Шаннă кĕл чечек


— Геннадий Петрович машинăпа çапăннă! — кăшкăра-кăшкăра Тĕрек ялне хĕвеланăç енчен чупса çитрĕ Кĕтерне.

— Ăçта? Мĕнле? Хăш тĕлте? — çухăрашрĕ пусă патне пуçтарăннă темиçе хĕрарăм.

— Çулăн хамăр енне пăрăнса кĕнĕ çĕрте, — ăнлантарать хыпарçă пит çăмарти тăрăх шăпăртатса анакан куççулĕпе пĕрле тарне тутăрĕпе шăлса. — Машини йăвансах та кайман. Анчах хăйĕн сăмсинчен палкаса юн юхать. Эпĕ ăна уçă çĕре аран-аран кăларса вырттартăм. Вăл сăмахсемпе перкелешрĕ, вара кăтăш пулчĕ. Ах, — ассăн сывларĕ Кĕтерне тепĕр хут. — Эпĕ ял енелле чупма пуçларăм çеç — Геннади хăрăлти сасăпа йынăшса илчĕ: «Ăнланмарăн эсĕ мана, Тариç... Çавна пула юн тымарне... Сывă пул, Тариçĕм, сывă пул, çутă тĕнче те... Л-е-е-ре тĕл пуличчен..."

— Чим, мĕн туса тăратăр? Марук аппа, сирĕн телефон пур вĕт. Хăвăртрах «Васкавлă пулăшу» чĕнĕр...

Марук текенни çийĕнчех пӳрте кĕчĕ. Ыттисем ял вĕçнелле, инкек пулнă çул еннелле васкарĕç. Вĕсем хыçĕнчен кĕçех темиçе арçын чупса çитрĕ.

— Мĕнле астăвайман-ши тата?

— Эрехпе супăшаканни те мар вĕт.

— Ара, инкек куçа курăнса килмест. Паян чиперех пурăнатăн, ыран... — Çапла калаçа-калаçа Тукас çыннисем аслă çултан ялалла пăрăннă асфальт хĕррине, хăяккăн выртакан симĕс «Жигули» патне çитсе те тăчĕç. Машина ним пулман пекех кĕрлет. Моторне те сӳнтермен. Ăна чĕртекен уççи çăринчех. Анчах Геннадий Петрович, урапаллă тусĕпе юнашар выртаканскер, ни вилĕ, ни чĕрĕ: никама та палламасть, куçĕсем шăвăçланнă, пырĕ хăрăлтатса кăна тăрать. Арçынсенчен пĕри, шофер таврашĕ — çийĕнчех машинăна сӳнтерчĕ, унтан аманнă çынна асфальт хĕррине йăтса тухрĕ. Ăна ыттисем те пулăшрĕç. Çав самантра тахăшĕ аптечка çинчен аса илчĕ. «Часах!» тесе ăна илме такам «Жигули» ăшне хĕсĕнсе кĕнĕччĕ кăна — тул енчен пĕри йывăррăн тухакан сасăпа хуллен сăрхăнтарчĕ: «Ви-и-лчĕ...» Самантрах иккĕшĕ Генăна ирĕксĕррĕн сывлаттарма, алли-урине лăскама тапратрĕç. Ку вăхăтра «Васкавлă пулăшу» килсе çитрĕ. Анчах тухтăрсем тинех пулăшаймарĕç. Санитари машини вилене тăван килне — ял варринчи пĕлтĕр çеç пурăнма кĕнĕ пилĕк стеналлă çурта — турттарса пыма çеç кирлĕ пулчĕ.

Пурте тенĕ пекех кайнă хыççăн Геннадин «Жигулине» çĕнĕрен хускатса яла илсе пыракансем водительпе юнашарти малти ларкăч çинче юнланнă çĕççе асăрхарĕç. «Тен, аллинчи юн тымарне çакăнпа касса янă?» — тĕвĕлерĕç вĕсем. Анчах хăйсен шухăшне калама та, мăшăрне Татьяна Ивановнăна пĕлтерме те шикленчĕç.

Тариç, ачасене хăйне Татьяна Ивановна тесе чĕнме хăнăхтарнăскер, ку самантра ним шухăшсăр шкулта юлашки урок ирттеретчĕ.

