Менелник умĕн
Ĕçлекенсене хăналама Тая Андрей Ермолаевич хваттернех илсе кайрĕ. Лев Петрович, варарахпа пыратăп тесе, хăйĕн ĕç пӳлĕмне кĕчĕ. Ывăнчĕ вăл çак икĕ талăкра. Тата мĕнпе татмалла-ха унăн хăй юлташĕ умĕнчи парăма? Çук, кĕнекисене хăй патне илсе кавăл, ялхуçалăх техникин уйрăмĕн библиотекине парать. Вулаччăр механизаторсем, ырăпа асăнччăр. Анчах латин чĕлхин кенекисене илет. Мĕнех, пушă вăхăтĕнче вĕренĕ. Ăслă челхе пулмалла. Андрей Ермолаевич халалласа хăварнă укçапа вăл ача яслин пӳлĕмĕсене гипсран эрешлет. Курччăр ачасем хитрелĕхе. Атту халь строительсем клуба та, витене те пĕрешкел тăваççĕ. Çара стенасем, сара мачча. Сада вăл Андрей Ермолаевич бюстне тутарса лартать. Тивĕçлĕ ăна старик.
— Эп вилсен ман тупăк хыççăн кам утĕ? — пырса кĕчĕ сасартăк Андрей Ермолаевич каланă сăмах Лев Петрович хăлхине.
— Утаканĕ нумай пулчĕ, — сасăпах хуравларĕ ăна инженер.
Шухăшсем
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...