Çĕр çĕмĕрсе кĕрлекен трактора та, сухаламалли çĕрне те пире патшалăх парать. Çапла, ачам, аллă тенкĕ кăна мар, эпир пурнăç, эпир тем тĕрлĕ пуянлăх выляса илнĕ. Çак илемлĕ пурнăç, çак пуянлăх кунтан кун татах та илемленсе, татах та тĕрекленсе кайтăр тесен, сирĕн урлă самана лăпкă тăтăр тесен, эпир хамăрăн пĕртен-пĕр аслă патшалăха мĕн вăй çитнĕ таран пулăшса пыма кирек хăçан та хатĕр...
Сана хамăр ялсем питĕ пысăк салам яраççĕ. Кашни кун асăнаççĕ...»
Çыру çырăнса пĕтсе конверт ăшне чикĕнчĕ. «Пуштă килеймерĕ-çке тата», — пăшăрханса илчĕ Йăкăнат. Ун умне аякри аслă ывăлĕ тухса тăнăн туйăнчĕ. Илемлĕ пурнăç, лăпкă самана. Илемлĕхĕ те, лăпкăлăхĕ те — хамăртан... Пурте хамăртан.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...