— Мĕн ăнланманни пур? Мĕнле ыйтусем? — класри çитĕнсе пыракан хĕрсемпе каччăсем çине кăмăллăн пăхрĕ вăл тема тăрăх хăй мĕн калассине пăтĕмпех уçса парсан.

Ачасем пĕр самант шăп ларчĕç. Унтан варринчи парта хушшинче ларакан Ирина, ачаранах литературăна юратаканскер, алă çĕклерĕ.

— Каçарăр, Татьяна Ивановна, — терĕ вăл. — Çеçпĕл Мишши, унăн пултарулăхĕ пурне те килĕшет. Ăна чăваш литературин классикĕ тетпĕр. Пирĕн асатте каласа панă тăрăх, вăл Теччĕри учительсем хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ чухне 18-19 çулсенче пулнă. Авланман. Апла пулин те хула библиотекинче ĕçлекен вырăс хĕрарăмĕ патне тăтăшах çыру çырнă. Çакăн пек хутшăнусем поэт пурнăçĕнче мĕнле йĕр хăварма пултарнă?

— Питĕ кăсăклă ыйту. Кун пирки эпĕ литература тĕпчевçисем çырнине вуламан. Çапах та çамрăк Çеçпĕл хăйĕнчен чылай аслă хĕрарăма савнине пĕлетĕп. Таса юрату, çынсем пĕр-пĕрин патне туртăнни вара кирек кама та лайăх ĕçлеме, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмлă пулма пулăшать. Апла тăк çав туслăх поэта поэзи уйĕнче пысăк хĕрӳлĕхпе ĕçлеме хавхалантарсах пынă. Кун пирки тĕплĕнрех «Ялав» журнал библиотекин 1989 çулхи пĕрремĕшпе иккĕмĕш кăларăмĕнче вуласа тĕплĕнрех пĕлме пулать. Вăл «Чунăмçăм, çунатăмçăм» ятпа пичетленнĕ.

Хурава итленĕ май хĕрача, аслă класра вĕренекенскер, пĕр хĕрелчĕ, пĕр шуралчĕ. Учительница, час-часах ачасен шалти туйăмĕсене те «вулама» хăнăхнăскер, хĕрача пăлханнине çийĕнчех ăнланчĕ. «Хăйĕнчен аслăраххине кăмăллать пулас», — шухăшларĕ ăшĕнче.

Шăпах çав самантра класс алăкне хуллен шаккарĕç. Татьяна Ивановнăна хăрушă хыпар — мăшăрĕ çул çинче инкеке лекни çинчен пĕлтерчĕç. «Каçарăр, ачасем!» — теме çеç пултарчĕ вăл хăйпе сывпуллашма ура çине тăнă вĕренекенсем çине тапса тухнă куççуль витĕр пăхса.

...Гена йышлă çемьере ӳснĕ. Пилĕк хĕр те тăватă ывăл — пурте сывă та тĕреклĕ çитĕнчĕç. Ашшĕ колхоз кĕлечĕн хуçи пулнипе вăрçă хыççăнхи выçлăха пачах туймарĕç. Çемье пĕр кун та çăкăрсăр ларман. Çав вăхăтрах вĕсен кӳрши-арши ут кăшкар пашалăвĕпе курăк яшки сахал мар çинĕ. Халăх асапĕпе пуякансем те тупăннă ун чухне. Акă Куçма Иванĕсем анкарти хыçĕнче кашласа ларакан мăяна çулса типĕтнĕ те вăррине çапса илнĕ. Çав вăрлăхăн кĕрепенккине вăтăр тенкĕпе сутса укçа тунă. Мăян çăнăхĕ выçă çыншăн самаях тутă тытакан апат пек туйăннă, анчах вар-хырăмĕ япăхрах ĕçлекеннисене хĕне янă. Çав сăлтава пулах çу кунĕсенче темиçе çын шыçăнса вилнĕ.

Астăвать-ха Гена: пĕррехинче вăл урама çиеле çу сăрнĕ шурă çăкăр чĕлли илсе тухнăччĕ. Юлташĕсем тĕлĕнсех кайрĕç çакна курсан.

