Кашкăр ами тата кăкăр ачи амăшĕ
Каяс çула çил-тăман хупларĕ. Автобус кустăрми çул урлă вĕçтерекен юкана çĕнтереслĕн хăвăртрах та хăвăртрах кусрĕ... Юкавара çул кĕтессинче те юлмарĕ, айлăмра та лăпланса выртса юлма пĕлмерĕ, сăртра пушшех туллашма пуçларĕ — чӳречеренех чĕлхипе çулласа илчĕ. Каçа хирĕç çил-тăман тамалаканччĕ. Паян, темскер, ирĕкне йӳле ярсах алхасма пуçларĕ. Тӳпере чарăна пĕлми ал арманĕ аврăртать тейĕн, кĕрпине те, çăнăхне те тăкать çеç уй-хире. Куç курми сăлпăран вĕçтерет. Юр кĕрчĕсем авă, иртсе пыракан çуртсен пӳрт тăррине çивитти таранах хӳсе лартрĕç. Алăка уçса кĕме çук шăлса лартрĕ. Çурт çамкисем те кантăк ани таранчченех шур çĕлĕк тăхăнчĕç. Таврари ялсем çил-тăман чаршавĕпе хупланса каçхи ыйха пута пуçларĕç..
Хушшăн-хушшăн çула та кĕрт хӳсе пырать. Пĕр ПАЗик çеç, сурăх путекки пек паттăрланса, хăй хыçĕнчен кăтра шу-рă хӳре пăркалантарса, малаллах сиккелесе-чупкаласа каяс çула кĕскетрĕ. Автобусĕ ăшă, хăтлă. Ларса пыракансем урамри ахăр-саманана кинори евĕр чӳречерен çеç курса пыраççĕ-ха. Анчах камăн анса юлма вăхăт çитет, сăнран улшăнса самантарах темле çирĕп шухăшлăн хевтеленсе ӳкеççĕ те куç курми тĕттĕм çавра çил ăшне чăмаççĕ, пач çухалаççĕ.
Хĕрарăм кăкăр ачипе яла таврăнма тухнă. Патăрьелпе Елчĕк çулĕ хĕресленнĕ çĕрте ăна упăшки лашапа илме тухма калаçса татăлнă. Хĕрарăм чунĕ лăпкă. Юратнă упăшкипе телефонпа тин çеç калаçнă — ялтан çуна кӳлсе тухни пирки пĕлтерчĕ. Ку çил-тăманра çăмăл машина кĕрт витĕр ашса тухаймĕ, лаша шанчăклăрах. Кăкăр ачи амăшĕн тутлă чĕччине чаплаттарса çиет, амăшне канлĕ телей кӳрет. «Чăпăрт-чăпăрт» — тăвать унăн пĕчĕк тути, хушăран тата йăлтăр! кулса илме те пĕлет, апăрша. Амăш ытамĕнче ирĕлсе илĕхнĕ ача исленсех çывăрать. Хĕрарăм ăна хускатма та шеллет. Анчах мĕн тăвăн, çитмелли çĕре çитрĕç, анса юлмалла. Хĕрарăм ачи çиттисене тирпейлесе çыхрĕ, çиелтен тата мамăк утиялпа витрĕ, хăй çине хулпуççи урлă анлă оренбург тутăрне, çăмлăскерне, ачине хупăрласа ывăтрĕ те автобус алăкĕнчен ... тӳрех кĕрт ăшне сикрĕ.
— Ах! — пит-куçне çатăрах çыртса илчĕ вичкĕн çил. Ача амăшĕ аранах ашса тухрĕ, çул чарăнма тунă хӳтĕ вырăна пырса тăчĕ. Автобус кайрĕ ĕнтĕ. Вăл куçран çухалсан сасартăках унăн чĕре анинче тем татăлса анчĕ. Вăл пепкине хăй çумне хытăрах чăмăртарĕ те хӳтĕрех вырăн тупса тĕршĕнчĕ. Сивĕ çил ăна тӳмелесе ĕлкĕреймен кĕрĕкĕ витĕр кĕрсе, пилĕк-çурăмне шелсĕррĕн хыпашласа тухрĕ, кĕрĕк аркине енчен енне лăскарĕ.