— Эппин, çăкăйа пĕй пек пайлăй та çисе яйăй, — терĕ вăл техĕмлĕ, ырă шăршипе сăмсана кăтăклакан апат çине тилмĕрсе пăхакан ачасене. — Эпĕ пӳйте кĕйсен татах касса çийĕп.

Çакна пачах та кĕтмен шĕвĕрккесем куçне чарсах пăрахрĕç. Анчах тивĕçекен çăкăр татăкне илсе хыпма нихăшĕ те хирĕç пулмарĕ. Çапах та шурă çӳçлĕ пĕр хăрача, ыттисенчен хăюллăрах пулса, ун патне пычĕ те: «Маттур эсĕ, Кена», — тесе пуç тайрĕ. Çак сăмахсем тăваттăри-пиллĕкри ачана темĕнле сăваплăн та ытарлăн туйăнчĕç.

— Таиç, эпĕ сана ыйан та çăкăй çитейĕп. Юйать-и? — хирĕç тавăрчĕ Кенук вăтанчăк хĕрачана кăвак куçĕсенчен пăхса.

Çакăнтан пуçланчĕ пулмалла пĕр класрах, пĕр-пĕринчен аякра та мар пурăнакан икĕ ачан туслăхĕ. Малтанлăха арçын ача тантăш хĕрне ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăн кăштах çăкăр илсе тухса паратчĕ. Унтан — çырла, панулми.

Тариçе Гена ыттисенчен кăмăллăрах пулни килĕшетчĕ. Çавăнпах-тăр ăшă кунсенче пӳртрен тухсан унăн урисем тӳрех шурă та сапаланчăк çӳçлĕ тантăшĕ пурăнакан çурт еннелле утатчĕç. Тариç те ытларах чухне, ăна-кăна пач ăнланмасăрах, хăйне килĕштернĕ пек туйăнакан патнелле туртăнарах паратчĕ. Кас-йышсем унран: «Ăçта каятăн, Тариç?» — тесе ыйтсан шăнкăрав пек сассипе тӳрех татса хуратчĕ: «Кенуксем патне...»

Тариçĕн ашшĕ пĕртен-пĕр хĕрĕ çуралсан темиçе уйăхранах çĕре кĕчĕ. Çапах вăл ача чухне хăй çурма тăлăх иккенне туйманпа пĕрех. Амăшĕ те, аслашшĕпе асламăшĕ те ăна хăйсем çиес апата пама тăрăшатчĕç, тăхăнмаллине те таçтан та тупса килетчĕç. Чăнах та, çемье пуянах пулман. Çапах та килте ĕне тытнăран самаях çăмăлччĕ. Выçлăх çулĕсенче те асламăшĕ Канаш станцине кайса сĕт сутатчĕ те Тариç валли пĕр-икĕ булка е тăхăнмалли илсе таврăнатчĕ. Алла кулач татăкĕ тытсан ашшĕ пурăннă чухнехи пурнăçа куç умне кăларатчĕ, ĕнер кăна ытти ачасемпе пĕрле йӳçенкĕ те тутăсăр ут кăшкар пашалăвĕ çинине манса каятчĕ. Вара асламăшĕн чĕрçи çине хăпарса ларатчĕ те такамран илтсе вĕреннĕ сăввине каласа паратчĕ:

 

Чĕкеç, чĕкеç, чĕкеçĕм,

Ларса канма пĕлмерĕн.

Кунĕпе апат пуçтартăн,

Чĕппӳсене тăрантартăн...

 

— Ну, маттур та эсĕ, Тариç, — мухтатчĕ вара асламăшĕ хĕре питĕнчен чуптуса. — Кам вĕрентрĕ сана ку сăвва?

— Мишук тете, — тетчĕ хĕрача хĕпĕртесе.

— Кенук тетĕшĕ-и?

— Ăхă.

Шкула кайма тытăнсан та вĕсем, икĕ тантăш, яланах уйрăлми туссемччĕ. Сăвăсене пăхмасăр калама вĕреннĕ чухне пĕри пĕр йĕркине, тепри тепĕр йĕркине каласа вĕçне тухсан вара иккĕшĕ те ахăлтатса кулатчĕç. Юлашки йĕркине калакана канфет е печени тивĕçетчĕ. Паллах, «парнене» вĕсем иккĕшех пайласа çиетчĕç, анчах çĕнтерӳçĕ пулни чыслăрах пек туйăнатчĕ вĕсен шучĕпе.

Анчах... Кăштах çитĕнсен хăйсем сисмесĕрех пĕр-пĕринчен вăтанма пуçларĕç. Пĕррехинче, аслăрах классенче вĕреннĕ чухне пулчĕ-ха ку, Кенукпа Тариç шкултан юнашар утса таврăнатчĕç. Çумрах ытти ачасем те шăкăлтатса пыратчĕç. Шăматкун уроксем сахалрах пулнăран килĕсене кăнтăрла иртсенех яратчĕç вĕсене. Хальхинче вара, çĕрулми кăлармалла тесе, кружоксем те, хушма занятисем те ирттермерĕç. Çавна май ачасем ял хĕрринче ларакан шкул çулĕ тăршшĕпех выляса пычĕç. Никамăн та: «Чим, хăвăрт кăна киле çитес те çĕрулми аври çулма тухас», — текен шухăш çук иккен. Кенук, çăмăл курткине ăшша пиçĕхнипе йӳле янăскер, Тариçе аллинчен тытса чарчĕ те:

— Атя, кукамайсем патне каятпăр, — тесе хучĕ.

— Мана асанне мĕн калать вара? — хĕрелчĕ хĕрача. — Вăл эпĕ вăхăтра таврăнмасан пăшăрханма пуçлать.

— Эпир нумай тăмастпăр унта, тутлă панулмипе кĕрхи çырла çиетпĕр те киле таврăнатпăр, — çитĕннĕ çын пек тавăрчĕ арçын ача.

— А-а, кусем улаха каяççĕ иккен, — тĕртсе илчĕ çак калаçăва илтнĕ хĕр пĕрчисенчен пĕри.

— Улаха мар, панулми çиме, — тӳрлетрĕ ăна ахаль те ăшăпа пиçнĕ, çав вăхăтрах кăштах вĕчĕрхенекен Тариç. Çав самантрах: «Атя васкарах утар, Кенук», — терĕ те юлташне аллинчен çатăрласа тытса малалла сĕтĕрчĕ. Унăн чĕри нихçанхинчен те хăвăрттăн тапрĕ, кăкăрĕнче темĕнле мухтанас кăмăл çуралчĕ. «Сире улма-çырла çиме чĕнекен те çук», — вĕçрĕ унăн пуçĕнче халиччен пулман вăрттăн шухăш. Шăпах çакăн чухне хĕрача Кенук хăйне ыттисенчен ытларах хисепленине, ун çине ăшшăнрах та ытарлăрах пăхнине хăйне майлă туйса илчĕ.

— Кенук, эсĕ мана юрататăн вĕт, — сисмесĕрех персе ячĕ вăл тантăшĕпе утнă-чупнă май ытти ачасенчен самай аяккарах кайсан. Кенук çак сăмахсем мĕне пĕлтернине те ăнланса, те пач ăнланмасăр Тариçе питĕнчен чуптуса илчĕ. Хĕрача та парăмра юлмарĕ.

Йăлтах яланхиллех шӳтлесе те выляса тенĕ пек пулса иртрĕ. Анчах мĕне пĕлтерчĕ ку — иккĕшĕ пĕр-пĕринчен аванмарланса кайрĕç. Чунĕсенче вăтану туйăмĕ çуралчĕ. Пĕрремĕш хут чуптунипе-ши? Е ыттисенчен уйрăлса кайнăран, маларах утнă-чупнăран. Çакăн хыççăн вĕсем майĕпенех ютшăнма, кăшт сайрарах тĕл пулма пуçларĕç.

— Çынсенчен, юлташсенчен аван мар, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Тариç.

— Калаччăрах, — хуравларĕ ăна Гена. — Эпир пĕр-пĕрне юратнишĕн никам та айăплă мар.

— Юратни-и?! — пĕр тăлĕнсе, пĕр кулса пăхрĕ ун çине Тариç.