Кĕтсе тăрасси кун пек çанталăкра чĕр вилĕм. «Пĕр вырăнтах хытса шăнма пулать, юр хӳсе кайма та пултарĕ», — тесе шухăшларĕ те ача амăшĕ, хӳтлĕхрен тухса каллĕ-маллĕ утса çӳреме пуçларĕ, упăшки килес çул çине куç ывăниччен тинкерсе пăхма пуçларĕ. Ни лаша сасси илтĕнмест, ни çын сасси... Аякри çулпа машина фари çутатса килни те курăнмасть. Çут тĕнче асар-писерлĕхĕнче тăр-пĕччен вĕсем пепкипе. Çак самантра хăйне ытла та пĕчĕккĕ, вăйсăр туйса илчĕ.
Тем вăхăт иртрĕ çапла. Хĕрарăма ĕмĕр пек туйăнчĕç çак кĕске самантсем. Акă, сасартăк вăл темле çутăсем курса кайрĕ. Мĕлт те мĕлт тăваççĕ вĕсем. Хĕрарăм хăй ăнланса ĕлкĕричченех вĕсем енне темиçе утăм пусрĕ... Çак çил-тăманлă уй-хирте чĕрĕ чун пуласса шанни ăна чĕм кӳчĕ.
Чалт! сиксе тухрĕ ун умне сасартăк кашкăр ами. Ун хыççăн — виçĕ çури.
Хĕрарăмăн сывлăшĕ пӳлĕнсе ларчĕ.
— Хр-р-р!.. — хăрлатрĕ кашкăр ами, шăлне йĕрсе.
Тарас?.. Ăçта тарас?.. Элле тарса ӳкме пулать-и вара çак самантра? Ача амăшĕ ним шухăшласа илме те пĕлеймерĕ, урисем хăйсем тĕллĕнех автобус чарăнакан хутлĕх енне хуллен-хуллен каялла чакрĕç. Ача амăшĕн ăсĕ мар, чунĕ хуçаланчĕ çак самантра. Чакса-чакса пычĕ вăл,.. кашкăр ами — ун хыççăн — пĕрер урине хуската-хуската утрĕ. Ача амăшĕ пит хуллен чакрĕ хӳтлĕх патне. Çапла хытса тăчĕç иккĕн вилĕмле çапăçу умĕн... Кашкăр куçĕнче курайманлăх çук. Вăл пит ансаттăн пăхать,.. анчах вĕçертмесле çирĕп куçпа. Хĕрарăм та ун куçĕнчен пĕр пăрăнмасăр пăхса тăчĕ. Сисрĕ ача амăшĕ — кашкăр куçĕнчен куçне илсенех — вăл пĕр самант та пурăнаймĕ — хăй те, пепки те.
Мĕн шутларĕç икĕ чун çак самантра?.. Кашкăр ами тата ача амăшĕ... Асар-писер тамăкри пек çанталăк вĕсене шухăшлама панă самант кĕскелсех пычĕ. Акă, часах, акă, часах, акă, часах...
— Турăçăм!!! — ача амăшĕ пĕтĕм вăйран кăшкăрса ячĕ те ачине чарăну хӳтлĕхĕшĕн тунă бетон хӳме тăррине мĕн-пур вăйран ывăтрĕ. Ун тăррине хӳсе лартнă çемçе юр ăшне ӳкнĕ пепке каçса кайса йĕме пуçларĕ..
Ача амăшĕ çине кашкăр пĕррех сикрĕ те — мăйран пăвса лартрĕ, ун хыççăн — çитĕнсе пыракан çурисем кĕрĕк аркине туллама пуçларĕç...
Юлашки самантчен кĕрешрĕ ача амăшĕ хăйне туллакан кашкăр амипе, вĕсен çурисемпе... Пепки йĕни ăна тӳрех тăн çухатма памарĕ. Пурнăçпа вилĕм тата пуласлăхшăн пыракан кĕрешӳ ытла та хаяр пулчĕ.
...Тул çутăлас енне кайсан асар-писер çанталăк йăнчĕ. Çул çухатнă лавçă лаши-çунипе арăмĕпе ачине шыраса пырса çитрĕ. Йĕрсе пырĕ тытăннă ачин сасси ăна ăякранах илтĕнчĕ. Çул çинче выртакан кĕрĕк таткисене пĕрне, тепĕрне тытса пăхрĕ арçын, арăмĕн хăрах аттине лав çине ывăтса печĕ те хăвăртрах чул хӳме тăррине хăпарса кайрĕ. Çăм тутăрпа, мамăк утиялпа хытă çыхнă ача хӳме варринчи юр ăшĕнче пĕчченех çут тĕнчене сас парса выртать...
Шухăшсем
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...