— Паллах. Манăн — сансăр, санăн мансăр пĕр утăм та тăвас килменнине хăвах туятăн вĕт. Яланах пĕр-пĕрин патне туртăнатпăр. Апла пулсан юрататпăр эпир пĕр-пĕрне — кунта нимĕн ăнланманни те çук...

Çапла аслă класа çитрĕç вĕсем, хĕрпе каччă пулса тăчĕ уйрăлми мăшăр. Пĕр-пĕрне Гена тата Таня тесе чĕнме пуçларĕç.

Вăтам шкул та хыçа юлчĕ. Таня çав çулах Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кĕчĕ, Генăн салтака кайма ячĕ тухрĕ. Ачаран выляса-кулса ӳснĕ яшпа хĕршĕн уйрăлу саманчĕ çитрĕ. Çакăн чухне тин вĕсем хăйсем пĕве кĕнине, çын пулнине туйса илчĕç.

— Асту, мана манса ан кай, Танюша. Эпĕ часах таврăнăп, — пурнăçра пĕрремĕш хут чĕри ыратнине, чунĕ йĕнине туйса илчĕ пулас салтак.

— Кирлĕ мара ан калаç-ха, Геночка, — ыталарĕ ăна Тариç-Таня шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăлса. — Чи çывăх туса ылмаштарма пулать-и вара? Мана нихăçан та, никам та кирлĕ мар. Акă, тыт тупа вырăнне, — хăй куçне тин çеç шăлса типĕтнĕ тутăрне тыттарчĕ вăл каччăна.

Гена парнене алла илчĕ те унăн кĕтесĕнче тĕрĕ асăрхарĕ. «Асăнмалăх», — тесе çырнă пĕр çĕрте. Тепĕр çĕрте хăй тупа тунăн «Эпĕ санăн ĕмĕрех!» Унтан: «Сана юратакан Т...» — тесе лартса хунă.

— Пысăк тав! — урăх нимĕнле сăмах та тупаймарĕ каччă. — Çапах та мĕншĕн ятна çырмарăн вара?

— Тутăр çынсен аллине лексен?

— Вара?

— Курччăр. Эпĕ пĕртен-пĕр саншăн пурăннине пурте пĕлеççĕ вĕт.

Хăйсен умĕнчех пулнăран Таня пӳртне кĕчĕ те тутăр çине хăйĕн ятне пĕтĕмпех тĕрлесе хучĕ. Шел, хĕрлĕ пурçăн çиппи пĕтнĕрен юлашки сас паллине сарăпа лартрĕ.

— Сарă — ылмашу, япăха теççĕ мар-и?

— Апла тăк каçар. Эпĕ ун пек каланине илтмен те. Тутăрĕ хамрах юлтăр эппин.

— Çук, — Гена тутăра каялла памарĕ. Салтакран таврăнсан Гена училище пĕтерчĕ, водитель правине алла илчĕ. Малтан колхозри темиçе çул хускалмасăр ларнă тавар турттаракан автомашинăна тĕпрен юсаса хута ячĕ, унтан автобус тӳрлетсе унпа темиçе çул çын турттарчĕ. Ăçта ĕçлесен те Тариç-Таня çинчен манмарĕ. Шупашкара каймассеренех ун патне общежитие кĕрсе тухатчĕ, вăл яла таврăнсан та ялан пĕрле пулма тăрăшатчĕ. Пĕр-пĕрин патне чун туртнăран пулĕ ĕнтĕ каччă хĕре институт пĕтеричченех качча тухма ыйтрĕ.

Паллах, вĕсен туйĕ никамшăн та çĕнĕлĕх пулмарĕ. Генăпа пулас учительница мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ӳснине, пĕр-пĕрне килĕштернине пурте пĕлсе-курса тăнă. «Телейлĕ çемье пулать», — тесе тĕвĕлерĕ ватти-вĕтти.

Чăнах та çапла пулчĕ. Килти татулăх, пĕр-пĕрне хисеплени хăй телей мар-и? Самана улшăнсан Таньăн стипендийĕ апатлăх та çитми пулчĕ. Кĕçех Генăна та хуçалăхран ĕç укçи пама пăрахрĕç. Колхоз укçа вырăнне тырăпа выльăх апатне килех леçсе парать-ха. Анчах çамрăксен тумланмалла та, çурт-йĕр валли кирлĕ япала та туянмалла. Таня валли кĕнекесемпе вĕрену пособийĕсем илме çеç мĕн чухлĕ кирлĕ. Çакна кура Гена, хуçалăх ертӳçи тем пек хирĕçлерĕ пулин те, колхоз автобусĕпе çӳреме пăрахрĕ. Пĕтĕм вăйне пухса усламçă ĕçĕпе аппаланма пуçларĕ. Тăванĕсем пулăшрĕç-ха. Çăмăл машина туяннă чухне те çуррине ытла вĕсем тӳлерĕç. Мĕн тăвăн? Гена, суту-илӳпе аппаланма пуçланăскер, ăна-кăна ялтинчен йунĕрех тупма хăнăхса пычĕ. Çавăнпа та килте сахăр кăна мар, апельсин-мандарин та, ытти тутлă çимĕç те татăлмасть. Усламçă темиçе уйăхранах ал-урине çавăрса ячĕ пулмалла, кĕске вăхăтрах Таньăна çĕнĕрен тумлантарчĕ. Киле тĕслĕ телевизор, çĕнĕ йышши ытти аппаратура илсе вырнаçтарчĕ. Маларах алăран туяннă кивĕ машинине çĕннипе улăштарма та мехел çитерчĕ. Хальхинче арăмĕ кăштах пулăшайрĕ.

Таньăн та ĕçĕ ăнса пырать. Шăпах вăл институтран диплом илсе таврăннă çĕре ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекенĕн вырăнĕ пушанчĕ. Коллектив анлă тавра курăмлă, çынпа калаçма-хутшăнма пĕлекен учительницăна тарават йышăнчĕ. Çакă Таньăна çунат хушнă пекех хавхалантарса ячă. Ĕçе кайнă чух уява кайнă пек туятчĕ çамрăк арăм.

Анчах... Урапа та пĕр йĕрпе кусмасть тенĕ евĕр, мĕн печĕкрен пĕрле ӳснĕ тата çемьеллĕ пулнă Таньăпа Гена çулĕ çинче тĕпсĕр авăр кĕрлесех юхнă иккен. Пĕтĕмпех почтальон шкула пырса панă çыруран пуçланчĕ...

Çу пуçламăшĕ. Иртенпех çумăр пĕрĕхетчĕ çав кун. Хура кĕре асаилтернĕн сивĕччĕ тата. Апла пулин те Таньăн кăмăлĕ яланхиллех хаваслăччĕ. Вăл ирхине Генăна командировăна ăсатрĕ те юратнă ĕçне васкарĕ. Икĕ урок сисĕнмесĕрех иртрĕ. Ачасем программăри материала лайăх пĕлни татах хавхалантарчĕ ăна. Хальхинче иккĕмĕш парта хушшинче ларакан Ирина хăйĕн хайлавне сăвăласа çырнă.

— Ирина, хăв çырнине сасăпа вуласа пар-ха, — сĕнчĕ Татьяна Ивановна.

Ирина васкамасăр ура çине тăчĕ те сăввине пăхмасăр каласа пачĕ:

 

Эс аслăрах манран. Анчах

Темме ман чунăм сан патнах

Хăюллăн туртăнать.

Ман чĕрери ырату —

Туйсамччĕ, — чăн-чăн юрату —

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алина Тайпи (2011-01-11 04:12:20):

Салам Тутарстанран!

Илемлĕ çырнă, кăмăла кайрĕ:

"Таса юрату, çынсем пĕр-пĕрин патне туртăнни вара кирек кама та лайăх ĕçлеме, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмлă пулма пулăшать".

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мария (2016-10-26 20:16:26):

Ачаран пусланна юрату...пите илемле

 

Ярмат (2016-10-26 21:15:03):

Пĕр самантрах ĕмĕр телейлĕ пулмалла пек мăшăрăн çутă ăраскалĕ тулчĕ, сӳнсе йăшрĕ. Пурнăçри пăрăнăçсем хăш вăхăтра, еплерех çаврăнса тухасса никам та татса калаймасть-çке. Калав вĕçĕнче автор палăртнă тăрăх шанăçсăрлăх курăнать.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: